Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Утаман тек Хӗрлӗ кӗнекере мар

Тутарстанра вăрман упине çухалас хăрушлăхри сайра тӗл пулакан чӗрчунсен кӗнекинчен кăларнă. Сăлтавӗ — йышӗ ӳссе кайни, кун çинчен ТР Биоресурссен енӗпе патшалăх комитечӗн пресс-службин хыпарӗ çине таянса РБК Татарстан сайт пӗлтерет.

Республикăри вăрмансенче шучӗ ӳснипе утамансене Тутарстанăн Хӗрлӗ кӗнекинчен кăларас шухăша пуçласа пӗлтӗр август уйăхӗнче ТР Биоресурссен енӗпе патшалăх комитечӗн ӳсен-тăранпа чӗрчун тӗнчин сыхлавӗн управленийӗн ертӳçи Ринат Чиспияков пӗлтернӗччӗ.Тутарстанра упасен шучӗ 70-тен иртнине каланăччӗ вăл.

— Чăтлăхлă вăрмансенче шучӗ йышланни çынсемшӗн хăрушлăх кăларнипе хăмăр упасене Тутарстан Республикин Хӗрлӗ кӗнекинчен кăларма сӗнет. Хăрушлăха оперативлă пӗтерме май парать ку, — тенӗ чиновник.

2023 çулта çак сăлтавпах Рыбнослободски районӗнче йӗркеленӗ «Распутье» трофирейдпа Тутарстан кубокне чупу маршручӗн пӗр пайӗ вăрман витӗр, шăпах упа шăтăкӗсем тӗлӗнчен, иртнипе куçарма тивнӗ. Ун чухнех утамансем унта 25-ӗн пулнине асăннăччӗ. ТР Биоресурссен енӗпе патшалăх комитечӗ пӗлтернӗ тăрăх, çак тискер чӗрчунсем Ешӗлвар, Агрыз, Мамадыш, Саба, Рыбно-Слободски районӗсенче пурăнаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество