Сувар

ВĂРМАН ЛАРТНИ ÇУХАТĂВА ХУПЛАЙМАСТЬ-ХА

Бензопăчкăсемпе усă курма ирӗк пани закона пăсса йывăç касасси патне илсе çитересрен хăраççӗ

Тутарстанра апрелӗн 26-мӗшӗнче пушара хирӗç режим пуçланать. Çак кунран типӗ курăкпа çӳп-çапа çунтарма, вăрманпа çывăх ял-хула хӗрринче кăвайт чӗртсе апат пӗçерме, шашлык ăшалама юрамасть. Кун пирки эрне пуçламăшӗнче ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ брифингра вăрман хуçалăхӗн министрӗ Равиль Кузюров хытарсах каларӗ.

Тӗрӗссипе пушар хăрушлăхӗн тапхăрӗ апрелӗн 15-мӗшӗнчех пуçланнă. Регионти лару-тăрăва авиаципе уçлăх пулăшăвӗпе тата çӗр çинчен те тӗрӗслесех тăраççӗ. «Лесопожарный центр» патшалăх бюджет учрежденийӗ те талăкӗпех ӗçлет. Паянхи куна вăрманпа чикӗллӗ лаптăксенче пурӗ 402 термаллă вырăн палăртнă. Ӗçе оперативлă тăвас тӗллевпе Вăрман хуçалăхӗн министерстви «Авиатор» вӗрентӳ цент­рӗпе килӗшӳ тунă. Унсăр пуçне пушар тухнине  квадрокоптерсемпе тӗрӗслесе тăраççӗ.
– Эпир квадрокоптерсем туян­са ятарлă специалистсем хатӗрлерӗмӗр. Сăмахран, лесник ӗçе килет те компьютерне çутса вăрман фончӗн сайтне кӗрет. Тӗслӗхрен, Арск районне илер, унта 5 лесник ӗçлет. Кашни хăй участокне аван пӗлет, ун чиккисене. Компьютера кӗрсе вӗсем вăрманта юлашки талăкра мӗнле улшăну пулнине тӳрех кураççӗ. Ăçта закона пăсса йывăç каснă, ăçта хирти курăк çуннипе вăрманта пушар тухас хăрушлăх ӳснӗ. Ку кирлӗ мерăсене оперативлă тума пулăшать, – терӗ министр.
  Кун йышши система çӗршывӗпех ӗçлет. Регионсен чиккинчи вăрманта пушар хăрушлăхне чакарас тӗллевпе министерство кӳршӗллӗ мӗнпур регионпа килӗшӳ çирӗплетнӗ. Вут  тухас пулсан пӗрлехи вăйпа ăна сӳнтерме çăмăлрах. Пушар хăрушсăрлăхӗн сыхлăхӗнче паян 718 çын ӗçлет. Кирлӗ техникăн шучӗ 362 штук. Пӗтӗмпе респуб­ликăра пушар хăрушсăрлăхӗн службинче II типлă 20 станци, III типлă 5 станци шутланать, тепӗр 14-шӗнче кирлӗ инвентарь упранать.
Вăрмана вут хыпса илесрен 2395,2 километр тăршшӗ минерализациленӗ çӗнӗ йăрăмсем тума палăртнă. Граждансен тимлӗхне тӗлӗрме парас мар тесе вăрмана кӗнӗ çӗрте пушар хăрушсăрлăхӗпе çыхăннă информаци стенчӗсене лартаççӗ. Паллах, штраф тӳлеттересси çинчен те манмалла мар. Ахаль çыннăн  йӗркене пăснăшăн 5 пин, должноçрин 40 пин, предприятисемпе организацисен 500 пин тенкӗ таран тӳлеме тивет.

Кашлатăр вăрман

2019 çултан пуçласа вăрман лартас ӗçсем «Экологи» нац­проекта кӗрекен «Вăрмана упрар» федераллă проектпа килӗшӳллӗн пурнăçланса пыраççӗ. Унăн тӗп тӗллевӗ – 2024 çулччен каснă е çунса кӗлленнӗ вăрмана 100 процент таран çӗнӗрен чӗртесси. 2021 çул тӗлне каснипе е çуннипе пӗтнӗ вăрманпа йывăç лартнă шайлашу 77,7 процентпа танлашнă. Урăхла каласан, хальлӗхе вăрман лартни çухатăва хупласа пыраймасть-ха. Кăçал Тутарстанра 3855 гектар лаптăкра вăрман лартма палăртнă. Чи малтан ку ӗçе Нурлат, Лениногорск, Мамадыш, Саба, Çарăмсан райо­нӗсенче пуçланă. Унсăр пуçне ял хуçалăх кирлӗлӗхӗшӗн усă куракан хирсенче те йывăç лартма палăртнă. Çакна та шута илсен вăрман лартмалли лаптăк 7253 гектарпа танлашать. Йывăç тӗпӗсене пӗлтӗрех хатӗрлесе хунă, пурӗ 37,4 миллион тӗп. Çавсен шутне лăсăллă, çулçăллă тата тӗмсем кӗреççӗ.
Унсăр пуçне ку сезонра вăрман культурисене агротехника енӗпе пăхса тăрас ӗçе те кӗртнӗ. Ку ӗçе 14452 гектар лаптăк­ра туса ирттерме планланă. Тата 20 гектара яхăн питомник­ра вăрлăх акма тӗллев пур.    
Министрпа тӗл пулсан журналистсем кашнинче йăваннă йывăç шăпипе (валежник) интересленеççӗ. Халӗ те унсăр иртмерӗ. Ӗлӗк ăна çынсем пуçтарсах тăнипе вăрманта тирпей пулнă. Йăваннă йывăçа пуçтарма чарсан вăрман кӗрейми чăтлăха çаврăнма тытăнчӗ. Паллах, пушар хăрушлăхӗ те капла ӳсет. 2018 çулти апрелӗн 3-мӗшӗнче РФ Вăрман кодексӗн 32, 33-мӗш статйисене тӳрлетӳсем кӗртнӗ хыççăн граждансене пуçтарма каллех ирӗк пачӗç, анчах бензопăчкăсемпе усă курмасăр. Нумай пулмасть ЛДПР партирен Патшалăх Думине суйланнă депутатсем каллех закона тӳрлетӳсем кӗртме сӗннӗ. Унпа килӗшӳллӗн, çынсене йăваннă йывăçсене пуçтарма пăчкăпа тата пуртăпа усă курма чармалла мар.
– Типнӗ йывăç-курăка çара алăпа пуçтарма çук, паллах. Закона тӳрлетӳсем кӗртме ыйтнине ăнланмалла, – хăй шухăшне пӗлтерсе каларӗ министр. – Закона улшăнусем кӗртес пулсан регион енчен тӳрлетӳсем пулаççех. Бензопăчкăсемпе усă курма ирӗк пани закона пăсса йывăç касасси патне илсе çитерме те пултарать. Кунта çав тери черчен самант пур.
Малалла сăмах вăрман отраслӗнчи кадрсем çине куçрӗ. Çак ыйту маларах питӗ çивӗч тăнă. Республика бюджетӗнчен хушса тӳлеме тытăнсан Тутарстанри лесниксен шалăвӗ 2020 çулта 55 процента ӳснӗ, кăçал 74 процент таран ӳсмелле. Равиль Кузюров сăмахӗсемпе, хальхи вăхăтра вăрман хуçалăхӗпе пушар станцийӗ­сенче кадрсен çитменлӗхӗ çук. Вакансисем вăхăтлăха уçăлни специалистсем пенсие тухнипе, урăх çӗре пурăнма куçнипе е урăх сăлтавпа кăна çыхăннă. Пӗтӗмпе республикăри 31 вăрман хуçалăхӗнче 3 пине яхăн çын ӗçлет.
Юлашкинчен министр майăн 8-мӗшӗнче Аслă Çӗнтерӗвӗн 76 çуллăхне халалласа «Астăвăм сачӗ» халăхсен хушшинчи акци иртнине асăнчӗ. Çак кун рес­пуб­ликăра Тутарстанран фронта кайса килӗсене таврăнман 350 пин салтака халалласа 350 пин тӗп йывăç лартма палăртнă.

Ирина ТРИФОНОВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: