Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ВИЧ тӗлӗрмест

Сентябрӗн 6-12-мӗшӗсенче кăна республикăра 20 çынра ВИЧ тупнă.

ВИЧ -инфекци çинчен питех калаçмастпăр пулсан та, хăрушлăх юнашар, вăл пур, вăл кунран кун сарăлать. Çакна РФ Роспотребнадзорăн Тутарстанри управленийӗн статистики те çирӗплетет. Вăл пӗлтернӗ тăрăх, республикăра сентябрӗн 6-12-мӗшӗсенче кăна акă, çак чирпе чирленӗ çӗнӗ 20 тӗслӗх палăрнă. Вӗсенчен 7-шӗ – Хусанта, Элмет районӗнче – 3, Çырчалли хулинче, Пӗкӗлмепе Ешӗлвар районӗсенче – 2-шер, Павлă, Анат Кама, Спаспа Теччӗ районӗсенче 1-шер çынна шута илнӗ. Асăрхаттаратпăр, кусем шута илнисем кăна-ха тата мӗн чухлӗн çак чире çаклатнине вăхăт çитмесӗр (çын больницăна килмесӗр) пӗлме çук. Çавах та тепӗр хут асăрхаттаратпăр, ВИЧ-инфекци шӳт мар, унран сывалма çук. Чирлес хăрушлăх вара пысăк, çавăнпа хăрушсăрлăх çинчен самантлăха та манмалла мар.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество