Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ВИÇÇӖМӖШ КАЛЕНДАРЬ

Кăларăм Нева çинчи хулапа облаçӗнче пурăнакан чăвашсен пурнăçӗн кашни енне çутатса парать

Санкт-Петербургра çак кунсенче «Санкт-Петербургри тата Ленинград облаçӗнчи чăвашсен ентешлӗхӗн паллă кунсен календарӗ» кӗнекен 3-мӗш кăларăмӗ кун çути курнă. Ăна хальхинче Чăваш Республикинчи Мухтавлă ентешсен çулталăкне, Никита Бичурин çуралнăранпа 245, Федор Павлов çуралнăранпа 130 çул çитнине халалланă. Санкт-Петербургпа Ленинград облаçӗнчи Чăвашсен обществăлла организацийӗсен председателӗсен канашӗ ку çула Федор Павлов çулталăкӗ тесе йышăннă.
Кӗнекене Чăваш наци конгресӗн Санкт-Петербургпа Ленинград облаçӗнчи полномочилле представителӗ, вырăнти ЧНКА ертӳçи, П.Ф.Лесгафт ячӗллӗ Физкультура, спорт тата сывлăх патшалăх наци университечӗн доценчӗ Валериан Гаврилов, вырăнти чăваш çамрăкӗсен организацийӗн пайташӗсем Николай Гаврилов тата Татьяна Калошева хатӗрлесе кун çути кăтартнă.
Календарь Нева çинчи хулапа облаçӗнче пурăнакан чăвашсен обществин пурнăçӗн кашни енне çутатса парать темелле. Кăларăмра çыравçăсемпе ӳнерçӗсем, музыкантсемпе артистсем, вӗрентӳпе çутӗç ӗçченӗсем, çар çыннисем çинчен вуласа пӗлме пулать. Календарьте Санкт-Петербургпа Ленинград облаçӗнчи чăвашсен пӗрлешӗвӗн пурнăçне тӗрлӗ енлӗн çутатса панă. Çавăн пекех официаллă чăваш организацийӗсемпе куллен çыхăнса ӗçлекенсем пирки те вуласа пӗлме пулать кӗнекере.
Вырăнти ЧНКАн наукăпа тӗпчев лабораторийӗ куллен ӗç илсе пыни çулран çул календарьте кунта пурăннă, ӗçленӗ çынсем çинчен çырса кăларма май парать. Çак ӗçе пурнăçа кӗртме пулăшнăшăн уйрăмах «Сыны Отечества» офицерсен юлташлăхне тата Чăваш хӗрарăмӗсен союзне чӗререн тав тăвас килет. Календаре çулран çул лайăхлатса, пуянлатса пыма тăрăшатпăр.

Валериан ГАВРИЛОВ.
Санкт-Петербург хули.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев