Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хăш яла интернет кӗртессине халăх суйлать

РФ Патшалăх услугисен порталӗнче онлайн мелӗпе ноябрӗн 12-мӗшӗччен, çырупа ноябрӗн 26-мӗшӗччен сасăламалла. Хăш-хăш пӗчӗк яла пысăк хăвăртлăхлă мобильлӗ интернет кӗртессине халăх хăй суйланине пӗлтерет ТР Патшалăх управленийӗнчи цифра аталанăвӗн, информаци технологийӗсемпе çыхăну министерствин пресс-служби. Тутарстанра хальхи вăхăтра сасăлавăн иккӗмӗш тапхăрӗ пырать. Унта 100-тен пуçласа 500 çын таран пурăнакан ялсем пурте хутшăнма пултараççӗ.

Кăмăл пуррисем (вӗсем 18 çултан аслă, РФ Патшалăх услугисен порталӗнче регистрациленнӗ, хăй пурăнакан регионта яланхи пропискăра тăракансем пулмалла) РФ Патшалăх услугисен порталне кӗрсе ноябрӗн 12-мӗшӗччен пӗр ялшăн сасăламалла. Çаплах РФ Цифра аталанăвӗн министерствине çыру (унта хушамата, ята, ашшӗ ятне, ăçта регистрациленнин тата интернет кӗртмелли ял адресӗсене кăтартмалла). Министерство ноябрӗн 26-мӗшӗччен килнӗ хут çырусене кăна пăхса тухать. 

2022 çулхи декабрӗн 26-мӗшӗнче РФ Патшалăх услугисен порталӗнче сасăлав пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх 2023 çулта çӗршыври пысăк хăвăртлăхлă интернет кӗртмелли 1800 ялăн списокне пичетлӗç. «Цифра экономики» наци программин «Информаци инфраструктури» проекчӗпе Тутарстанра тепӗр çул 55 пӗчӗк яла мобильлӗ интернет кӗртмелле. 2030 çулччен ӗçлекен федераллă программăн операторӗ «Ростелеком» ПАО Тутарстанра сасăлавăн иккӗмӗш тапхăрне 10 пине яхăн çын хутшăнса сасăланă. Хальлӗхе чи нумай сасă пухнисен хушшинче чăваш ялӗсем те пур, вӗсем – Алексеевски районӗнчи Родники ялӗ тата Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Чăваш Шупашкарӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2022 – год цифровизации