Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ВЛАДИМИР КОЖЕМАНОВ – ПӖРРЕМӖШ!

«Раççейӗн чи лайăх пушар сӳнтерекенӗ» ята кăçал Аксу район чăвашӗ тивӗçнӗ.

2021 çул Тутарстан чăвашӗсемшӗн япăх пулмарӗ, ентешсем тӗрлӗ енӗпе çитӗнӳсем туса савăнтарсах тăчӗç. Сентябрь уйăхӗнче Мускав облаçӗнчи Подольск хулинче çынсен хăрушсăрлăхӗпе çăлавӗ енӗпе иртнӗ «Созвездие мужества» Пӗтӗм Раççей фестивалӗн 3-мӗш тапхăрӗнче Аксу районӗнчи Беловка чăвашӗ, Раççей МЧСӗн Тутарстанри управленийӗн 11-мӗш пушарпа çăлав отрячӗн 65-мӗш чаçӗн çăлавçи Владимир Ильич Кожеманов «Чи лайăх пушар сӳнтерекен» номинацире пӗрремӗш вырăн йышăнса Раççейӗн чи лайăх пушар сӳнтерекенӗ пулса тăчӗ.

Çак хисеплӗ ята çӗнсе илесси пӗрре те çăмăл мар, ăсталăха теорире, практикăра çулталăк кăтартмалла. Професси ăсталăхӗн ăмăртăвӗ виçӗ тапхăрпа иртет. Виççӗмӗшне регионсен чи вăйлă çăлавçисем кăна хутшăнаяççӗ. Сăмах май, фестивальте кăçал МЧС службин 18 енӗпе пиншер çын тупăшнă.
Мускав облаçӗнче иртнӗ финалта Владимир Ильич кроссфит элеменчӗллӗ заданире, пушар кӗпçинчен шыв сирпӗтсе мишене лектерессипе, бензорезпа алăка уçассипе, шар курнă çынна çăлассипе тата вӗрентӳ башнин виççӗмӗш хутне хăвăрт хăпарассипе чи лайăх кăтартусем туса абсолютлă çӗнтерӳçӗ пулса тăнă. Профессири пысăк çитӗнӳ ку!
Владимир Кожеманов чăнах та пысăк опытлă çăлавçă. Çак ӗçре вăл 16 çул тăрăшать, ăсталăхӗ çӗршер пушар сӳнтерсе туптаннă. Çăлавçăсен Пӗтӗм Раççей ăмăртăвне хутшăнмасăр пӗр çул та юлмасть. Аксу чăвашне «Сувар» вулаканӗсем те лайăх пӗлеççӗ, вăл икӗ хутчен «Тутарстанăн чи лайăх пушар сӳнтерекенӗ» ята тивӗçнине, 2019 çулта «Созвездие мужества» Пӗтӗм Раççей фестивалӗнче иккӗмӗш вырăн йышăннине çырса пӗлтернӗччӗ. Тăван ялӗнче çуллен иртекен «Беловка йӗлтӗр йӗрӗ» район ăмăртăвӗн шайӗ çулсерен ӳссе пынинче те унăн тӳпи пысăк, мӗншӗн тесен йӗркелӳçӗсенчен пӗри вăл. Мӗн ачаран спортпа туслăскер çапла майпа ял-йыша, çамрăк ăрăва сывă пурнăç йӗркине хăнăхтарма тăрăшать.
Çӗнтерӳçӗсене декабрь уйăхӗн 3-мӗшӗнче Раççей МЧСӗн Санкт-Петербургри университетӗнче чаплăн чысларӗç. Ведомствăн пысăк наградине илме тивӗçнӗ ятпа ентешӗмӗре Владимир Ильич Кожеманова çак пысăк çитӗнӳпе «Сувар» хаçат ӗçченӗсем эпир те  хамăрăн мӗнпур вулакансен ятӗнчен саламлатпăр. Çăмăл мар ӗçӗнче çитӗнӳ хыççăн çитӗнӳ тума çирӗп сывлăх, çемьере тăнăçлăхпа пысăк юрату сунатпăр. (В.Кожеманов архивӗнчи сăнӳкерчӗксем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество