Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Выльăх шутне чакармалла мар пирӗн

Паян ТР Раисӗ Рустам Минниханов хăйӗн Чӗнӗвӗнче экономикăн пӗлтерӗшлӗ отраслӗсенчен пӗри ял хуçалăхӗ пулнине палăртрӗ. Кăçалхи типӗ çанталăка пула республикăра тухăç пӗлтӗрхинчен сахалрах, пӗтӗмпе 3,7 миллион тонна тырă пухса илнӗ. Кӗр ӗçӗсем вӗçленмен-ха, хальхи вăхăтра тымар çимӗç кăларас ӗç пырать. Республика пӗтӗмпе 1,5 миллион тонна сахăр чӗкӗнтӗрӗ, 800 пин тоннăран кая мар çӗрулми, 300 пин тонна ытти пахча çимӗç пухса илессе шанать. Çапла майпа республика чи кирлӗ апат-çимӗçпе хăйне хăй тивӗçтерет.

Рустам Нургалиевич куншăн çӗр ӗçченӗсене пурне те тав турӗ. Çакăн пек типӗ çулта та кун чухлӗ тухăç илейни юлашки çулсенче ял хуçалăхне пулăшассипе тӗллевлӗн ӗçленин результачӗ пулнине палăртрӗ. Ку вăл минераллă удобренисем туянма субсидисем уйăрни, мелиорацие пулăшни, тăпрари нӳрӗке упракан технологисемпе усă курни, техникăсене çӗнетмелли программăсем ӗçлени. Ял хуçалăх производителӗсене йӳнӗ хакпа дизель топливипе тивӗçтернӗшӗн «Татнефть» предприятие тав турӗ.

Тутарстан сӗт сăвассипе çӗршывра малтисен йышӗнче. Пӗлтӗр пуçласа пӗрремӗш хут 2 миллион тона сӗт сунă. Çак темпа сыхласа хăвармаллине каларӗ вăл. Ку енӗпе Кукмор, Саба, Атня, Балтаси районӗсем пуринчен те тухăçлăрах ӗçленине, талăкне вӗсем 300-400-шер тонна сӗт сунине палăртсах каларӗ. Шел те, мӗнпур район вӗсем пекех ӗçлеймест. Çӗпрел, Ешӗлвар, Тури Услон, Рыбно-Слободски, Менделеевски, Элмет, Лайăш, Пӗтреç районӗсенче, тӗслӗхрен, пӗр пысăк инвестпроект та çук иккен. Çак 8 район пӗрле те пӗр Кукмор районӗ чухлӗ сӗт суса илеймест-мӗн.

 Пирӗн тӗп задача – ӗне-выльăх шутне чакармалла маррине палăртрӗ вăл. Агрохолдингсем выльăх-чӗрлӗх шутне ӳстерессипе, çӗнӗ комплекссен строительствипе çул-йӗр картисене йышăннă. Ял хуçалăхпа апат-çимӗç министерствин ку ӗçе контрольте тытмаллине каларӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество