Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Владивостокра ЛДПР влаçри партирен иртсе кайнă

Владивостокра ЛДПР парти влаçра тăракан партирен самай иртсе кайни те интереслӗ. Марат Баширов сăмахӗсемпе ку пӗтӗмпех Хабаровск крайӗн Сергей Фургал кӗпӗрнаттăрăн вăйӗпе çыхăннă.

Суйлава хутшăнасси кашни çыннăн граждан тивӗçӗ тесе палăртрӗ Марат Баширов политолог   журналистсемпе ТР Пӗрлехи информаци центрӗнче тӗл пулсан.

  • Пӗрремӗш хут эпӗ Тутарстанра суйлав процесӗ пынине сăнатăп. Чи малтан лăпкă лару-тăру куçа курăнчӗ. Иккӗмӗшӗнчен, суйлава çӳллӗ шайра йӗркелени. Виççӗмӗшӗнчен суйлавçăсен ытти регионра пурăнакансенчен уйрăлса тăракан кăмăлӗ, – палăртрӗ паллă политолог.

Марат Баширов Хусан хулинчи, Лайăш районӗнчи темиçе суйлав участокӗнче пулса курнă. Пуринчен ытла ăна çынсене меллӗ условисем туса пани килӗшнӗ. Объект патне мӗнле çул пур, пурне те уçă тытни. Мероприятие йыхравлакан плакатсене икӗ чӗлхепе çырни те ун шучӗпе питӗ пӗлтерӗшлӗ. Ку влаçпа халăх хушшинчи çыхăнусен культурине палăртакан фактор.

  • Нумай çӗрте суйлав тавра пафос курма пулать. Купăс каласа, артистсене чӗнтерсе халăха йыхравлаççӗ. Кунта асăрхамарăм, – палăртрӗ политолог.

Марат Баширов шучӗпе, халăх ТР Патшалăх Канашӗн суйлавне РФ Президенчӗн суйлавӗпе танлаштарсан, кăшт сахалрах шутпа хутшăнӗ. Кунран тӗлӗнмелли çук. Чи кирли суйлав уçă та тӳрӗ лару-тăрура иртни. Мӗнпур регионра апла мар иккен. Мускавра, шăв-шав нумай. Сăмахран, РФ Патшалăх Думин суйлавне малашне пач та пӗр мандатлă округпа ирттересси çине куçасшăн. Политолог шучӗпе, ку партисемшӗн аванах мар. Каларăмăр ӗнтӗ, чылай регионта парламент партийӗсен тыткаларăшӗ (поведенийӗ) улшăнса тăрать. Сăмахран, Мускавра КПРФран кандидат ЦИКа пӗлтермесӗр хăй кандидатурине сасăлавран кăларттарнă. Суйлав епле пынипе килӗшмесӗр çапла хирӗçленӗ вăл. Владивостокра ЛДПР парти влаçра тăракан партирен самай иртсе кайни те интереслӗ. Марат Баширов сăмахӗсемпе ку пӗтӗмпех Хабаровск крайӗн Сергей Фургал кӗпӗрнаттăрăн вăйӗпе çыхăннă. Вăл тахçанах ЕРтан иртсе кайма план тунă. Политолог шучӗпе, ЛДПР унра хăйӗн пулас лидерне те курать.

  • Ытти партисем кун пирки шутламанни мана тӗлӗнтерет. Зюганов та, сăмахран, çамрăк мар, хăй вырăнне юлакана хатӗрлеме пуçламалла. Жириновский тӗрӗс тăвать вăйлă лидера тӗрев парса, – терӗ Баширов юлташ.  

Тутарстан пирки каласан, политолог 18.00 сехет тӗлне республикăра пурăнакансенчен 58,1 проценчӗ сасăлани питӗ лайăх кăтарту. Нумай регионта вăтам кăтарту 42 процентран та иртмен. Марат Баширов шучӗпе, ку влаçăн ӗçне лайăх енчен кăтартать. Апла пулсан халăх  влаçа шанать, вăл пурнăçлакан политикăна ырласа йышăнать.

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 8 сентября выборы