Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Владислав Николаев: «Сывлăх пур чух, вăй пур чух, кăмăл пур чух  çырмалла, ӗçлемелле, пурăнмалла»

Пирӗн редакци хăни паян – Владислав Николаев çыравçă-журналист. Тӗрлӗ çулсенче вăл «Хыпар», «Çамрăксен хаçачӗ», «Молодежный курьер», «Хресчен сасси», «Спортивная Чувашия» хаçатсенче ӗçленӗ. «Тантăш» хаçатăн, «Самант», «Тетте» журналсен тӗп редакторӗнче вăй хунă. 2013 – 2017 çулсенче ачасем валли «Асамат&Шевле», «Панулми» журналсем тата «Салам» обществăпа политика хаçачӗ кăларса тăнă. 2018 çултанпа – Чăваш Республикин Патшалăх Канашӗн «Республика» хаçачӗн корреспонденчӗ.

Владислав Николаев – Чăваш Республикин Çамрăксен патшалăх премийӗн лауреачӗ, Раççей Федерацийӗн Журналистсен союзӗн, Чăваш Республикинчи Профессиллӗ писательсен союзӗн пайташӗ. «Пиневерӗн çӗнӗ тусӗсем» (2010), «Хула хӗрачи» (2016), «Дипломлă Тиха» (2017), «Манăн атте – çулçă» (2020) кӗнекесен авторӗ. «Кӗтмен юрату» коллективлă сборника унăн «Кӳршӗ хӗрӗ» калавӗ кӗнӗ.

– Мӗн вăл сирӗншӗн литература?
– Вăхăта усăллă та лайăх ирттермелли, кăткăс ыйтусене çӗклемелли тата татса памалли мел.
– Мӗн хавхалантарать сире çырма?
– Тӗрлӗрен: сăмах, шухăш, шăпа, кăсăк лару-тăру. Лайăх шухăш килет те пуçа – çырас килет. Пӗр-пӗр çын шăпи кăсăклантарса ярать те  каллех çырас килет. Тепӗр чухне такам пит аванах мар çырнă текста вулатăн та  тарăхса кайнипе вулакансене киленсе вуламалли калав-повесть, сăмахӗсем юхса пынăн туйăнмалли текст çырас килсе каять. Е пӗр-пӗр кăсăк лару-тăрăва лекетӗн, е юлташсем каласа параççӗ – çийӗнчех алла калем тытас килет.
– Юратнă поэт, прозаик.
– Унашкаллисем питӗ нумай. Поэтсенчен – Михаил Лермонтов, Николай Гумилев, Сергей Есенин, Осип Мандельштам, Анна Ахматова, Марина Цветаева, Петӗр Хусанкай, Петӗр Яккусен, Петӗр Эйзин тата ыттисем те, уйрăммăн çавах та Владимир Высоцкий ятне асăнас килет. Прозаиксенчен – Антон Чехов, Михаил Шолохов, Сергей Довлатов, Валентин Распутин, Алексей Иванов, Эрих Мария Ремарк, Пауло Коэльо, Харуки Мураками, Дэн Браун, Илпек Микулайӗ, Никифор Мранька тата ыттисем те, уйрăммăн асăнмалли çыравçă – Михаил Веллер. Драматургсенчен – Александр Островский тата Николай Терентьев.
– Юратнă кӗнеке.
– Нумай çеç мар, питӗ нумай юратнисем: «Мастер и Маргарита» (Михаил Булгаков), «Жизнь взаймы» (Эрих Мария Ремарк), «Унесенные ветром» (Маргарет Митчелл), «Приключения майора Звягина» (Михаил Веллер), «Алхимик» (Пауло Коэльо) тата ыттисем те.
– Май пулнă-тăк, мӗнле çыравçăпа тӗл пулса калаçнă пулăттăр тата мӗншӗн шăпах унпа?
– Халь пурăнакансенчен – Пауло Коэльопа тата Михаил Веллерпа. Пиртен уйрăлса кайнисенчен – Константин Ивановпа тата Çеçпӗл Мишшипе.
– Пурнăç девизӗ.
– Сывлăх пур чух, вăй пур чух, кăмăл пур чух  çырмалла, ӗçлемелле, пурăнмалла.
– Хайлава çырса пӗтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сӗнӗвӗ сирӗншӗн пысăк пӗлтерӗшлӗ?
– Юлташăмсене вулаттаратăп (тепӗр чухне никама кăтартмасăрах редакцисене яратăп) – ку прозăпа юптарусем пирки. Пьесăсене чи малтанах çывăх тусăма Станислав Васильев режиссера кăтартатăп. Маншăн аслă ăрури çыравçăсен шухăшӗ питӗ кăсăк – Арсений Тарасовăн, Василий Кервенӗн, Виталий Станьялăн тата, паллах, Станислав Васильевăн.

Ольга ИВАНОВА хатӗрленӗ.
В.Николаевăн харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чувашские писатели блиц-интервью