Вакцинаци тумасан штраф тӳлеттереççӗ?
«Çынсене ирӗксӗрлесе коронавирусран вакцинаци тума тытăнӗç», «Вакцинаци тумасан ӗçрен кăларма пултараççӗ», «Вакцинаци тумалла мар, ăна этемлӗх шутне чакарма шутласа тупнă», – çак тата ытти сас-хура çӳрет çынсен хушшинче, социаллă сетьсенче. Чăн та, ку ыйтăва тӳрех татса пама çук. Паллах, вăл граждан обществине хăратать. Халӗ хуть мӗнле информаци те иккӗленӳллӗ шухăш çуратать. Кама шанмалла? Власть лăплантарать, халăх пурпӗрех хумханать.
Административлă право йӗркисене пăсни çинчен кодексăн (КоАП) çӗнӗ проектӗнче вакцинаци тума килӗшменнисене 7 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттерессипе çыхăннă норма та пур. Тутарстанран Патшалăх Думине суйланнă Борис Менделевич депутат шучӗпе, ку тӗрӗс мар йышăну. Медицина наукисен докторӗн шучӗпе Кодекс медицинăпа çыхăннă ыйтусене пăхса тухаймасть. Пӗр енчен, вакцинаци тума сывлăхпа çыхăннă чарусем пулма пултараççӗ. Тепӗр енчен, медицина ӗçченӗсен яваплăх хушăнать. Вакцинаци тутарас теменнисем медучрежденисене суда пама тытăнӗç. Ку лару-тăрура пач кутăнла пулса тухӗ. Медицина ӗçченӗсем хăйсене хӳтӗлесе граждансене вакцинаци тума юраман сăлтавсем тупса пама тытăнӗç. Виççӗмӗшӗнчен, вакцинаци вăл – право, вăйпа тутармалли япала мар. Ку ыйтăва тухтăрсемпе педиаторсен татса памалла. Вӗсем кăна кама вакцинаци тума юранипе юраманнине калама пултараççӗ.
М.Тимашева сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев