Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

WorldSkills ялавӗн эстафетине Тутарстанра кашни район йышăнать

2017 çулта пуçланнă WorldSkills ялавӗн эстафети, Универсиада çулăмӗн эстафети пекех, Раççейӗн кашни регионӗнче, Тутарстанра вара кашни муниципаллă район урлă иртет.

Ӗнер, августăн 8-мӗшӗнче, Кăнтăр Сахалинскра уçăлнă VI «Çамрăк профессионалсем» Наци чемпионатӗнче WorldSkills ялав эстафетин Раççейри тапхăрӗ пуçланчӗ, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА чемпионатăн йӗркелӳ комитечӗн пресс-службин хыпарӗ çине таянса. Аса илтеретпӗр, ялав Раççее Тайваньрен килнӗ. Эстафета вăхăтӗнче вăл тӗнчери 20 çӗршывра пулнă. Хусана професси ăсталăхӗ енӗпе иртекен 45-мӗш чемпионата уçнă кун, 2019 çулхи августăн 22-мӗшӗнче, çитет. Ӗç профессийӗсен тӗнче чемпионӗ ятшăн ун чух çӗр чăмăрӗн чи пултаруллă ăстисем пӗтӗмпе 50 компетенцире кӗрешӗç.

Сăмах май, 2017 çулта пуçланнă WorldSkills ялавӗн эстафети, Универсиада çулăмӗн эстафети пекех, Раççейӗн кашни регионӗ, Тутарстанра вара кашни муниципаллă район урлă иртет. Сăмах май, Кăнтăр Сахалинскра наци чемпионатне уçма хутшăннă ТР вӗрентӳпе наука министрӗн пӗрремӗш çумӗ А.Поминов Хусанти ăмăртăва хальччен иртнисенчен те чаплăрах ирттерме шантарнă.(Сăнӳкерчӗк https://worldskills2019.com сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: WorldSkills Kazan 2019