Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вакцинаци, QR-код, изоляци...

Октябрӗн 11-мӗшӗнчен, Тутарстанра коронавирус лару-тăрăвӗпе çыхăннă чарусем вăя кӗчӗç. Мӗнле чарусем-ха вӗсем? Мӗн улшăнчӗ пирӗн пурнăçра çак эрнерен? Кӗскен паллаштаратпăр.

Ятарлă кодсăр кӗртмеççӗ
Халӗ QR-кодсăр нумай вырăна кӗме çук. Вăл çын коронавирусран вакцина тутарнине е юлашки çур çулта çак чирпе чирлесе ирттернине ӗнентерекен япала.
Театрсене, кинона, цирка, стадионсене, аренăсене тата концерт залӗсене çынсене пӗтӗмӗшле вырăнăн çурри чухлӗ кăна кӗртме юрать. Çав вăхăтрах пӗр залра 500 çынран ытла пулмалла мар. Залсене 70 процент чухлӗ тултарма çакăн пек условисем пулсан ирӗк параççӗ: пӗтӗм сотрудниксемпе куракансен QR-код е вакцина тума юраманни пирки справка пулсан. Йӗркелӳçӗсен мероприятие ирттересси пирки Тутарстанăн оперативлă штабне 7 кун маларах пӗлтермелле.
Спортпа тата канупа çыхăннă мероприятисене те çав условисене пăхăнсах ирттермелле, анчах та оперштаба 30 кун маларах систермелле.
Хăна çурчӗсемпе хостелсене 50 процент чухлӗ кăна тултарма юрать. Енчен те унта ӗçлекенсем пурте вакцина тутарнă е вӗсен прививка тума юраманни пирки справка пулсан, пӗтӗм номерсене çынсене вырнаçтарма юрать.
Апат-çимӗçпе çыхăнман таварсем сутакан 400 тăваткал метртан та ытларах лаптăклă лавккасене, суту-илӳ çурчӗсене, çавăн пекех кафене, бара, ресторана, фитнес-центра, бассейна, аквапарка QR-кодпа кăна кӗртеççӗ.
65 çултан аслă, вакцина тутарман е юлашки çур çулта коронавируспа чирлемен çынсемшӗн обязательнăй изоляци режимӗ пуçланчӗ. Вӗсен килтен çак сăлтавсемпе кăна тухма юрать:
васкавлă медицина пулăшăвӗ кирлӗ пулсан;
вакцинаци тăвакан пункта çитме;
пурăнакан вырăнтан инçе мар лавккана кайса килме е пӗр-пӗр услуга илме;
уçăлма е килти чӗрчунсене уçăлтарма илсе тухма, анчах та хăй пурăнакан çуртран 100 метртан аяккарах кайма юрамасть;
çӳп-çап пăрахма тухма.
Енчен те вӗсем ӗçлеççӗ-тӗк, ӗçпе тивӗçтерекенӗн вӗсене килте ӗçлеттермелле.
Обязательнăй вакцинаци
Чарусем вăя кӗнӗ кунах республикăн тӗп санитари врачӗ М.А.Патяшина Тутарстанра пурăнакансемшӗн обязательнăй вакцинаци пуçланнине те пӗлтерчӗ. Çапла тума коронавируспа çыхăннă кунран кун йывăрланса пыракан лару-тăру хистенӗ-мӗн влаçсене. Роспотребнадзор пуçлăхӗ каланă тăрăх, сентябрь пуçланнăранпа Тутарстанра ковидпа чирлекенсен шучӗ 2,2 хут ӳснӗ. Кăçалхи сентябрь уйăхӗнче республикăра 1595 çын чирленине регистрациленӗ, пӗлтӗр çак тапхăрта 721 çынна вирус ернӗ пулнă.
Августрипе танлаштарсан ковидпа чирлесси преподавательсен хушшинче 38,5, служащисен хушшинче 19,9, пенсионерсен хушшинче 11,6 процент таран ӳснӗ. Августра 282 ӗç коллективӗнче чирлекенсен шучӗ йышлă пулнине палăртнă-тăк, сентябрьте – 312 коллективра. Уйрăмах ӗçлекенсем тата 60-тан иртнӗ çынсем нумайăн чирлеççӗ. Шел пулин те, вилекенсен шучӗ те ӳснӗ. Лару-тăрăва шута илсе обязательнăй вакцинаци пуçлама йышăннă та.

Камсен тумаллах?
Акă камсен:
60 çулти тата унтан аслăрах çынсен;
медицина тата санитарипе сиплев организацийӗсенче ӗçлекенсен;
вӗрентӳпе хушма вӗрентӳ организацийӗсен ӗçченӗсен;
социаллă тивӗçтерӳпе социаллă хӳтлӗх учрежденийӗсенче ӗçлекенсен;
социаллă тивӗçтерӳ организацийӗсенче пурăнакансен;
транспорт тата транспорт инфраструктурин, энергетика, промышленность предприятийӗсенче, строительствăпа проектировани, ял хуçалăхӗпе тирпейлекен промышленность организацийӗсенче ӗçлекенсен;
йӗрке сыхлавӗн, патшалăхăн контроль органӗсенче, патшалăх чиккин пропуск пункчӗсенче, суд органӗсенче ӗçлекенсен;
вахтăллă мелпе ӗçлекенсен, волонтерсен;
çар çыннисен, çар хӗсметне кайма тивӗçлӗ çынсен;
тӗрлӗ услуга паракансен: суту-илӳре, илем салонӗсенче, парикмахерскисенче, косметика, СПА-салонсенче, массаж салонӗнче, солярире, мунчара, физкультурăпа сиплев комплексӗсенче, фитнес-клубсенче, бассейнсенче, прачечнăйсенче, химчисткăсенче, ательепе çакăн йышши ытти услугăсем паракан учрежденисенче, обществăлла апатланура, финанс организацийӗсенче, почтăра, пассажирсене, багаж тата йывăр тиевсем турттаракан, патшалăх тата муниципаллă услугăсем паракан нумай функциллӗ центрсенче, страховани, ӗçлӗх службисенче, сотовăй çыхăну, ÇКХпа энергетика, культурăпа кану, курав мероприятийӗсене ирттерекен, музей, театр, кинотеатр, концерт, курав залӗсенче, библиотекăсенче, культурăпа кану паркӗсенче, çул çитмен ачасен канăвӗпе сиплевне йӗркелекен, физкультурăпа спорт мероприятийӗсене ирттерекен, юридиципе типографи услугисем паракан, хăна çурчӗсенче, туристсемпе ӗçлекен, информаци услугисем паракан, аптекăсемпе ветеринари организацийӗсенче, клининг компанийӗсенче тăрăшакан, дезинфекци, дезинсекци тăвакан, ритуал услугисемпе тивӗçтерекен, автомобильсене юсакан, сыхлакан предприятисенче ӗçлекен, курьер услугисемпе тивӗçтерекен, патшалăхăн граждан тата муниципаллă служащийӗсем, профессиллӗ вӗрентӳ организацийӗсенче е аслă шкулсенче вӗренекен 18 çултан аслă студентсем (енчен те вӗсем хăйсем вӗренекен организацин тулашне практика иртме çӳреççӗ пулсан).

Прививка тума мӗн чухлӗ вăхăт парăнать?
Вакцинаци тума тивӗçлӗ çынсен списокне лекнисен вакцинăн пӗрремӗш компонентне ноябрӗн 9-мӗшӗччен, иккӗмӗшне декабрӗн 6-мӗшӗччен тутармалла. Унсăрăн прививка туманнисене çав кунсем çитсен ӗçе кӗртме пăрахаççӗ. Ӗç коллективӗсенче 80 процентран кая мар вакцинаци тутарнисем пулмалла, медотвод пуррисем вăл шута кӗмеççӗ.

Ватăсене кам пулăшать?
ТР Сывлăх сыхлав министерстви 60 çултан аслăрах çынсене киле килсех вакцинаци тăвассине йӗркелет. Ковидпа çыхăннă çӗнӗ чарусемпе килӗшӳллӗн, 65-рен аслăраххисен нушасăр килтен тухса çӳреме юрамасть. Прививка тунă е юлашки ултă уйăхра ковидпа чирлесе ирттернӗ, анчах тӗрлӗ сăлтава пула QR-код мӗнле илмеллине пӗлмен ватăсене волонтерсем пулăшӗç. QR-код пур ватăсем прививка туманнисемшӗн хупă пӗтӗм вырăна çӳреме пултараççӗ.

Ачасене прививка тумалла-и?
Ачасем ковидран обязательнăй прививка тумалли çынсен списокне кӗмеççӗ. Çавăнпа та вӗсене ăçта-тăр кӗме нимле QR-код та кирлӗ мар. Ачасем суту-илӳ центрӗсене те, бассейна та, кафене те, спорт секцийӗсене те, ытти çӗре те ирӗклӗнех çӳреме пултараççӗ.

Ачана кăкăр ӗмӗртекен хӗрарăмсен мӗн тумалла?
Ачана кăкăр ӗмӗртекен хӗрарăмсен вакцина тума юрамасть. Унăн хăйӗн врачӗнчен çакăн пирки справка илмелле.
Хӗрарăм йывăр çын пулни вара медотвод илмелли сăлтав мар тесе ăнлантараççӗ Роспотребнадзорта. Ача кӗтекен хӗрарăмсен 22-мӗш эрнерен коронавирусран прививка тутарма юрать.

Студентсенчен камăн вакцина тутармалла?
Енчен те студентăн хăй вӗренекен вӗрентӳ учрежденийӗнчен урăх çӗре практика иртме тухса çӳреме тивет-тӗк, унăн прививка тутармаллах. Тӗслӗхрен, медицина аслă шкулӗсемпе колледжӗсенче вӗренекенсен.

Чирлесе ирттернисен прививка тутармалла-и?
Чирлесе ирттернӗ çынсене QR-код парăнать. Вăл 6 уйăх юрăхлă. Çур çул иртсен вара чирлесе ирттернисен те прививка тутармалла.
Мӗнле штрафсем кӗтеççӗ?
Обязательнăй вакцинаци пирки калакан 7 № Постановлени çине октябрӗн 11-мӗшӗнче патшалăхăн Тутарстан Республикинчи тӗп санитари врачӗ М.А.Патяшина алă пуснă. Ку Постановлени еплерех пурнăçланнине Роспотребнадзор тӗрӗслесе тăрӗ. Асăннă ведомство ӗçченӗсем хуть хăш вăхăтра хуть хăш коллектива, вырăна килсе тӗрӗслеме пултараççӗ. Чарусене пăхăнманнисене РФ Административлă право нормисене пăснин кодексӗн 6.3-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе явап тыттараççӗ: уйрăм предпринимательсене – 50 пинрен 150 пин тенкӗ таран, учрежденисемпе организацисене – 200 пинрен 500 пин тенкӗ таран штраф параççӗ.

Прививка тутарманнисене мӗн кӗтет?
«Çын вакцина тутарас темест-тӗк, унăн законпа килӗшӳллӗн кун пек ирӗк пур. Анчах та вăл обязательнăй вакцинаци тутарма тивӗç коллективра ӗçлет-тӗк, унăн ӗç вырăнне çӳреме ирӗк çук», – терӗ Марина Патяшина кун пирки «Татар-информ» информаци агентствинче иртнӗ пресс-конференцире.

Обязательнăй вакцинацирен мӗн кӗтетпӗр?
Республикăра пурăнакансенчен пысăк пайӗ прививка тутарсан, чарусене çирӗп пăхăнсан пӗр-пӗринпе антителаллă çынсем кăна тăтăш хутшăнаççӗ. Çакă чирлекенсен шутне чакармалла. Тӗп санитари врачӗн сăмахӗсемпе, икӗ эрнерен лару-тăрăва хакласан пирвайхи пӗтӗмлетӳсем тума пулать. Анчах та халь кашни çул çанталăк сивӗтме тытăнсан пуçланакан инфекци чирӗсен вăхăчӗ пулнăран тӳрех чирлекенсен шучӗ чакасси иккӗленӳллӗ. Унчченхи çулсенчине пăхсан, ерекен чирпе чирлесси март-апрель уйăхӗчченех пысăк шайра пулма пултарать.
Хаклă вулаканăмăрсем! Хамăрăн сывлăх хамăртан килет. Питӗ асăрхануллă пулăр, хăвăра упрăр. Вакцинаци тутарма юраман сăлтавсем çук-тăк, прививка тутарма тăрăшăр. Коронавируспа чирленисене сыватакан больницăсенче ӗçлекен тухтăрсем вакцина тутарманнисем чире питӗ йывăр ирттерни пирки калаççӗ. Çак вирусран вилекенсен шучӗ юлашки уйăхсенче ӳссе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Çавăнпа та вакцинаци тутарасси пирки тӗплӗн шухăшласа пăхăр, пурнăç пӗрре кăна.

«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: вакцинация коронавирус