Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ВĂТĂР ЮМАН КИРЕМЕТӖН СĂВАПЛĂ ВЫРĂНӖ

Чиркӳ картишне кӗрсенех чунра çутă-çутă пулса каять

67 847 тăваткал километр йышăнакан Тутарстанăн туристсене кăтартмалли вырăнӗсем нумай. Çарăмсан районӗнчи Вăтăр Юман Киремет ялӗнчи Турă Амăшӗн Хусан Турăшӗн чиркӗвӗ хăй кăна мӗне тăрать!

Храм çамрăк-ха, ăна ТР Президенчӗн М.Шаймиевăн пуçарăвӗпе çак ял чăвашӗ, меценат М.Г.Давыдов 2001 – 2002 çулсенче лартнă. Хусан тата Тутарстан архиепископӗ Анастасий светить тунă. 2009 çулта Давыдовсен çемйи храм картишӗнче Хусан святителӗсен –  Гурипе Германăн тата Варсонофийӗн – палăкне лартнă. Ăна Хусан епархийӗн– 450, Хусанăн 1000 çуллăх юбилейӗсене халалланă.

Храм комплексӗ чăнах та çав тери пысăк, унта чан çапмалли çурт, ача шыва кӗртмелли, апатланмалли, вырсарни шкулӗн пӳлӗмӗсем, архиерей покойӗ, пачăшкă çурчӗ вырнаçнă. Паломниксен çуртне кăна хальлӗхе туса пӗтереймен-ха. Сăмах май, чиркӳ халӗ те М.Г.Давыдовăн попеченийӗнче, урăхла каласан, храма тытса тăма укçапа пулăшать. Ачасем валли вырсарни шкулӗ ӗçлет.

Пачăшки те ахальли мар. Ульяновск хулинчен килнӗ Серафим атте Чечня вăрçин паттăрӗ, Хăюлăхшăн ордена тивӗçнӗ. Вăрçăран йывăр аманса (хăрах урине таттарнă) таврăнсан та чунпа хытман. Прихут çыннисем каланă тăрăх, кашнин валли ăшă сăмах тупать вăл. Чун кӳтсе килсен ун патне пыракансем çук мар. Чăн та, юлашки вăхăтра те коронавирус пандемине пула чиркӳ кӗллисене çӳрекенсем сахалланнă, паломниксем вара килсех çӳремеççӗ. Хăйсем çакна ял аслă çул хӗрринче вырнаçманнипе, чиркӳ çинчен пӗлекенсем сахаллипе çыхăнтараççӗ.

Чиркӳ хăватлă япаласем пуррипе те уйрăлса тăрать. Вӗсенчен пӗри – Гавриил Седмиозерный преподобнăйӗн мощи. Аса илтеретпӗр, Гавриил Седмиозерный преподобный нерв чирӗсемпе чирлисене, шанăçа çухатса ухмаха тухасси патне çитнисене сывалма пулăшнă. Кунсăр пуçне тепӗр хăватлă Николай Угодник турăшӗ пур. Осетин халăхӗ Русь православи тӗнне йышăннăранпа 1020 çул çитнӗ тӗле Тутарстанри православи халăхне парнеленӗ 1000 çулхи пысăк чул çине вырнаçтарнă ăна. Чул чиркӳ картишӗнче вырăн тупнă. Ун патне ытларах ачасăр хӗрарăмсем (православи тӗнне ӗненекенсем кăна мар, мăсăльмансем те) çӳреççӗ иккен. Унран ача пама йăлăнса ыйтаççӗ вӗсем.

Эпир Çимӗк умӗн пултăмăр ку чиркӳре. Пачăшкă вилнисене асăнса Çимӗк кун масар çинче кӗлӗ, Троица кун храмра пысăк литурги ирттерме хатӗрленнине пӗлтерчӗ. Храма халăх нумайрах çӳрессе, паломниксем килессе шанать вăл. Вырăнӗ чăнах та сăваплă кунта, чиркӳ картишне кӗрсенех чунра çутă-çутă пулса каять. Пӗрре пырса куракан тата тепре килетех.

Ирина КУЗЬМИНА.

К.Малышев сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев