Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Владимир ОСТРОУМОВ: "ХĂВНА ХĂВ ШАНМАСАН ÇИТӖНӲСЕМ ТĂВАЙМАСТĂН»

Ялан çын хушшинче вăл, ялан çынсене пулăшать, ӳркенсе тăраканни мар. Уншăн «çук», «пултараймастăп», «вăхăт çук» сăмахсем çук. Мӗнле май пур –  çавăн пек пулăшать

70 тултаракан опытлă тухтăра ӗçрен халь те ярасшăн мар

Çакăн чухлӗ стажпа кашни çынах мухтанма пултараймасть. Кӗçех, августăн 13-мӗшӗнче, В.П.Остроумов 70 çул тултарать, вӗсенчен 50 çулне вара вăл медицинăна панă.

Владимир Остроумов – Пӳркелӗнчен (Пăва районӗ) тухнă пӗрремӗш тухтăр. Çак профессие суйласа илме ăна амăшӗн, Раиса Николаевнăн,  тӗслӗхӗ пулăшнă. Вăл ялти участок больницинче нумай çул фельдшер пулнă. Ашшӗ вара, Петр Алексеевич, вырăнти «Гигант» колхозра тӗп зоотехникра тăрăшнă.

Вӗреннӗ те, ӗçленӗ те

Владимир 1967 çулта ялти вăтам шкултан вӗренсе тухсан Хусанти медицина институтне кайса кӗнӗ. Унта та вăл хастарлăхӗпе палăрнă. Пӗрремӗш курсран тытăнса мӗн вӗренсе тухиччен факультетри профком председателӗн тивӗçӗсене туса пынă. Вӗреннӗ хушăрах, 1970 çулта, Çӳлту районӗнчи Каменка ялӗнче вырнаçнă вăрçă ветеранӗсен госпиталӗнче  фельдшер пулса ӗçлеме тытăннă. Хăйне хăй тăрантарма пуçланă. Çапла вăл виçӗ çул кăнтăрла медицинăна кӗнеке тăрăх тӗпченӗ, каçпа чирлисене пăхса пӗлӗвне практикăпа çирӗплетнӗ.

– Лекцисем вӗçленсен Хусантан 15 километрта вырнаçнă ялти госпитале 17 сехет тӗлне каяттăм. Ирхине 8 сехетре унтан тухаттăм та хулана института васкаттăм. Ӗçленӗшӗн уйăхне 80 тенкӗ тӳлетчӗç, – аса илет вăл ку вăхăта. 

1971 çулта, 4-мӗш курсра, вӗсене – чи аван вӗренекен пилӗк студента – Волгоград облаçне яваплă задание яраççӗ. Ялсенче холера чирӗ тупăнкаланипе çынсене йăлтах тӗрӗслеме тӳр килет вӗсен. Çакăнта виçӗ уйăх ӗçленӗшӗн чăваш каччине ДОСААФ Тӗп комитечӗн Хисеп паллипе чысланă.

1972 çулта вара Остроумов студента Çырчалли хулине ӗçлеме янă.

– Ку хулана тума кăна тытăннăччӗ ун чухне. Халăх тӗрлӗ çӗртен пуçтарăннă. Паллах, çынсем малтан хăйсем пурăннă çӗртен темле чир те илсе килсе ыттисене ертме пултараççӗ. Ун пек ан пултăр тесе эпир вӗсене пурне те тӗрӗслеттӗмӗр, вар-хырăм чирӗн вучахне шыраттăмăр, çак чире хирӗç кӗрешеттӗмӗр. Ултă уйăх вакунта пурăнтăмăр. Вакун питӗ нумайччӗ унта. Ку вырăна поселок тетчӗç, – каласа парать Владимир Петрович.

Кунта пулнăшăн ăна ВЛКСМ Тӗп комитечӗн «Пилӗк çуллăхăн çамрăк гвардеецӗ» паллипе чысланă.

Практикăра пухнă материалсене пӗрлештерсе, тишкерсе пысăк статьясем те çырнă ун чухне Владимир Остроумов, институтри наукăпа практика конференцийӗсенче тухса калаçса хăйӗн ӗçӗсемпе те паллаштарнă.

Ҫӗпрел пульници

Çапах та вăл малалла наука ӗçӗпе аппаланма тӗллев лартман, куллен çынсемпе хутшăнса вӗсене пулăшу пани кирлӗрех тесе шутланă. Çавăнпа 1973 çулта диплом илсен Çӗпрел районӗн тӗп больницине эпидемиологи тухтăрӗ пулса килнӗ. Часах ун пултарулăхне, хастарлăхне аслисем асăрханă – тӗп врач çумӗ пулма шаннă. Ку должноçра вăл 11 çул тăрăшнă. Социализмла ăмăрту çӗнтерӳçи те пулнă вăл унта. 1974 – 1985 çулсенче районти медицина ӗçченӗсен профсоюз комитетне ертсе пынă. Халăх ăна икӗ хут район канашӗн депутатне суйланă. 1983 çулта вара «Тутарстан Республикин сывлăх сыхлав отличникӗ» хисеплӗ ята тивӗçнӗ. 

Çакăнтах авланса çемье çавăрнă: пурнăçри юлташӗ пулма операци медсестринче тăрăшакан чиперккене Татьяна Петровна Сидоровăна (Кивӗ Йӗлмел ялӗнчен) суйласа илнӗ.

 

Аслă Нагаткинта – 34 çул

Кивӗ Çӗпрелӗнче 13 çул пурăннă хыççăн 1986 çулта Остроумовсем Ульяновск облаçӗнчи Аслă Нагаткин ялне пурăнма куçнă. Хусанти врачсен пӗлӗвне ӳстерекен институтра çур çул вӗреннӗ хыççăн çемье пуçлăхне Чăнлă районӗн тӗп больницинче клиника тата диагностика лабораторийӗн пуçлăхӗн вырăнне шанса параççӗ. Паянччен çакăнта вăл. Аслă Нагаткинта та 34 çул тăрăшать ӗнтӗ Владимир Петрович. Ялан çын хушшинче вăл, ялан çынсене пулăшать, ӳркенсе тăраканни мар. Уншăн «çук», «пултараймастăп», «вăхăт çук» сăмахсем çук. Мӗнле май пур –  çавăн пек пулăшать. Çакă çӗкленӗ те ун ятне. Аслă категориллӗ врач 1988 – 1998 çулсенче каллех районти медицина ӗçченӗсен профсоюз комитетне ертсе пырать. Çав вăхăтрах ăна облаçри профсоюз комитечӗн президиумне те суйлаççӗ. 1997 – 2007 çулсенче районти Хӗрлӗ Хӗрес комитечӗн председателӗ пулать. 2005 çулта вара ăна «Чăнлă районӗн хисеплӗ гражданӗ»  ят парса чыслаççӗ. Кӗпӗрнаттăрăн Хисеп хучӗ те пур. 2010 çулта Раççей Федерацийӗн сывлăх сыхлавӗн Хисеп хутне те тивӗçет. Çаплах ун кăкăрне «Хисеплӗ донор» паллă та илемлетет. Раççей Федерацийӗн тата Ульяновск облаçӗн ӗç ветеранӗн стажӗ институтра вӗреннӗ чух госпитальте ӗçленине шутласан – 50 çул! 

Сăмах май, Татьяна Петровнăн, Раççей Федерацийӗн ӗç ветеранӗн, медицинăри стажӗ те 40 çул. Пӗрле шутласан 90 çул пулать, кун пек çемьесем пирӗн хушăра нумаях мар пуль тетӗп.

 

Сăваплă ӗç тăвакансене яланах пулăшма хатӗр

Владимир Петрович ыркăмăллăх тенине те манса каймасть, тăван ялӗнчи чиркӗве хăпартма чылай сумма парса пулăшнă вăл. Çаплах Аслă Нагаткинта часавай лартма та укçа шеллесе тăман. «Сăваплă ӗç тăвакансене пулăшма яланах хатӗр», – тет вăл. Пушă вăхăтра вара питӗ вулама юратать, чăваш халăх историйӗпе кăсăкланать, тӗрлӗ хаçат-журнал çырăнса илет. Унăн сӗтелӗ çинче яланах классиксен кӗнекисем: Александр Пушкин, Лев Толстой, Александр Фадеев, Николай Островский... Поэтсенчен Омар Хайям, Николай Доризо, Эдуард Асадов тата ыттисем кăмăлне каяççӗ.

– 60 çул тултарсан пенсие каятăп та пахчара чакаланатăп тесе шутланăччӗ. Пуçлăхсем ыйтнипе кăштах ӗçлем-ха ӗнтӗ терӗм. Акă ӗнтӗ  70 тултаратăп, ӗçрен халь те ярасшăн мар мана, – тет вăл.

 

Врач профессийӗ çын турӗ

Паян та унчченхи пекех вăр-вар çӳрет вăл, çынсемшӗн тăрăшать. Унăн кăмăлӗ ырă, ӗçӗсем сăваплă. Пурнăçӗ, ӗçӗ пирки вара Владимир Петрович çапла калать:

– Врач профессине суйласа илнишӗн пӗртте ӳкӗнместӗп, мухтанатăп кăна, вăл мана çын турӗ, халăх хушшинче сум кӳчӗ. Эпӗ пуянлăхшăн, чапшăн, влаçшăн нихăçан та çунман. Камшăн та пулин ырă ӗç тусан чун хӗпӗртет, урăх нимӗн те кирлӗ мар. Çынсем савăнăçлă пулсан – эпӗ те савăнăçлă, çынсем телейлӗ пулсан – эпӗ те телейлӗ. Мана ахаль çынсем тав туни темрен хаклă. Пире наградăсем илемлетмеççӗ, çынна ӗçченлӗх, сăпайлăх, чыслăх илем кӳрет. Эп çакна атте-аннерен курса ӳснӗ, вӗреннӗ, вӗсем тӳрӗ кăмăллăччӗ, тӗрӗспе пурăнатчӗç. Хам та çапла пулма тăрăшатăп, ачасене те хам тӗслӗхпе вӗрентетӗп. Анне пире: «Нихăçан та çынна усал ан тăвăр, хăвăртан та ан култарăр», – тетчӗ. Çынсем хушшинче çӳресе, ӗçпе йăпанса эпӗ ватлăх тенинчен таратăп, çынсемшӗн усăллăрах пулас тетӗп. Пурнăçра йӗркеллӗ те ырă кăмăллă çынсемпе хутшăнма тăрăшатăп, вӗсем ман çул çинче нумай пулчӗç, мана çын пулма пулăшрӗç. Хам ӗçшӗн çынсем умӗнче намăс мар мана. Эпӗ хам та ӗç лаши, пурнăçра та лашасемпе кушаксене юрататăп. Эпӗ хамран та, пӗрле ӗçлекенсенчен те хытă ыйтакан çын, ӗçе лăпăр-лапăр тунине юратмастăп, кахалсене килӗштерместӗп. Пурнăçра тем те пулать, хăш чухне чӗрре кӗме те пултаратăп, анчах час сивӗнетӗп, çынна нихăçан та çилӗ тытса çӳреместӗп. Вӗсемпе ырă кăмăллă тата тимлӗ пулма тăрăшатăп. Ача чухне утмăлти çынсем ватă пек туйăнатчӗç, халь хам çитмӗле çитрӗм-ха, çапах ватăсен шутне кӗрес килмест. Пурнăç тӗлӗк пек иртсе кайрӗ, хăш вăхăтра çакăнта çитсе тăтăм? Эпӗ Турра шанатăп, анчах çав вăхăтрах çын хăйне те шанмалла, унсăр çитӗнӳсем пулмаççӗ. Хăвна шансан мӗншӗн пурăннине те ăнланса илетӗн, йывăрлăхсенче те çухалса каймастăн. Паян эп телейлӗ, мӗн кирли пурте пур. Юратнă ӗç, юратнă мăшăр çынна телейлӗ тăваççӗ. 

Паян Остроумовсен чи пысăк савăнăçӗ вара – ывăлӗ Саша (вăл автомеханика техникумне пӗтернӗ, паян строитель) кинӗ Алевтина (полици  капитанӗ) тата вӗсен 9 çулти Александра ятлă хӗрӗ. Вӗсем Кивӗ Çӗпрелӗнче пурăнаççӗ, ашшӗ-амăшӗ патне час-часах килсе çӳреççӗ. Вӗсемпе курнăçни – чун уявӗ, çемье савăнăçӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев