Пенсие тухиччен санаторипе курорта
Укҫана илес тесен августӑн 1-мӗшӗнчен хутсем пуҫтарса ФСС филиалӗн вырӑнти уйрӑмне заявлени ҫырса памалла.
2019 ҫул пуҫланнӑранпа соцстрах фончӗ предприятисенчи пенси ҫулне ҫывхаракан ӗҫченсене санаторипе курорт сиплевне яма май туса панӑ.
Кӑҫалтан пуҫласа организацисем ҫакна ФСС шутӗнчен тума пултараҫҫӗ.
Саккун тӑрӑх, ӗҫпе тивӗҫтерекен соцстрах взносӗсен пӗр пайне профилактика валли яма пултарать. Тĕслĕхрен, ӗҫлекенсен медосмотрне ирттернӗ, ӗҫ условийӗсене хакланӑ, хӳтӗлемелли хатĕрсем туянма тата ытти те.
Малтан ҫак суммӑн калӑпӑшӗ фонда куҫарнӑ взноссен 20% пулнӑ-тӑк, кӑҫалтан вӑл хисеп 30 процента ҫитнӗ.
"Ӗҫпе тивӗҫтерекен хӑйӗн пӗр-ик ҫултан пенсине тухма хатӗрленекен ӗҫлекенне санаторипе курорта яма хушма укҫа уйӑрсан, вӑл соцстрах взносӗсен 30 процентне тӑвӑрма пултарать", - тесе пӗлтереҫҫӗ ТР ФСС-ӗнчен.
Финансировани илес тесен августӑн 1-мӗшӗччен документсем пуҫтарса вырӑнти ФСС уйрӑмне заявлени ҫырса памалла. Фонд ирӗк панӑ хыҫҫӑн, страховательсем тӑкакӗсене тавӑрас тесе кӑҫалхи декабрӗн 1-мӗшӗччен соцстрах уйрӑмне пымалла. Тӗплӗнрех Фондӑн регионри уйрӑмӗн филиалӗн е ыйтса пӗлме пулать тата ФСС-ӑн официаллӑ сайтӗнче.
Ҫавӑн пекех мӗн пур заявленисене патшалӑх ҫӑмӑллӑхӗсен (Госуслуги) порталĕ урлӑ яма пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев