Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

УЯВ ЭЛКЕЛ РАЙОННЕ КУÇАТЬ

​Элкел районӗнче авалхи Сувар хулашне çӗнӗрен чӗртсе тăратасшăн. Малашне вăл рекреаци туризмӗн зони пулса тăма та пултарать. Çакăн пек хăюллă шухăш тытнă Сиктӗрме-Хусанкай ялӗнче çуралса ӳснӗ Иван Казанков, Марий Эл Республикинчи «Звениговский» совхозăн генеральнăй директорӗ

Çакăн пек шухăшсемпе паллаштарчӗ Иван Иванович çитес çулхи республика Уявӗн вырăнне пăхма кайсан. Вырăнӗ, чăн та, илемлӗ, пӗр енӗпе чавса тунă кӳлӗ, ун хӗррипе çӗнӗ урам тăсăлать. Тепӗр енӗ вӗçӗмсӗр уй, кăнтăр-хӗвел тухăçӗнче çăл комплексӗ. Ăна урăхла калама май çук. Çăл тапса тăракан вырăна тасатса тирпейленӗ, карта тытса плитка сарнă, çăла тăрăласа хупланă, алăпа ăсталанă пӗчӗк архитектура кӳлеписемпе илемлетнӗ. Ун çумӗнче авалхи Сувар хулашӗ.

​ Уяв ыйтăвӗсене сӳтсе яваççӗ.

Уяв вырăнне пăхма нумай çын пуçтарăнчӗ. Çавсен хушшинче ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ Марат Ахметов, Иван Казанков хăй,​ Элкел район пуçлăхӗ Александр Никошин, ТР Культура министерствин «ТР культура сферине инновацисем кӗртессипе, йăла-йӗркесене упраса хăварассипе ресурс центрӗ» патшалăх бюджет учрежденийӗн ертӳçи Алсу Мифтахова, Тутарстан Халăхсен ассамблейин представителӗсем, «Хузангаевский» ЯХПК директорӗ,​ Элкел районӗнчи ЧНКЦ ертӳçи Евгений Чугунов, ЧНКА председателӗн çумӗ Константин Малышев, район Ӗçтăвком ертӳçин социаллă ыйтусемпе çумӗ Дарья Халилова, Кивӗ Хăрата ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Николай Кузнецов, Элмет районӗнчи ЧНКЦ председателӗ, «Звениговский» совхозăн регионсенчи суту-илӳ представителӗ Инна Лисина тата ыттисем хутшăнчӗç.

Çӗнӗ Сувар ӳссе ларӗ

– Ав çав посадка çумӗнче, пиртен 15 çухрăмра, авалхи Сувар хулин вырăнӗ. Эпир çӗнӗ Сувар тăвасшăн халӗ, крепоçсемпе, ытти мӗн кирлипе. Çурт вырăнӗсене тупса палăртрăмăр. Тен, çӗнӗ Сувар малашне туризм центрӗ пулса тăрӗ, – ӗмӗтленет Иван Иванович делегатсене Уяв лапамӗпе паллаштарса.​ Тӗрӗссипе, Казанков пек çынсем пуш ӗмӗтпе пурăнакансем мар. Ӗç çынни пулнă май вӗсем панă сăмаха тытма та, палăртнă ӗçе пурнăçлама та пултараççӗ, вăй-хал çитет. Ун çине пăхатăн та тӗлӗнетӗн, тепӗр çул 80 çул тултаракан çын, анчах энергипе хăш-пӗр çамрăкран та ирттерет. Ял хуçалăх сферинче тӗслӗхлӗ импери​ туса хунă çынран урăххине кӗтместӗн те. Хальхинче те вăл хуçалла йăлт хăй аллине илме хатӗр пулни палăрчӗ. Элкел район пуçлăхне Александр Никошина та ӗнтӗ шанса панă явапа кун пек авторитетлă аслă юлташ çумӗнче пурнăçлама самай çăмăлрах пулӗ.

– Туризм центрӗ тăвас пулсан, паллах, çынсене çӗр каçма, пурăнма вырăн кирлӗ пулать, – малалла калаçрӗ Казанков юлташ.

– Мӗнрен тума шутлатăр? – интересленчӗ Марат Ахметов. Вăл чăннипех авалхи хулана реконструкцилессипе кăсăкланни палăрчӗ, вак-тӗвек таранчченех ыйтса пӗлчӗ. Иван Иванович Сувар чăвашсемшӗн (тутарсемшӗн Пăлхар пулнă пек) хăйне евӗр Мекка пулса тăмаллине каласан уйрăмах хăпартланчӗ.

– Паяна миллион тенкӗлӗх керамблоксем турттарса килтӗмӗр ӗнтӗ, – хуравларӗ Казанков юлташ. – Çуркуннене вӗсене хатӗрлесе çитересшӗн, кăркăссем ӗçлеме пуçланă ӗнтӗ. Сăмах май, Уяв лапамӗнче пӗрремӗш объекта тума та пуçланă. Тӗп президиумăн, вăлах мероприятин официаллă делегачӗсене​ йышăнмалли вырăн та, бетон никӗсӗ хатӗр. Хӗл вăхăтӗнче икӗ хутлă объекта туса пӗтерме палăртнă. Ăна хирӗç тӗп сцена вырнаçӗ, айккисемпе тӗрлӗ темăллă çуртсем тата интерактивлă площадкăсем пулӗç. Хальлӗхе генеральнăй план хатӗр мар-ха. Вăл йӗркелӳ комитетне палăртсан пулӗ.

– Уява, тен, строительство енӗпе йăлт хатӗр пулмасан та çапах планран пăрăнмăпăр, – терӗ Иван Казанков.

Мăнаçланмалли

пур-тăк мӗншӗн кăтартас мар?

Уяв вырăнне çитме çулсене те ăçта вак чул, ăçта асфальт сарса тирпейлесшӗн.

Иван Казанковăн Уявра «Хузангаевский» ЯХПК хăватне кăтартма та тӗллев пур.

– Ан тив пурте курччăр, чăвашсем тутарсем хушшинче мӗн тери вăйлă хуçалăх йӗркеленине. Çӗнӗ комбайнсем кăна унăн (Е.Чугунов çинчен. – Авт.) 51 штук, 50 штук – КА-700.

– Йӗркипе тăратса тухасшăн-и? – интересленет Марат Готович.

– Лартса тухатпăр та курччăр пурте. Мӗн вара? – хавхаланса калаçать Иван Иванович.

– Аксу районӗнче «Вамин» семинар ирттернӗччӗ, Мингазов та мӗнпур техникине кăларса тăратнăччӗ, виçӗ çухрăма тăсăлчӗ çав​ колонна, халăха тӗлӗнтерчӗç çавăн чухне, – калаçăва тăсать Марат Готович. ​

– Вăт эпир те пуçтарăннă халăха техникăпа та, хуçалăхăн комплексӗпе те паллаштарма шутлатпăр. Юрланипе-ташланипе кăна иртмӗ Уяв, – терӗ Казанков юлташ.

Хуçалăхăн орловски ăрачӗллӗ лашасем пулнине шута илсе Уявра лаша чупăвне ирттерме шухăш пуррине те пӗлтерчӗ вăл.

Кӳршӗсен опычӗ те кирлӗ

Уяв – 2022 концепцийӗпе Инна Лисина кӗскен паллаштарчӗ. Ку ӗçе вăл Иван Казанков сӗннипе хăй çине илнӗ. Инна Ивановна пӗлтернӗ тăрăх, çитес çулхи Уявра нумай çӗннине кӗртесшӗн. Мероприятин лапамӗ авалхи хулаш çумӗнче вырнаçни хăйех ун концепцине Аслă Пăлхар тапхăрӗнчи чăвашсен пурнăçне кӗртме хистет. Ку енӗпе историлле реконструкци клубӗсенчен те пулăшу ыйтма шухăш пур вӗсен. Паллах, халӗ сире мӗнпур вăрттăнлăха уçса памăпăр. Анчах Элкелри Уяв Аксурипе Нурлатринчен пач раснарах пуласси сисӗнет.

Çавах та Александр Никошин хатӗрленӳ ӗçӗсенче нурлатсемпе аксусен пуян опытне шута илме палăртнине пӗлтерчӗ.

– Нурлатсем те, аксусем те ку таранччен республика Уявне çӳллӗ шайра йӗркелесе пычӗç. Пирӗн те çак шайран чакмалла мар. Çавăнпа вӗсен опычӗ пире питӗ кирлӗ пулать, – çапларах пулчӗ​ район пуçлăхӗн шухăшӗ.

Марат Ахметов хăй енчен чи малтан Уявăн концепцийӗпе, строительство енӗпе, административлă ӗçӗсемпе йӗркелӳ комитечӗпе ӗç ушкăнӗсем пулмаллине каларӗ. Унтан мероприятин календарь планӗпе çул карттине тумалла. Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗн шухăшӗпе çакна тумасан ӗç вырăнтан хускалмӗ.

Петӗр Хусанкайсăр мар

Уявăн лапамӗпе паллашнă хыççăн делегатсен ушкăнӗ Сиктӗрме-Хусанкай ялӗнчи Культура çуртне пуçтарăнчӗ. Аса илтеретпӗр, кунта​ çак ялта çуралса ӳснӗ Чăваш халăх поэчӗн Петӗр Хусанкайăн музейӗ​ вырнаçнă. Сăмах май, 2022 çулта поэтăн 115 çулхи юбилейне палăртатпăр. Çавăнпа хам енчен Уяв программине Петӗр Хусанкайăн юбилейӗпе çыхăннă мероприятине кӗртсе хăварма сӗнтӗм.

Дарья Халилова сăмахӗпе, районта Уява хатӗрленме пуçланă та ӗнтӗ. Ку енӗпе культура уйрăмӗ чăваш ялӗсенчен уявпа çыхăннă фольклор материалӗсене пухать, халăх юрри-ташшине вӗренме репетицисем пуçланнă.

– Элкел чăвашсем йышлă пурăнакан район шутланать. Кашни çул ялсенче Акатуйсем, ял уявӗсем, район шайӗнче «Чăваш пики» конкурс, Çăварни тата ытти праçниксем йӗркелетпӗр. Çитес çул та вӗсем пулаççӗ, – кӗске отчет турӗ Ӗçтăвком ертӳçин çумӗ.

Константин Малышев Тутарстан районӗсенчен тата кӳршӗллӗ регионсенчен килекен ансамбльсене йышăнма ятарлă вырăн кирлине палăртрӗ. Инçе çул хыççăн вӗсене канма та, хывăнса-тăхăнма та вырăн кирлӗ. ​

Иван Казанков чăваш халăхӗн авалхи историйӗ çинче пусăм туса тепӗр хут Сиктӗрме-Хусанкайри Уявра вӗсем пулмаллине çирӗплетрӗ.

Инна Лисина халăх ремеслипе çыхăннă çуртсене малашне ачасен вӗрентӗвӗнче интерактивлă площадка пек усă курма пултарнине палăртрӗ.

– Сувар крепоçӗ те ахаль лармалла мар,​ вăл хăй пуррине тӳрре кăларса ӗçлесе илмелле – туризм центрӗ пек. Çынсем ют çӗршыва çӳриччен кунта канма килччӗр. Кӳлӗ те пур, пулă ӗрчетме пулать, мастерскойсем пулаççӗ, – шутласа тухрӗ Инна Ивановна.

Плансем, чăн та, аван. Инвестор пулсан пурне те пурнăçа кӗртме пулать. Казанков юлташ чылай тăкака хăй çине илме хатӗррине пӗлтерчӗ.

Ирина ТРИФОНОВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Сăнӳкерчӗкре: И.И.Казанков, М.Г.Ахметов тата А.Ф.Никошин 2022 çулхи

Сулахайран сылтăмалла: Е.Чугунов,  И.Казанков, А.Никошин, М.Ахметов.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев