Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта юр сийӗ халех 83 см

Февраль пуçланнăранпа Хусанта уйăх нормин 95 проценчӗ чухлӗ юр çунă. Юр тăкассипе 14 çул каяллахи рекорда çывхарса пыратпăр. 2010 – 2011 çулсенче хӗлӗпе Хусантан пурӗ 1,6 миллион тонна юр тăкнă пулсан, кăçал халех 1,4 миллион тоннăна çитнӗ.

Хусантан куллен 30-шар пин ытла тонна юр илсе тухаççӗ. Хусан Ӗçтăвком ертӳçин çумӗ Игорь Куляжев РБК Татарстан сайта каланă тăрăх, хула урамӗсене тасатма куллен 700 çул-йӗр ӗçченӗ, пин ытла техника тухать. Çул-йӗр службипе управляющий компанисем ахаль те мӗнпур вăйран ӗçлеççӗ. Кун пек нагрузкăна техника та чăтаймасть. Хула мэрӗ Ильсур Метшин сăмахӗпе, юр ирӗлтермелли станцисем ӗлкӗрсе пырайманнипе ытлашши юра 12 типӗ свалкăна тултарнă. Юр тăкмалли çӗнӗ вырăнсем шыраççӗ халӗ.

Аса илтеретпӗр, январӗн 17-мӗшӗнчен пуçласа февралӗн 2-мӗшӗччен вăйлă çил-тăмана пула «Буран» планпа ӗçлеме тивнӗ. Кун пекки икӗ çул пулман. Январьте 84 процент ытларах, пӗтӗмпе 83,5 миллиметр чухлӗ юр çунă. Нумай çулхи пӗтӗмӗшле юр сийӗ вăтамран 50 сантимер пулнă-тăк, кăçал халех 83 сантиметр. Хӗлле иртмен-ха, халăх сăнанă тăрăх, февраль тăманлă уйăх, мартра та курак тăманӗ те пулсан çăвать. Апла-тăк, çуркунне енне резина атă хакланасса кӗтмелле пуль.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество