Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вырма вӗҫленчӗ. Пӳлмене 3,6 миллион тонна тырă кӗчӗ

Республикăн çӗр ӗçченӗсем вырмана вӗçленӗпе пӗрех. Ытларикун тӗлне пӗтӗмпе 1,3 миллион гектартан 3 миллион та 662 пин тонна тырă пухса кӗртнӗ. 4 пин гектарти çурхи тулăпа хуратула, 38 пин гектарти кукурузăна çапмалли кăна юлнă. Тепӗр 200 пин тонна кукурузăна тӗшӗлейсен пӗтӗмпе бункера кӗнӗ çӗнӗ тухăç 3,8 миллион тоннăпа танлашмалла. Теччӗ, Тукай, Пăва, Арск, Мензеле, Чистай, Актаныш, Сарман, Алексеевски, Мӗслӗм, Элкел районӗсем 100-шер пин тонна ытла тӗштырă илнӗ кăçал. Чи пысăк тухăç Теччӗ районӗнче çитӗннӗ, пӗр гектара тивекен вăтам тухăç кунта 38,9 центнер, кукморсен – 37,8, атнясен – 34,4. Кун çинчен ТР ял хуçалăхпа апат-çимӗç министрӗ Марат Зяббаров ытларикун ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра пӗлтерчӗ.

Чăн та, ытти çулсенчи пек савăнмаллиех мар кăçалхи тухăç, пӗр гектартан вăтамран 27,8 центнер илнӗ. Çанталăк йăлăнтармăшӗсене шута илсен, япăх теме çук-ха ӗнтӗ, çавах тăкакне кура нумай та мар. Пулас тухăç валли укçине ытти çулсенчен те нумайрах хывнă пулнă-çке. 2023 çулта ака кампанийӗ валли республика пӗтӗмпе 38 миллиард тенкӗ тăкакланă пулсан, кăçал – 73 миллиард тенкӗ яхăнах, çав шутра пӗр гектар тырă лаптăкӗ çине 30 пин тенкӗ кайнă. Тырă хакӗ вара питех улшăнман та, пӗлтӗр пӗр тоннин хăй хаклăхӗ 10,7 пин тенкӗ тăнă пулсан, кăçал – 10,9.

«Çанталăк условийӗсем малтан палăртнă плана тултарма памарӗç. Пӗтӗмпе 300 пин тонна продукци илеймерӗмӗр кăçал, килограмне 10-шар тенкӗпе шутласан та 3 миллиард тенкӗ ытла ку», – терӗ Марат Зяббаров мӗн чухлӗ тухăç илейменнине палăртса. Çанталăка пула Тутарстан тырă тухăçлăхӗн 10 процентне çухатнă иккен. «Ял хуçалăх производителӗсемшӗн çулталăк ăнăçлах пулмарӗ. Май уйăхӗнче тăм ӳкнипе пурӗ 10 пин гектар лаптăкри çурхи рапса, сахăр чӗкӗнтӗрне, кӗрхи культурăсене çӗнӗрен акма тиврӗ», – палăртрӗ спикер. Кунсăр пуçне тырă чечеке ларса шăркаланнă вăхăтра республикипех типӗ çанталăк тăчӗ.

 Министр сăмахӗсемпе, вырмана тытăнсанах пысăкрах тухăç илессе шаннă вӗсем, анчах август пуçламăшӗнчи çанталăк каллех ура хунă. Çумăра кайнипе комбайнсем икӗ эрне тухайман. Çак вăхăтра хирти тырă йăванма, тăкăнса шăтма пуçланă. Çавна кура 16 пин лаптăкри тырра выльăх апачӗ валли яма тивнӗ. Асăннă чăрмавсене пăхмасăр çӗр ӗçченӗсем илнӗ тухăç хурламаллиех маррине те каларӗ министр. Чи пӗлтерӗшли – хамăр тырă хамăра çителӗклӗ. 

Çӗр ӗçченӗсене тырă ӳстерме Раççей Правительстви пулăшать. Тырра сутассипе çыхăннă тăкака саплаштарма субсиди парать. Кăçал пӗтӗмӗшле патшалăх пулăшăвӗ 388,5 миллион тенкӗпе танлашнă, ку вăл сутнă 363,05 пин тоннăна саплаштарма май панă тата юлса пыракан запас фончӗ валли тырă туянма пулăшнă.

Министр ял хуçалăх техникин сферинче импорта хамăрăннипе ылмаштарасси çав тери пӗлтерӗшли çине те пусăм турӗ. Санкцисене пăхмасăр ял хуçалăхӗнче ют çӗршыв оборудованийӗсемпех усă кураççӗ-ха. Ял хуçалăхӗнчи тракторсен – 10, ял хуçалăх машинисен – 30, ӗне сумалли оборудованисен 80 проценчӗ ют çӗршывра кăларни. Хальлӗхе вӗсене вăхăтра юсаса тăраççӗ-ха. Тутарстан юттине хамăрăннипе ылмаштарас курсран пăрăнман, машинăсем тăвакан предприятисем, тӗслӗхрен, ют çӗршыв техникин 3 пин детальне кăларма тытăннă. Вӗсен хакӗ оригиналран икӗ хут йӳнӗрех. Республика территорийӗнче техника кăларакан темиçе завод та ӗçлет. Вӗсем ял хуçалăхсене кирлӗ чухлӗ запас пайсемпе тивӗçтерееççӗ. 

 Çаплах министр, регионти пӗчӗк хуçалăхсене тӗрев панине те асăнчӗ. 2024 çулта пӗтӗмпе вӗсем валли 1 миллиард та 232 миллион тенкӗ укçа уйăрнă.

Россельхозбанкăн Тутарстанри филиалӗн ертӳçи Ляля Кудерметова каланă тăрăх, республикăн ял хуçалăхне банк кăçал 15,8 миллиард тенкӗ уйăрнă, пӗлтӗрхинчен 10 процент нумайрах ку. Вӗсенчен 80 процентне (12,8 миллиард тенкине) патшалăх программисен хӳттипе çăмăллăхлă условисемпе панă.

 

Ирина КУЗЬМИНА.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство