Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ВӖРЕНӲ ОНЛАЙН-ФОРМАТА КУÇМАСТЬ

Цифра çӗнӗлӗхӗсем нихăçан та вӗрентекене улăштараймӗç

Вӗрентӳ системи пысăк хăвăртлăхпа аталанса пырать, уйрăмах унăн дистанцилле формачӗ. Вӗренӳ платформисем мӗнлисем кăна çук, ӗнтӗ пысăк банксем те асăннă системăпа ӗçлеме пуçларӗç. Коронавирус лару-тăрăвӗ онлайн вӗренӗве хăвăртрах аталанма хистерӗ. Шкул ачисем валли тӗрлӗ приложенисем тухсах тăраççӗ. Кӗçех «Я –​ школьник» приложени хута каймалла. Кун пирки ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ брифингра цифра аталанăвӗн министрӗ Айрат Хайруллин пӗлтерчӗ.

Унсăр пуçне журналистсемпе тӗлпулăва ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Рафис Бурганов, «Таттелеком» ПАО генеральнăй директорӗ Айрат Нурутдинов хутшăнчӗç.
Вӗренӳ çулӗ пуçланиччен кӗркунне ачасен каллех дистанцилле майпа вӗренесси çинчен сас-хура тухнăччӗ. Уйрăмах вăл ачасене тата ашшӗ-амăшне пăлхантарчӗ.
– Ку ыйтăва пӗрре кăна хуравламан ӗнтӗ. Паян тепӗр хут​ калатăп: дистанцилле май çине куçма нимле хăрушлăх та çук. Вăл пулма пултарать, анчах уйрăм пулăм шайӗнче çеç. Вирус инфекцийӗпе чирлесси нормăран иртсе кайсан ача садӗнче ушкăн, шкулта пӗр-пӗр класс карантина хупăнма пултарать. Вӗренӳ çулӗ штатлă​ режимра пуçланчӗ, ăна çаплах вӗçлеме шутлатпăр, – терӗ Рафис Бурганов.
Министр палăртнă тăрăх, иртнӗ вӗренӳ çулӗн тăваттăмӗш чӗрӗкӗнче шкулсем дистанци майӗпе ӗçлерӗç. Çак лару-тăрура халиччен пит тимлемен проблемăсем çивӗчленнӗ. Вӗсенчен пӗри – Интернет çыхăнăвӗ, иккӗмӗшӗ – компьютер техникин çителӗксӗрлӗхӗ, виççӗмӗшӗ – федераллă шайра методика сӗнӗвӗсем çукки. Общество, патшалăх власть органӗсен, педагогсен тăрăшăвӗпе кӗске хушăра нумай ыйтăва татса панă пулин те малашне кун пек кăна ӗçлеме пултарайманни палăрнă. Çапла ТР Вӗрентӳпе наука, Патшалăх управленийӗн цифра аталанăвӗн, информаци технологийӗсемпе çыхăну министерствисем тата «Таттелеком» пӗрле тӗп проблемăна татса пама ӗç пуçарнă. Малтанласа интернет-трафика тӗрӗс пайлас тӗллевпе кашни муниципаллă йӗркеленӳри вӗрентӳ организацийӗсен дистанци режимӗ çине куçма техника инфраструктури енчен хатӗррине, Интернет сечӗн хăвăртлăхне тӗрӗсленӗ.

Ял шкулӗсене те çитет
Июлӗн 14-мӗшӗнче Федераци Канашӗ çумӗнче цифра экономикин аталанăвӗпе иртнӗ ларура РФ çутӗç министрӗ Сергей Кравцов Раççей шкулӗсенчен 25 процентне кăна паха Интернетпа тивӗçтернине, ыттисене пулăшу кирлине пӗлтернӗ.
Рафис Бурганов палăртнă тăрăх, ытти регионсемпе танлаштарсан, Тутарстанри лару-тăру самай аванрах. Ку çул вӗçлениччен республикăри 1680 пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учреждение оптика сӳсӗллӗ çыхăну линийӗн (волоконно-оптические линии связи, кӗскен ВОЛС) технологийӗпе усă курса пысăк хăвăртлăхлă Интернет çыхăнăвӗпе тивӗçтерме палăртнă. Кун пекки урăх пӗр регионта та çук. Каласа хăвармалла: 635 объекта маларахах ВОЛСпа тивӗçтернӗ, 546-шне федераллă программăпа шута илнӗ. 499 объекта вара (кусем ял шкулӗсем) федерацин социаллă пӗлтерӗшлӗ объекчӗсем шутне​ кӗртмен.​ Ку ыйтăва регион шайӗнче, ТР Президенчӗ Рустам Минниханов тимлӗхе илнӗ хыççăн, татса панă. Апла пулсан çăмăллăх ял шкулӗсене те çитмелле.
Унсăр пуçне 2020 çул вӗçлениччен 589 шкулта Wi-Fi сетьне çӗнетме тӗллев лартнă. Ун валли хушма доступ точкисене вырнаçтараççӗ, кивелнӗ оборудованисене улăштараççӗ.
Вӗрентӳ министрӗ çак çӗнӗлӗхсем ялта вӗренекенсене те вӗрентӗвӗн глобальлӗ шайне тухма пулăшасса, педагогсене вӗрентӳ хатӗрӗсене аудио тата видеоконтентпа пуянлатма пулăшасса шанать.

Пӗр çеккунтра
100 мегабит
Айрат Хайруллин пӗлтернӗ тăрăх, çӗнӗ вӗренӳ çулӗнче 447 пин шкул ачипе 36 пин вӗрентекене паха Интернет çыхăнăвӗпе тивӗçтернӗ.
– Мӗн-ха вăл республикăшăн ВОЛС технологине хута яни?​ Ку ăнсăртран программа мар. Енчен те унччен​ пин ытла шкулта Интернет хăвăртлăхӗ пӗр çеккунтра 2-8 мегабитпа танлашнă пулсан ВОЛС хăвачӗ пӗр çеккунтра 100 мегабитпа танлашать, – терӗ цифра аталанăвӗн министрӗ.
Айрат Хайруллин сăмахӗсемпе, оптика технологийӗ Тутарстанри шкул ачисене пӗр шайпа танлаштарчӗ. Халӗ хулапа ял ачине уйăрмалли çук, харпăр аталанупа вӗренӳшӗн вӗсен пӗр пек майсем. Интернет паракан ресурссем кашни шкулшăн уçă. Вӗрен кăна.
Каласа хăвармалла, ВОЛС технологийӗпе малашне ытти социаллă объектсене те тивӗçтерме палăртнă. Росгвардипе пушар организацийӗсем унпа усă курма пуçланă, черетре – ялсенчи фельдшерпа акушер пункчӗсем. ​
Уйрăммăн министр «Я – школьник» приложени çинче чарăнчӗ. Пилотлă проектăн тӗрӗслевне пурӗ 10 шкулти 500 ача хутшăннă. Сăмах май, вӗсем хăйсем те сервисăн проект ӗçне активлă хутшăннă.
– Çӗнӗ приложени – ачан цифра тусӗ. Вăл ăна вӗренӳпе ун​ тулашӗнчи ӗçне йӗркелеме май парать. Пӗрремӗшӗнчен – вӗренӗве интереслӗ тума, иккӗмӗшӗнчен – вӗренме хавхалантарма, виççӗмӗшӗнчен – кӗнекере çук хушма информацие тупма. Паяна приложенипе 500 ача усă курать. Кашни кун вӗсен çӗнӗ​ идейăсемпе «фишкăсем» сӗнеççӗ, – çӗнӗлӗхпе паллаштарчӗ министр.

Вӗрентекене
пулăшас тӗллевпе?
Хальхи вăхăтра приложение Play Маркета кӗртессипе ӗç пырать. Сентябрӗн 30-мӗшӗнче ăна вӗçлесшӗн. Ун чухне приложение кашни вӗренекен хăйӗн смартфонӗ çине уçласа илме пултарӗ. Мӗнпе усăллă ку вӗрентекеншӗн? Министр сăмахӗсемпе, ку педагога кашни вӗрентекенпе уйрăммăн ӗçлеме май парать. Тӗслӗхрен, ачан вӗренӳ пултарулăхне кура киле ӗç пама. Приложенин усăллăхне, паллах, практика кăтартса парӗ. Анчах вӗрентекенсен нагрузка ӳсесси куçкӗрет. Электрон дневника илсе пынисӗр пуçне ку платформăпа та ӗçлемелле. Хальлӗхе педагога хут ӗçӗсемпе йышлă отчетсенчен никам та хăтарман. Вӗрентекенсен нагрузкине чакарасси пирки вӗрентӳ министрне те ыйту патăмăр. Рафис Бурганов ăна кӗскен пӗр предложенипе хуравласа хăварчӗ: «Çӗнӗлӗхсене ахальтен кӗртетпӗр-им? Вӗсене пурне те вӗрентекене пулăшма тесе тунă». Çӗнӗлӗхсем кирлӗ, паллах, пурнăçран юлмалла мар. Анчах хальлӗхе практикăра мӗн чухлӗ çӗнӗлӗх, çавăн чухлӗ отчет, тӗрӗслев хушăнса пырать.
Ашшӗ-амăшӗ валли те приложени хатӗрлес ӗç пырать. Ак Барс Банк хатӗрлекен «Образовательная карта 2.0» приложение малашне «Я – школьник» приложенипе çыхăнтарма тӗллев пур. Çӗнӗ сервис ашшӗ-амăшне харпăр кабинетра ачи шкула хăçан килнине, столовăй менюне, ачин сывлăхне кура унăн рационне тӳрлетме май парать. Паяна çак системăра 126 пин çын регистрациленнӗ.
– Паллах, вӗрентӳри цифра çӗнӗлӗхӗсем нихăçан та вӗрентекене улăштараймӗç. Ачасемпе вӗрентекен хутшăнăвӗсӗр туллин пӗлӳ те, воспитани те илме çук. Çӗнӗ технологисем хушма контент кăна. Вӗсем шкул ачине, учителе харпăр аталанăва, ӳсӗме​ вăйлатма кирлӗ. Цифра паян шкул рамкинчен тухса федераллă стандартсем сӗннинчен самай ытларах пӗлӳ илме пулăшать, – пӗтӗмлетрӗ министр.​ ​

Ирина ТРИФОНОВА.
Л.Семенова сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев