Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ВОЛОДЯ ТЕТЕ, ПУЛĂШ- ХА е АХМАТКА ШКУЛ АЧИСЕМ ÇУЛ ТУТАРАÇÇӖ

Аксу районӗнчи Ахматка ялӗнче пурăнакан 10 тата 12 çулти Иванпа Семен Михейкинсем Путин патне çыру çырнă...

Аксу районӗнчи Ахматка ялӗнче пурăнакан 10 тата 12 çулти Иванпа Семен Михейкинсем 9 çухрăмри МЮД шкулне кунсерен çуран çӳресе ывăннăран хăйсен нуши çинчен РФ Президентне Владимир Путина çыру çырса янă. «Эпир 9 çухрăмри МЮД шкулне çуран çӳретпӗр, ытти ялсенчен ачасене шкул автобусӗпе турттараççӗ, пирӗн пата çул çуккипе автобус килмест. Хӗлле те çула тасатмаççӗ, пирӗн юр ашса кайма тивет. Володя тете, Ахматкăри шкул ачисене пулăшăр-ха, эпир çуран çӳресе ывăнтăмăр. Тархасшăн, çул туса парăр...» – тенӗ вӗсем.

Те ачасен çырăвӗ кирлӗ çӗре çитнӗ, те Ахматкăна республикăн ялсем патне çул сармалли кăçалхи программине кӗртнипе, август уйăхӗнче кунта чăнах та çул тума тытăннă. Вырăнти ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Татьяна Зюзина пӗлтернӗ тăрăх, çула кăçалах туса пӗтермелле. Ун сăмахӗсемпе, кунта вуçех те çул çук тени тӗрӗс мар-мӗн, ял хутлăхӗн территорийӗнче нефть уçланине кура нефтяниксем МЮДпа Ахматка хушшинчи 9 çухрăм тăршшӗ çулăн 8 çухрăмне вак чул сарнă пулнă ӗнтӗ, пӗр çухрăмне вара район кăçал çул тумалли программăна кӗртнӗ пулнă. Чăн та, вăл та асфальтлă мар, вак чуллă çул кăна пулӗ.

Сăмах май, çул çук ялсем республикăра пӗр Ахматка кăна мар. ТР транспорт министрӗ Ленар Сафин январь уйăхӗнче пӗлтернӗ тăрăх, 558 ял (пӗтӗмпе 1400 çухрăм). Кăçал 26 яла çул тума плана кӗртнӗ.

Çул çукки вăл пӗчӗк ялăн та пысăк нуши. Ахматкăра та акă, 80 ытларах çын пурăнать, вӗсем те çынах-çке. МЮД шкулне вара ку ялтан пӗтӗмпе 5 ача çӳрет. Те ача сахал пулнăран, те çул çукки хăрушсăрлăх нормине пăснăран кунта шкул автобусне чăнах та яман пулнă. 5 ачан кулленхи нушине никам та курман та тейӗн. Тинех ахматкăсен çул нуши пӗтет иккен, вӗсен кӗçех яла çитиех çул пулать. Шкул ачисем те малашне çуран çӳремӗç, мӗншӗн тесен шкул автобусӗн ку яла маршрутран пăрса хăварма сăлтавӗ урăх çук.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество