Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хамăрăннисем валли

Çӗнӗ Шуçăм районӗнчен Лисичанск халăхӗ валли гуманитари пулăшӗвӗ тиенӗ фура çак кунсенче çула тухма хатӗрленет. Раççейӗн çӗнӗ территорийӗнче пурăнакансем валли хальхи вăхăтра апат-çимӗç пухаççӗ. Сăваплă ӗçе ял халăхӗ, районти организацисем, ял хуçалăх предприятийӗсем хастар хутшăнаççӗ. Районти пӗртен-пӗр чăваш ялӗ Чăваш Шупашкарӗ те хӗрринче юлмасть.

Чăваш Шупашкарӗн клуб ӗçченӗсем иртнӗ эрнерех ял халăхӗнчен пахча çимӗç пухнă, хăйсем те панă. Пухăннă гуманитари пулăшăвне вӗсем района леçнӗ те ӗнтӗ. Ильдуловсен çемйине уйрăм палăртмалла. Вӗсем ку пархатарлă ӗçрен пӗрре те юлман. Кашнинче май пур таран пулăшма тăрăшаççӗ. Ентеш-салтаксем валли чи кирлӗ япаласем туянма укçа та панă, продукци те леçнӗ. Хальхинче акă Лисичанск халăхӗ валли килте ӳстернӗ пахча çимӗç хатӗрлесе хунă вӗсем. Хамăрăннисене пулăшасси юнра пирӗн, вӗсемшӗн шел мар, мӗншӗн тесен пирӗн халăхшăн ют хуйхă çук. (Л. Ильдулова сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество