Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ватти çын мар-им?

Енчен те ача çухалчӗ пулсан ăна шырас текенсем тӳрех пуçтарăнаççӗ пулсан, ватă е чирлӗ çын çухалсан пулăшас текенсем питех çук иккен.

Хусанти «Лиза Алерт», Çырчаллинчи «Василиса», Анат Камăри «След», Елабугăри «Надежда» волонтер тата шырав отрячӗсем çинчен илтмен çын сахал халӗ, вӗсем çухалнă çынсене ТР ШӖМӗпе пӗрле акă ӗнтӗ 6-мӗш çул шыраççӗ. Кăçал хыпарсăр çухалнă çул çитмен 28 ачаран 12-шӗ ăçта пулнине шăпах вӗсем тупнă та. Çапла тепӗр чух пӗр-пӗр çын çухални çинчен полицирен те маларах, нумайрах пӗлеççӗ вӗсем. Информаци пухса социаллă сетьсенче ку е вăл çынна шырани çинчен (çухалнă çыннăн тăванӗсенчен ирӗк илсе) информаци вырнаçтараççӗ, информаци пухаççӗ. Çапла пӗрчӗн-пӗрчӗн хыпар пуçтарса полицие çухалнă çыннăн йӗрӗ çине ӳкме пулăшаççӗ.

Асăнса хăварар, çухалнă çынна шырасси йывăр та кăткăс процедура. Кунта хăв пӗлнӗ пек ӗçлеме юрамасть. Мӗншӗн тесен пулăшас вырăнне кансӗрлеме пулать. Çывăх çын çухалчӗ-тӗк, эмоцисемпе хуçаланса хăвăр тӗллӗн информацие социаллă сетьсене вырнаçтарма, телефон номерне çырма ан васкăр. Кун пек чухне хуйхăр çинче укçа тăвас шутлă çынсем самантрах тупăннине асăрхаттараççӗ волонтерсем. Юмăçсем хăйсен услугисене сӗнеççӗ, шулӗксем эсир шыракан çын ăçта пулнине пӗлетпӗр тесе укçа ыйтма пуçлаççӗ иккен. Пулăшас тӗллевпе мар, пӗлес шутпа кăна кунӗн-çӗрӗн шăнкăравласа тарăхтаракансем те çийӗнчех тупăнаççӗ. ТР ШӖМӗнче ӗнер иртнӗ брифинга хутшăннă Хусанти «Лиза Алерт», Çырчаллинчи «Василиса» волонтер пӗрлешӗвӗсен ертӳçисем А.Хайриевăпа В.Русина социаллă сетьсенче çын çухални çинчен хыпара малалла сарас тесен, лайăх тӗрӗслемеллине каларӗç. Çын чăнах та çухалнă пулсан, хăçан, ăçта çухални, адрес тата ытти информаци тулли пулать.  Çавăнпа çынна шырассине профессионалсене шанмалла. Урăхла каласан, май пур таран хăвăртрах полицие кайса заявлени çырмалла.

Шел те, обществăн пысăк çитменлӗхӗ çинчен те асăнчӗç волонтерсем. Енчен те ача çухалчӗ пулсан ăна шырас текенсем тӳрех пуçтарăнаççӗ пулсан, ватă е чирлӗ çын çухалсан пулăшас текенсем питех çук иккен.

«Нумайăшӗн ватă тăванӗсем пур, хамăр та хăçан та пулсан ватăлатпăр, çавăнпа ку ыйту çине тимлӗрех пăхасчӗ», – терӗ Айгуль Рустемовна проблемăн çивӗчлӗхне палăртса. Калăпăр, хула транспорчӗ çине хăй ăçта кайнине ăнлантарайман ватă ларсан, çынсем уншăн çул укçи тӳленипех çырлахаççӗ. Ятарлă службăна шăнкăравласси çинчен аса та илмеççӗ. Асне çухатнă ватă вара ытларах та ытларах аташса каять, килне çул тупаймасть. Ватă тăванӗн шăпи çывăх çыннисене хумхантарман тӗслӗхсем те нумай пирӗн. Килте чирлӗ ватăсем пулсан ятне-хушаматне, тулли адресне, çывăх çынсен телефон номерне çырнă пӗчӗк хут таткине кӗсйисене чикмелле. Ватă çын хӳтлӗхсӗр, ăна çийӗнчех шырамасан, уйрăмах хӗл кунӗсенче, сывă тупас шанăç çук тесен те юрать. (М. Захаров сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество