Вера Кожеманова «Крутушкăра» юрлать

Кунта никам та ахаль куракан кăна пулмасть, тӗрлӗ ăсталăха, çав шутра юрлама-ташлама, пир тӗртме масер-классенче вӗренме пулать.
Йăлана кӗнӗ «Крутушка» Халăхсем хушшинчи этника фестивалӗ августăн 23-26-мӗшӗсенче пулать. Шучӗпе кăçалхи 10-мӗш. Юбилейлă фестивалӗн «прописки» улшăнман. Яланхи пекех Хусан çумӗнчи Крутушка поселокӗнче пулать. Сăмах май, унта 78 -мӗш номерлӗ автобус çӳрет.
Хальхинче те унта Раççейри, тӗнчери этника кӗввисен çăлтăрӗсем, уйрăм юрăçсем, юрă, ташă, театр ушкăнӗсем пӗр сцена çинче хăйсен пултарулăхне кăтартаççӗ. Раççейри, ют çӗршывсенчи ал ăстисем килеççӗ. Çавăнпа та кунта никам та ахаль куракан кăна пулмасть, тӗрлӗ ăсталăха, çав шутра юрлама-ташлама, пир тӗртме масер-классенче вӗренме пулать. Ют хуласенчен, регионсенчен килекенсем валли ятарласа палатка лагерӗ йӗркелеççӗ. Унтах çӗр каçма пулать.
Чăвашсем те хăйсен пултарулăхне кăтартӗç, Çӗпрел районӗнчи Упи тăрăхӗн ал ăсти Наталья Куракина, тӗслӗхрен, ку фестивальтен те пӗрре те юлмасть, кăçал та халăха чăн-чăн пир станӗпе пир тӗртме вӗрентӗ вăл. Ытти чăваш ал ăстисене те курасса шанатпăр.
Сцена çине вара хальхинче çамрăк юрăç, Пӗтӗм Раççейри чăваш юррин «Кӗмӗл сасă – 2018» фестиваль-конкурсӗн çӗнтерӳçи Вера Кожеманова тухать. Хăй пӗлтернӗ тăрăх, шăпах «Кӗмӗл сасăра» юрланă халăх юррине юрлать вăл. Пӗр сăмахпа, юлташсем, айтăр «Куртушкăна»! Ӳкӗнмелле пулмасть. (Сăнӳкерчӗк В. Кожеманован «ВКонтактери» страницинчен).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
28 февраля 2021 - 12:02Беловкăсен «Хамăр ялӗ» Ялта клубри ытти юрă-ташă ушкăнӗсемпе концерт кăтартнă чух «Хамăр ял» ансамбль сцена çине тухнине куракансем тăвăллăн алă çупса кӗтсе илеççӗ.4700
-
28 февраля 2021 - 10:43ПЕТР МУСКАТИНОВĂН ХАЛЬХИНЧЕ КӖМӖЛ МЕДАЛЬ Февралӗн 17-18-мӗшӗсенче Орел хулинче сывлăх енчен çирӗпех маррисен хушшинче армрестлингпа иртнӗ XVII Раççей чемпионатӗнче Аслă Аксу чăвашӗ кӗмӗл медаль çӗнсе илнӗ.4200
-
28 февраля 2021 - 09:36ФЕРМЕР – ЯЛТА ХИСЕПЛӖ ÇЫН Утеевсем – Çӗнӗ Йӗлмелӗнче (Çӗпрел районӗ) хресчен фермер хуçалăхӗ йӗркеленӗ пӗрремӗш çемье. Людмила Ивановнăпа Олег Никодимович 2007 çулта хăйсен ӗçне уçма шутланă.3800
-
28 февраля 2021 - 06:55ЯПОНИРЕ ЧĂВАШ ЧӖЛХИН КӖНЕКИ ТУХНĂ Токиори халăхсен тӗпчевӗн университечӗ кăçал февраль уйăхӗн пуçламăшӗнче «Чăваш чӗлхи тата культури» кӗнеке пичетлесе кăларнă. Ăна университетăн профессорӗпе чӗлхеçи Синдзиро Кадзамăпа Юто Хисияма пухса хатӗрленӗ. Кӗнекене чӑвашла, вырӑсла тата яппунла çырнӑ. Чӑвашла текстсене вырӑсла, яппунла куçарнӑ.4800
-
19 февраля 2021 - 09:27Наркотиксене «Çук» тесе кала
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
26 февраля 2021 - 12:28Эсӗ пулсан çут тӗнче те илемлӗ!Пăва районӗнчи Кивӗ Мертлӗ ялӗнче пурăнакан Лидия Алексеевна ЕРУСЛАНОВА, февралӗн 25-мӗшӗнче, 75 çул тултарчӗ23602
-
26 февраля 2021 - 12:04Киклӗпуçран пысăк салам!Мичуринск хулинче пурăнакан хаклă çыннăмăр Александр Ильич БУДЯШКИН февралӗн 23-мӗшӗнче 65 çул тултарчӗ10400
-
19 февраля 2021 - 09:57Вăрçă ветеранӗ Геннадий Алексеевич ТАРАСОВ февралӗн 20-мӗшӗнче 94 çул тултаратьЫрă кăмăл, сăпайлăх санра Çăлкуç шывӗ пекех иксӗлмест. Тӗнчере эс пурришӗн Турра Тав тумашкăн сăмах та çитмест.10001
-
20 декабря 2020 - 16:38«Сувар пики -2021» конкурс Видеоконкурса 2021 ҫулта Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ259200
-
26 февраля 2021 - 12:28Эсӗ пулсан çут тӗнче те илемлӗ! Пăва районӗнчи Кивӗ Мертлӗ ялӗнче пурăнакан Лидия Алексеевна ЕРУСЛАНОВА, февралӗн 25-мӗшӗнче, 75 çул тултарчӗ23602
-
25 февраля 2021 - 13:14Кума, атя кино курма! Вӑл Нурлат районӗнчи Якаелӗнче ҫуралса ӳсни, урамра Кама леш енчи шартламасем хуҫалансан та, тӗлпулусене уйрӑм ӑшӑлӑх туйӑмӗ кӗртрӗ. Ентеш-режиссёр "Священная роща чувашского кинематографа" фильма презентацилерӗ.17100
-
26 февраля 2021 - 21:42Виталий Станьяла пысӑк наградӑпа чысланӑ Паян Чӑваш Енри ятлӑ-сумлӑ, ҫивӗч ӑслӑ-тӑнлӑ, анлӑ тавракурӑмлӑ ҫынсенчен пӗри, Виталий Станьял (Никитин), сумлӑ наградӑна тивӗҫнӗ12401
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика