Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫулталӑка пӗтӗмлететпӗр

Хаклă йăхташăмăрсем, юратнă вулакансем, сире çывхарса килекен 2021 çулпа саламлатпăр!

2020 çула пӗтӗмлетес-тӗк, вăл çăмăл мар çул пулин те республикăра пурăнакансемшӗн пӗлтерӗшлӗ çул пулчӗ. Коронавирус пандемийӗ социаллă пурнăçпа экономикăна такăнтарчӗ пулин те ӳсӗмсемпе çитӗнӳсемсӗр мар. Кун пирки ТР Президенчӗ журналистсемпе пулнă анлă пресс-конференцире те палăртса хăварчӗ.

Чи малтан 2020 çул ТАССР 100 çуллăхӗпе тата Аслă Çӗнтерӗвӗн 75 çуллăхӗпе пӗлтерӗшлӗ пулчӗ. Тутарстанра пурăнакан кашни çын республика аталанăвне тӳпе кӗртнӗ, унăн тăнăçлăхӗшӗн ӗçленӗ, кӗрешнӗ. Республикăн кашни хулипе ялӗнче паллă датăсене халалласа вуншар мероприятипе тӗрлӗ акцисем иртрӗç. «Сувар» хаçат та вӗсене туллин çутатма тăрăшрӗ. Редакци Аслă Çӗнтерӗвӗн 75 çуллăхне халалланă проекта пурнăçласа РФ Пичетпе массăлла коммуникацисен грантне çӗнсе илни пирӗн ӗçе пысăк хак панине çирӗплетрӗ. Хаçат республикăра, ун тулашӗнче пурăнакан чăвашсене пӗрлештерсе тăнă май эпир кашнине курма, илтме тăрăшатпăр. Пурнăçăн кашни сферинчи çӗнӗлӗхсемпе çитӗнӳсене, йывăрлăхсемпе çивӗч ыйтусене тимлӗхе илме тăрăшатпăр.

Хаклă йăхташăмăрсем, юратнă вулакансем, сире çывхарса килекен 2021 çулпа саламлатпăр! Начарри хыçра юлтăр, çӗнни ыррине илсе килтӗр. Çемьере телейпе юрату хуçалантăр, пурăнма сывлăх çирӗп пултăр. Малашне те пӗр-пӗрне ăнланса туслă пурăнар, тăвансем.

Ирина ТРИФОНОВА,

тӗп редактор.

Сăнӳкерчӗкре Хусанта пурăнакан Дудоровсен çемйи.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев