Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Валентина ВАФИНА: «МАНА ÇЫНСЕМПЕ ӖÇЛЕМЕ КИЛӖШЕТ»

Вăтам Хăмăшлăра «Сувар» журналисчӗсене ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Валентина Вафина кӗтсе илчӗ. Хаçатçăсемпе пӗрремӗш минутранах пӗр чӗлхе тупнинчен тӗлӗнмелли çук.  Валентина Петровна ӗç карьерине журналистикăра пуçланă. 2003 çултан тытăнса 2019 çулхи апрель уйăхӗччен вăл Нурлатра тухса тăракан «Туслăх» хаçатра ӗçленӗ, оператортан пуçласа тӗп редактор çумӗ таранччен ӳснӗ. Çак хушăра профессилле ăсталăхне тӗрлӗ курссенче туптанă.

2019 – 2020 çулсенче Пенси фончӗн Нурлатри уйрăмӗнче, çур уйăха яхăн районти вӗрентӳ уйрăмӗнче ӗçленӗ. 2020 çулхи декабрӗн 1-мӗшӗнчен вара ăна Вăтам Хăмăшлă ял хутлăхне ертсе пыма шаннă.  

Валентина Вафинăшăн тӗп вырăнта – ял çыннисен шанăçне тӳрре кăларасси. Ӗçӗ çăмăллисенчен мар. Проблемăсем çителӗклӗ. Ялăн пуласлăхӗ пултăр тесен вырăнти социаллă-экономика лару-тăрăвӗ тӗреклӗ пулмалла. Ӗç вырăнӗсем кирлӗ, пур инфраструктурăна та юхăнтармалла мар. Ял çамрăксемшӗн илӗртӳллӗ пултăр тесен тирпей-илемпе те нумай ӗçлемелле. Пуçлăх вырăнӗнче кӗске хушă ӗçлесен те çитӗнӳсем пур.  Вăтам Хăмăшлăри вырăнти хăйтытăмлăх органӗсен эффективлă ӗçне палăртса район пуçлăхӗн Алмаз Ахметшинăн йышăнăвӗпе вӗсене район рейтингӗнчи 2-мӗш вырăншăн 100 пин тенкӗлӗх сертификат парнеленӗ.
– Ку укçапа эпир трактор валли юр тасатмалли ятарлă насадка туянасшăн. Укçи çитмест те ӗнтӗ, вăл 400 пин тенкӗ тăрать. Ыттине урăх çăлкуçсенчен тупма тивет.
Ял хутлăхӗнчи чылай задачăна пурнăçлама юлашки вăхăтра граждансенчен сулăм укçи пуçтарни пулăшса пырать. Валентина Петровна пӗлтернӗ тăрăх, кăçал çак программăна 90 процент таран пурнăçласа ял хутлăхӗн бюджетне патшалăхран парăнакан укçа-тенкӗпе пӗрле 3 миллион тенкӗ кӗнӗ. Çемьери пӗр çын пуçне 1000 тенкӗ пуçтараççӗ кунта.
– Çак укçапа çулсене тата шыв башнине юсама усă курасшăн. Шыв тата çул – пирӗн тӗп ыйтусем. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсене халалланă палăка та тирпее кӗртмелле. Ăна пурнăçлама патшалăх бюджетӗнчен пулăшу пулать. Халӗ вăрçăра пуç хунисемпе Çӗнтерӳпе таврăннисен списокӗпе ӗç пырать. Ял клубӗ те кивелнӗ, аварилле лару-тăрура. Халӗ унăн тӗпрен юсавӗпе мӗнле йышăну тăвассине кӗтсе тăратпăр, – тет  Валентина Петровна.
Ял хутлăхне кӗрекен пӗчӗк ялсенче сулăм укçине 100 проценчӗпех пуçтарнă. Апла пулсан çынсем программăн уссине кураççӗ, ăнланаççӗ. Чиешни ку енӗпе пӗрремӗш вырăнта.
Лайăх кăтартусен шутне ял хутлăхӗн пуçлăхӗ вакцинацие кӗртрӗ. Вăтамхăмăшлăсем ку енӗпе районта пӗрремӗш вырăн йышăнаççӗ. Вакцинаци тутарма кунне 3-6 çынран сахал мар килет. Аслă çултисен хушшинче кăтарту 27 процентпа танлашнă.
– Чи малтан хам прививка тутартăм. Унтан ман пата кӗтӗвӗпе асанне-кукамайсем çӳреме пуçларӗç. Пăхкалаççӗ, эп чӗрӗ-сывă пулнипе интересленеççӗ. Унтан харăсах тенӗ пек 40 карчăк вакцина тутарчӗ.
– «Пире физраствор кăна тутарчӗç пулӗ, пирӗн çине хаклă вакцина тăкакламаççӗ пулӗ», – шӳтлерӗç вӗсем вакцинăна çăмăллăн ирттернине кура, – каласа парать Валентина Петровна.
– Ял хутлăхне ертсе пыма хӗрарăма йывăр мар-и? Çемье валли вăхăт юлать-и? – ыйтрăм унран.
– Çитет, – кулса илчӗ вăл.
Сăмах май, Валентина Петровна икӗ ача амăшӗ. Асли шкулта вӗренет, кӗçӗнни 5 çулта кăна-ха, ача садне çӳрет. Çемьепе ӗç хушшинче суйлав тумасть пултаруллă та чипер хӗрарăм, пур çӗре те ӗлкӗрет.
– Ӗç интереслӗ, ялан çын хушшинче. Декабрь уйăхӗнче ӗçлеме пуçларăм та пӗрремӗш задача çулсене юртан тасатасси пулчӗ. Кашни сезон çӗнӗ задачăсем кăларса лартать. Каларăм ӗнтӗ, сулăм укçи пуçтарса пӗтерни çинчен. Халӗ подрядчиксемпе килӗшӳ тăвас ӗç пырать. Кӗркуннеччен çул ыйтăвне татса памаллах, – тет ял хутлăхӗн пуçлăхӗ. Ун сăмахӗсемпе Вăтам Хăмăшлăра 400 метра яхăн çула вак чул сарса тикӗслемелле, тепӗр ялта 180 метра яхăн çул тумалла. Çак ӗçсене тума пурӗ 2 миллион тенкӗ укçа каять.
Ял хуçалăх аталанăвӗ пирки калас пулсан вăл та вырăнта тăмасть.
– Пӗр вăхăт ял хутлăхӗ йывăр вăхăтсем тӳссе ирттерчӗ, пысăк ял хуçалăх производителӗ панкрута тухнă хыççăн нумайăшӗ хулана пурăнма куçрӗ. Ӗç кирлӗ вӗт. Çав вăхăтрах харпăр ӗç пуçаракансем те тупăнчӗç. Çавсен хушшинче Ильнисем, Петровсем тата ыттисем. Кăçал икӗ хресченпе фермер хуçалăхӗ уçăлмалла, – пӗлтерчӗ Валентина Вафина. Ял хутлăхӗн пуçлăхӗ вӗсем ытти ял çыннисемшӗн ырă тӗслӗх пуласса шанать. Мӗн тесен те яла пӗтме памалла мар. Ялсем çӗр çинчен çухалсан хуласене те йывăра килӗ.

Ирина ТРИФОНОВА.

К.Малышев сăнӳкерчӗкӗнче: Валентина Вафина.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев