Уписем Крлыковсен туслă кил-йышне, чиркӗве çӗкленӗ çӗре хутшăннисене пуç тайса чӗререн тав турӗç
Ку истори пӗр ӗмӗр каялла пуçланнă. Вӗçленме вара 100 çул иртсен – 2021 çулхи раштав уйăхӗнче – вӗçленчӗ.
Совет влаçӗ йӗркеленсен çамрăк республикăра мӗнпур чиркӳпе храма аркатасси пирки калакан декрет йышăннă. Коммунистсем атеист пулнă, Турра ӗненмен. Иртнӗ ӗмӗрӗн 20-30-мӗш çулӗсенче Çӗпрел районӗнчи Упи ялӗнче питӗ пысăк чиркӗве салатнă. Хурланса йӗрекен халăх йынăшни таврара тахçанччен илтӗннӗ. Ӗненекенсем пухăнакан çурта аркатса ахаль çынсен пурнăçне тепӗр май çавăрса хуни нумай сиен кӳнӗ. Хресченсен хушшинче вӗреннӗ çынсем сахал пулнипе вӗсем хăйсен шухăшӗ çине тăма вăй çитереймен. Шанăçӗ, ӗненӗвӗ килте, чунра юлнă.
Вăхăт иртнӗ, пурнăç çулран çул улшăнса пынă, ялта больница, лавкка, ял Совечӗ, Культура çурчӗ, шкулпа ача çурчӗ ӳссе ларнă. Упи пилӗк ял варринче тăрать. Çак тăрăх чӗри теççӗ ун пирки. Халăх йышлă пурăннăран ăна вырăнти хресченсен культурăпа этеплӗхӗн сăпки те теççӗ.
XX ӗмӗрӗн иккӗмӗш çурринче влаçрисем чиркӳсем çине тапăнма пăрахнă. Шăп çав вăхăт тӗлнелле ял тăрăхӗнче пысăках мар Турă çурчӗ ӗçлеме пуçланă. Унта тăтăшах служба ирттернӗ, кӗлӗсем вуланă. Анчах та çурт пӗчӗкрен прихут çыннисем пурте кӗрсе вырнаçайман унта.
2000 çулсенче Упи ял хутлăхӗн пухăвӗсенчен пӗринче çынсем ялта Октябрьти революциччен ӗçленӗ чиркӗве çӗнӗрен чӗртсе тăратма йышăннă.
«Ыркăмăллăхăн чикки çук», – теççӗ. Ырă пуçарăва пысăк укçа хываканӗ – Крлыковсен çемйи. Çав шутра аслă тетӗшӗ Михаил Васильевич. Вăл чиркӳ тума йӗркеленӗ фонда чи пысăк укçа куçарнă çын. Михаил Крлыковăн пулăшăвӗ меценатсенчен пухнă ярăмра чи пирвайхи темелле – шурсухал куçарăвне пулас чиркӳ никӗсне хывма янă. Ку ӗç шăп 12 çул каялла пулса иртнӗччӗ. Çапла майпа Упи тата кӳршӗ ялсенче çуралса паян Ульяновскра тата Раççейӗн ытти хулисенче пурăнакан хастарсен ушкăнӗ йӗркеленнӗ. Вӗсем строительство материалӗсем (цемент, бетон, кирпӗч) кӳнӗ, сулмаклă ӗçе пур майлă хутшăннă. Ял çыннисем те хăйсен тӳпине хывнă: кашниех мӗн чухлӗ пултарнă таран пулăшнă. Пӗчӗк пенси илекен мучисемпе кинемейсем те кашни пусне храм хута кайтăр тесе илсе килсе панă. Унсăр пуçне чиркӗве шал енчен тирпей-илем кӳнӗ çӗре хутшăннă.
Анчах та пӗррехинче Крлыковсен çемйинче инкек пулнă. Михаил Васильевич сасартăк йывăр чирлесе ӳкет те сывалаймасть. Пуçăннă ӗçе вӗçне çитерес яваплăха хăй çине кӗçӗн шăллӗ Василий Васильевич илет (вăл та çемйипе Ульяновскра пурăнать). Тетӗшӗ Михаил Васильевич ку пархатарлă тивӗçе еплерех пурнăçланине курман мар Василий Крлыков: Ульяновскри чăваш чиркӗвне юсаса çӗнетнӗ çӗре хутшăннă, Мостовой поселокӗнчи Турă çуртне хута янă. Пурăннă чух Михаил Крлыков Ульяновск облаçӗнчи çухалма пуçланă чăваш йăли-йӗркине чӗртсе тăратас тӗлӗшпе палăрнă хисеплӗ те сумлă граждансенчен пӗри пулнă. Упири храма çӗклеме тытăннă хушăра та вăл, вăхăтне тата вăйне шеллемесӗр, тăван ялне тăтăш килсе çӳренӗ, строительство ӗçӗсемпе çыхăннă ыйтусене татса пама пулăшнă, вырăнта службăсем ирттернӗ Владимир атте канашӗсене тимленӗ.
Тинех çав вăхăт çитрӗ – çӗнӗ чиркӳ 2021 çулхи раштавăн 12-мӗшӗнче уçăлчӗ. Хаклă хăнасен хушшинче – Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Кирилл. Чылайăшӗ кун пек пысăк хăна килессе ӗненмерӗ, анчах та пурнăç тӗрлӗ тӗлӗнтермӗшсемпе пуян. Пӗччен кăна та мар, кӗлӗ тăвакан тӗрлӗ чинлă богослужительсен ушкăнӗпе çитнӗ. Митрополит строительство ӗçӗсене хутшăннă ентешсене парнесем парса чысларӗ. Тӗп награда – пуçаруçа. Медале Михаил Крлыков çемйине пачӗç. 2-мӗш медале шăллӗ, Василий Васильевич, тивӗçрӗ. 3-мӗшне – Михаил Васильевич ывăлӗ Борис.
Килнисем чиркӳ илемӗпе киленчӗç. Вăл Христос тӗнӗн çирӗп правилисемпе шайлашса тăни пӗлтерӗшлӗ. Шалти сăн-сăпачӗ мăнаçлăхӗпе тата черченлӗхӗпе килентерет. Турăшсем пурте ылтăн рамăсенче. Тавралăха çутă сапалакан çӗнӗ куполсем пӗлӗтелле кармашаççӗ. Пăхса ытармалла мар! Пăхатăн та – ял çыннисен пултарулăхӗнчен тӗлӗнетӗн. Уçă чун-чӗрепе, пысăк шанăçпа пачăшкăсем хӗрес йăтса утрӗç, чиркӗве уçрӗç, прихутра тăракансене причасти турӗç.
Владимир атте пур кăмăлтан ырă тăвакансене кӳршӗ çурта апата чӗнчӗ. Никама та тимлӗхсӗр хăвармарӗ.
Ял çыннисемшӗн çак кун чи пысăк та савăнăçлă уявсенчен пӗри пулчӗ. Ентешсем малашне тăтăшрах тӗл пулма калаçса килӗшрӗç. Крлыковсен туслă кил-йышне, чиркӗве çӗкленӗ çӗре хутшăннисене пуç тайса чӗререн тав турӗç.
Василиса ЧЕРНОВА.
Ульяновск хули.
Сăнӳкерчӗк «Тăван ен» хаçатăн.
Василий Крлыков Хусан тата Тутарстан
митрополичӗпе Кирилпа.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев