Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вăрăмтунапа сăвăс çӗнӗ вируссем сарасса кӗтмелле

Вăрăмтуна — 50, сăвăс 14 çӗнӗ вирус сарнине пӗлтернӗ Роспотребнадзор ертӳçи Анна Попова РФ Премьер-министрӗпе Михаил Мишустинпа çак кунсенче иртнӗ ларура. Вăл хăйсен ведомстви инфекцисене хирӗç «Санитари щичӗ» система çӗршыври вируссене мӗнле тӗпченипе паллаштарнине хыпарлать РБК Татарстан.

«Паянхи кун тӗлне вăрăмтуна — 47, сăвăс 14 çӗнӗ вирус сарни паллă. Эпир сиен кӳрекен мӗнпур япалана курма хатӗрленетпӗр», — тенӗ вăл. Ун сăмахӗсемпе, патогенсен наци каталогне çулталăк вӗçлениччен тепӗр 40 пин штамм хушăнать. Çапла майпа Америкăн çакăн йышши коллекцийӗнчен иртсе кайма та пултаратпăр. 

— Çӗршыв территорийӗнче палăрнă кашни инфекци чирӗ пирки эпир темиçе минутранах пӗлетпӗр. Лару-тăрăва çийӗнчех тишкерсе тивӗçлӗ йышăнусем тума май парать ку,  — тенӗ вăл «Санитари щичӗ» системăн ӗçӗпе паллаштарнă май.

Паянхи кун тӗлне Раççейре юн ӗмекен 100 ытла тӗрлӗ кăпшанкă пурăнать. Вӗсем çӗпӗр язвине, тӗрлӗ сивчӗре сарма пултараççӗ. Кăçал кăна Раççейре сăвăс ларнипе пурӗ 3,9 пин çын тухтăр патне пулăшу ыйтса килнӗ. Телее, вӗсенчен пӗри те боррелиоз, энцефалит вирусӗпе чирлени палăрман. Энцефалит вирусӗнчен кăçал 1,4 миллион çын прививка тутарнă. Тепӗр 3,8 миллион çынна вакцинаци тума хатӗрленеççӗ. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество