Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Утарçăсене мӗн хумхантарать паян?

Апас районӗнче утарçăсен ларăвӗ иртнӗ. Утарçăсен сисчӗвленмелли сăлтавӗсем нумай, пуринчен ытла пыл чечекӗллӗ ӳсен-тăран лаптăкне ӳстерме ыйтаççӗ вӗсем.

ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин пыл хурчӗсем ӗрчетессипе тата аквакультура пайӗн ертӳçи Д.Гатауллин, Россельхознадзорăн Тутарстанри управленийӗн патшалăх инспекторӗ Г.Арсланова «Тутарстан утарçисем» пӗрлешӗвӗн председателӗ Р. Гатауллин тата Апас муниципаллă район тата хуçалăх ертӳçисем, утарçăсем, агрономсем хутшăннă ларура, тӗпрен илсен, утарçăсен 2023 çулхи ӗçне пӗтӗмлетнипе пӗрлех 2024 çула çӗнӗ плансем палăртнă. Вӗлле хурчӗ ӗрчетессипе çыхăннă йывăрлăхсем те тимлӗхсӗр юлман.

Тухса калаçакансем ертӳçӗсенчен районта пыллă ӳсен-тăран лаптăкӗсене ӳстерме ыйтнă. Утарсен паспортизацине туса пӗтермеллине те асăрхаттарнă. Утарçăсене хирсене пестицидсем сапассине маларах хыпарламалли ятарлă система çукки хумхантарать. Хуçалăхсен наркăмăшлă хатӗрсемпе усă курнă чух закона пăхăнмаллине те аса илтернӗ вӗсем. Унсăрăн вӗлле хурчӗсене сыхласа хăварма йывăр иккен. Вӗлле хурчӗсен чирӗсенчен профилактика мероприятийӗсем ирттересси, куçса çӳрекен утарçăсем енӗпе агрономсемпе тимлӗ пулассинчен пуçласа районта пыл дегустацийӗн конкурсне йӗркелесси таранах сӳтсе явнă.

Чи пысăк çитӗнӳсем тунă утарçăсене район администрацийӗн пуçлăхӗн Тав çырăвӗсемпе чысланă, тесе пӗлтерет ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин пресс-служби.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество