Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хулаçырми ачисемшӗн Раштав – чи кӗтнӗ уяв

Раштав хулаçырмисемшӗн православи уявӗсенчен чи юратнисенчен пӗри, уйрăмах шкул ачисемшӗн. Вăл ялта чиркӳ уçăлнă хыççăн йăлана кӗчӗ. Тӗрӗссипе Раштава уявлассине Николай Угаслов пуçарса ячӗ. Çапла чиркӳ уçăлнăранпа Николай Федорович кашни çул тăван ялне чи пӗчӗк халăха – ачасене саламлама килет. Турă шыва кӗни ячӗллӗ чиркӳре Христос çуралнипе çыхăннă ирхи кӗлӗ хыççăн ялти вăтам шкулта çуллен Раштава халалланă уяв пуçланать.

Раштав кӗллине халăх аванах пуçтарăннăччӗ. Хальхи вăхăтра чиркӳ настоятелӗ пулса Дмитрий атте (Сёмин) ӗçлет, çемйипе вăл Хусантанах килсе çӳрет. Пачăшкă ялтах пурăннă пулсан, паллах, лайăх пулмалла, анчах хальлӗхе кун пек йышăну туман çемье. Дмитрийпе Елена Сёминсен тăватă ача, аслисем шкулта пуçламăш классенче вӗренеççӗ, кӗçӗннисем ача сачӗ çулӗнче. Аслисем Хусанти Н.Г.Жиганов ячӗллӗ консерватори çумӗнчи музыка шкулне çӳреççӗ, яла куçсан ун пек  май пулмасть, паллах. Вăт çапла çемье Хусанпа Хулаçырми хушшинче пурăнать. Елена матушка (Багитова) хăй те музыка шкулне, унтан консерватори пӗтернӗ, нумай кӗвӗ  инструменчӗпе калама пултарать. Раштав уявне те вăл лайăх концерт хатӗрленӗ. Шкул директорӗ Надежда Мокшина каланă тăрăх, Елена Юрьевна шкулшăн чăн-чăн парне. Вăл килнӗренпе ял ачисем музыка искусстви патне туртăнма тытăннă, нумайăшӗ халӗ гитарăпа калама вӗренет. Клавишлă инструментсенчен хальлӗхе синтезатор çеç. Малашне, тен, фортепиано та пулӗ. 

Искусствăн вăйӗ пысăк, вăл кăмăл-сипет, ăс-тăн, тӗнчекурăм  аталанăвне пысăк витӗм кӳрет. Çакă Раштава халалланă постановкăра  аван курăнчӗ. 

Малалла çырса кайиччен çакна та палăртса хăварас килет. Раштав кӗллине хулаçырмисен хисеплӗ ентешӗ Николай Угаслов, Çӗпрел район пуçлăхӗ Марат Гафаров, Хулаçырми ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Николай Усмендеев, ун умӗнхи пуçлăх Сергей Салифанов, ялти хисеплӗ çынсем хутшăнчӗç. Кӗлӗ хыççăн вӗсем ял-йыша уявпа саламласа ырлăх-сывлăх сунчӗç. «Хаклă туссем, сире чун-чӗререн Раштавпа саламлатăп, телейлӗ те сывлăхлă пулăр, ырлăх-пурлăх, тăнăçлăх, юрату тата ăнăçу сунатăп», – терӗ Марат Гафаров ял çыннисене чăн чăвашла саламласа. Унтан район пуçлăхӗ Николай Угаслова кăвак бархат курупка ăшне вырнаçтарнă турăшсем парнелерӗ. Çапла Марат Гафаров кашни çул ачасене Раштав парни  тăвакан Николай Федоровича тав турӗ. 

Хальхинче те Николай Угаслов шкулта вӗренекен кашни ачана (вӗсем пурӗ 82-ӗн) уяв концерчӗ хыççăн пылак парнесем парса савăнтарчӗ. Район пуçлăхӗ Марат Гафаров хăй ятӗнчен чей сервизӗ парнелерӗ. Шкулта вӗренекенсем те парăмра юлмарӗç. Вӗсем Иисус Христос çурални çинчен Библи пулăмне чуна витермелле кăтартса пачӗç. Сценари авторӗ пуçламăш классен вӗрентекенӗ Елена Петровна Большакова. Постановкăри тӗп рольсене вылякансене питӗ тӗрӗс палăртнă. Пӗчӗк Марийăна Алина Каранкина, ун амăшне Çветтуй Аннăна Анна Ефремова, çитӗннӗ Таса Марийăна Виктория Еремеева, Çветтуй Иосифа (Турă Амăшӗн мăшăрне) Кирилл Савлюков, волхвасене (Вавилон жрецӗсене çапла каланă. – Авт.) Артем Маняков, Айдар Зайнутдинов, Никита Еремеев, Ангела Виктория Храмова,  кил хуçине Александр Лакушев пысăк яваплăха туйса ӗненмелле сăнларӗç. Библи сăнарӗсене, уйрăмах Турă Амăшне сăнлама, паллах, çăмăл мар. Атьсем питӗ те черченнӗн, хăйне уйрăм туйăмпа уçса пама тăрăшрӗç Раштав пӗлтерӗшне. Ку вӗсен чунне те ӗмӗрлӗхех кӗрсе вырнаçса пурнăçра чи çутă та ырă ориентир пулса юласса пӗрре те иккӗленместӗп. 

Атьсем кăмăл-сипет енчен пуянланса пыни вӗрентӳрен те нумай килет. Раççей халăхӗсен тӗнпе ăс-хакăл культурисен йӗркин (основы духовно-нравственной культуры народов России – ОДНКНР теççӗ кӗскен ку предмета)  урокӗсене Дмитрий атте хăй ертсе пыма пуçлани те витӗм кӳретех. Тӗн çынни пулнăран ачасен кашни ыйтăвне туллин хуравлаять вăл.

Постановка хыççăн Елена Юрьевнан вӗренекенӗсем пӗчӗк концерт лартрӗç, ачасем православи юррисене чуна тыткăнламалла юрларӗç. Концерта Софья Казакова, Дарина Юркина, Анастасия Архипова ертсе пычӗç. 

Автор сăнӳкерчӗкӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Праздники Дрожжаное