Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хреснаннеллӗ пулнӑ

Нурлат хули çак кунсенче тата темиçе салтак-контрактника ятарлă çар операцине ăсатнă.

Нурлатсемпе пӗрле çав кун фронта Вологда хулин каччисем Андрейпе Евгений те кайнине хыпарлать Нурлат район хаçачӗ. Оборона министерствипе контракта вӗсем шăпах Нурлат хулинче çырнă иккен. 

– Маншăн ку контракт иккӗмӗш. Аманнă хыççăн нумай вăхăт сипленсе ура çине тăрсанах тепре кайма шутларăм. Юлташсем унта ман, – тенӗ Евгений хăй йышăнăвӗ пирки. 

Тепӗр каччă Андрей те лайăх шухăшламасăр контракт çырман. «Тăшман пирӗн территорире, эпир мар-тăк камăн хăваламалла-ха ăна хамăр çӗр çинчен», –  пӗлтернӗ Андрей кун пирки. 

Сăмах май, Андрейшӗн Нурлат çывăх хула та халӗ, шăпах кунта хреснаннеллӗ пулнă иккен вăл. Фронта каяс умӗн пӗр кун маларах Нурлатри Илья пророк чиркӗвӗнче тӗне кӗнӗ, хреснамăшӗ пулма çар çыннисен çемйисемпе ӗçлекен Виктория Садыкована ыйтнă. Хирӗçлемен хӗрарăм. Хреснанне тунă кӗлӗсене Турă илтет теççӗ, тен, Андрее те вăрçă нушине çăмăлрах çӗнме пулăшӗç вӗсем. «Хам ăçта кайнине лайăх пӗлетӗп, унта вара темӗн те пулма пултарать. Тӗне кӗрсен Турра ытларах шанма тытăнатăн», – ăнлантарнă хăй мӗншӗн тӗне халӗ кӗме шутланине салтак. Ăна тата унпа пӗрле çар ретне тăнă ентеш-салтаксене пурне те эпир те ырă-сывă тата çӗнтерӳпе таврăнма ăнăçу сунатпăр!

Ирина КУЗЬМИНА  хатӗрленӗ.

Сăнӳкерчӗк Нурлат район хаçачӗсенчен.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Герои СВО