Утă уйăхӗн 31-мӗшӗ – Емельян
Халăх календарӗ
Утă уйăхӗн 31-мӗшӗ – Емельян. Çак кун шăрăх-тăк, декабрьте сивӗ пулать. Хурăн çулçисем йывăçăн тăрринчен саралма пуçласан – кӗркунне ир пулать.
• Çурла уйăхӗн 1-мӗшӗ – Макрида. Ку кун çумăр çуни – кӗркунне йӗпе-сапаллă пуласса. Çурла уйăхӗн пӗрремӗш кунӗ типӗ-тӗк – çакăн пек кунсем тата нумай пулаççӗ.
• Çурла уйăхӗн 2-мӗшӗ – Илья. Çак кун çумăр çусан çитес çул тырпул ăнса пулать. Ку кун ӗçлеме юрамасть, уйрăмах хирте. Илья кунӗ тӗлне кун 2 сехете чакнă.
• Çурла уйăхӗн 3-мӗшӗ – Онисим, Семен. Аслати авăтсан кӗр вăраха тăсăлать. Кăткă тӗмисем çинче кăткă нумай – хӗл сивӗ пуласса. Çак кун çуралнă çыннăн талисманӗ – хӗвелçаврăнăш.
• Çурла уйăхӗн 4-мӗшӗ – Мария. Çак кунхи сывлăм ӳсен-тăраншăн сиенлӗ. Ку вăхăтра аслатиллӗ çумăр айӗнче ӗçлеме хушмаççӗ – аçа çапма пултарать.
• Çурла уйăхӗн 5-мӗшӗ – Трофим. Çак кун çуралнă çыннăн хӳтӗлевçӗ-талисманӗ – тополь йывăççи.
• Çурла уйăхӗн 6-мӗшӗ – Борис тата Глеб. Çак кун çанталăк мӗнле, çурла уйăхӗн иккӗмӗш çурринче те çапла пулать. Чарлансем час-час шыв çине анса лараççӗ-тӗк – кӗçех çумăр пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев