Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта киноçăлтăрсем

Хусан хулин культура пурнăçӗ ку эрнере Халăхсен хушшинчи мăсăльман киновӗн фестивалӗпе палăрчӗ. Вăл сентябрӗн 7-мӗшӗнче пуçланчӗ те ку вырсарникунччен, сентябрӗн 11-мӗшӗччен пырать.

Кинофестиваль питӗ те чаплă лару-тăрура, пӗлтӗрхи пекех Хусан Ратушинче уçăлчӗ. Каçхине 18.00 сехет тӗлне халăх Ирӗклӗх тӳремне туртăнма пуçларӗ, çынсем хăнана килнӗ киноçăлтăрсене курасшăн. Вӗсем вара йышлăн пулчӗç, режиссерсем, актерсем, сценаристсем, продюсерсем, кинематографин ытти ӗçченӗсем Çурçӗр Африкăран пуçласа Кăнтăр Ази таранччен пуçтарăнса килнӗ. 

Мероприятие уçнă çӗре ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин, ТР культура министрӗ Ирада Аюпова, Тутарстан вице-премьерӗ Лейла Фазлеева, РФ мăсăльмансен тӗн управленийӗн тата Раççей муфтийӗсен канашӗн пӗрремӗш çумӗ Рушан-хазрат Аббясов тата ытти паллă çынсем хутшăнчӗç. Церемоние Раççейӗн паллă актриси, телеертӳçи Олеся Судзиловская тата Тутарстан артисчӗ Динар Хуснутдинов ертсе пычӗç. 

Кинофестивале килнӗ çынсене малтанласа Фарид Мухаметшин саламларӗ, Тутарстанăн нумай нациллӗ халăхӗн пурнăçӗпе паллаштарчӗ, кинофорумăн пӗлтерӗшӗпе кирлӗлӗхне палăртса хăварчӗ. 

Тухса калаçакансен шутӗнче Рушан-хазрат Аббясов, Раççейӗн паллă режиссерӗ, актерӗ, жюри председателӗ Владимир Хотиненко, жюри пайташӗ, режиссер, продюсер тата актриса Ильхам Шахин (Египет) пулчӗç. «Фестивальсем йышлă, унта хăв вырăнна тупма çăмăл мар. Хусан кинофестивалӗ тупнă çеç мар, вăл çав вырăна хăй йӗркеленӗ. Эп хам та ун пуçламăшӗнче тăнă. «Мусульманин» кинокартинăпа пӗрремӗш киноконкурса хутшăннăччӗ», – терӗ Владимир Хотиненко. Тепӗр çăлтăр Моссовет театрӗн актерӗ Станислав Бондаренко пулчӗ, вăл Георгий Шелдăн «Заповеди поэта» сăввине чуна пырса тивмелле вуларӗ.  Олеся Судзиловская юрласа савăнтарчӗ.  

Тӗп тимлӗх, паллах, кино çинче. Куракансем конкурс программине кӗнӗ 50 фильмпа кӗске тизер тăрăх паллашма пултарчӗç. Вӗсем 10 номинацие пайланнă. Çав шутра кӗске тата тулли метражлă илемлӗ киносем, кӗске тата тулли метражлă документлă фильмсем, наци конкурсне кӗнӗ кинокартинăсем. 

Хусан кинофестивалӗ мероприятисен федераллă реестрне кӗнӗ, çавна май финанс пулăшăвӗ халӗ республика шутӗнчен кăна мар, РФ Культура министерствинчен те килет. 

Хусанти халăхсен хушшинчи мăсăльман кинофестивалӗн (ХХМКФ) программи анлă: конкурса кӗнӗ тата конкурс тулашӗнчи кино кăтартăвӗсем, кинофорум, кино проекчӗсен халăхсен хушшинчи питчингӗ, актер, режиссер пултарулăхӗпе çыхăннă мастер-классем, пресс-конференцисем, киноиндустрири паллă çынсемпе, актерсемпе  творчествăлла тӗлпулусем. Кинофестивале кăçал 44 çӗршывран пурӗ 625 заявка килнӗ.    

Кинофестивалӗн тӗп площадкисем Хусанти патшалăх культурăпа искусствăсен институтӗнче, «Гранд отель Казань» хăна çуртӗнче, «Республика» суту-илӳ центрӗнчи «Синема» кинотеатрта вырнаçнă. 

Кинофестиваль пуçланас умӗн пӗр кун маларах журналистсемпе ТР культура министрӗ Ирада Аюпова, «Татар кино» директорӗ, фестивалӗн ӗç тăвакан директорӗ Миляуша Айтуганова, Хусан Ӗçтăвкомӗн культура управленийӗн пуçлăхӗ Азат Абзалов тӗл пулчӗç. Спикерсен шучӗпе XVIII кинофестивалӗн программипе, çӗнӗлӗхсемпе тата чӗннӗ хăнасемпе тӗплӗн паллаштарчӗç.  

«Хăнана эпир хамăрăн юлташла партнерсенчен – Узбекистанран, Казахстанран, Таджикистанран, Иранран, Сауд Аравийӗнчен, Турципе Пӗрлештернӗ Араб Эмирачӗсенчен кăна мар, ытти çӗршывсенчен те кӗтетпӗр. Германи, Франци тата Европăн ытти çӗршывӗсенчен,  Австралирен те килеççӗ пирӗн пата», – терӗ Ирада Аюпова. Фестивале уçнă тата хупнă çӗре паллă режиссерсемпе актерсем килмелле. Çавсен шутӗнче паллă кинорежиссер, актер, РФ халăх артисчӗ Владимир Хотиненко (кăçал вăл ХХМКФ жюри председателӗ), паллă актерсем – Олеся Судзиловская, Иван Колесников, Наталья Варлей, Александр Галибин («Мастер и Маргарита» сериалта ӳкерӗннӗ), Фархад Махмудов,  Нуман Чакыр («Великолепный век. Империя Кесем» сериал актерӗ), Ильхам Шахи (араб тӗнчинче питӗ те паллă актриса, продюсер), Асланбек Жанбалаев тата ыттисем. 

Культура министрӗ пӗлтернӗ тăрăх, кинофорума ют çӗршывсенчен пурӗ 127 хăна килмелле. Юлашки çулсенче проект дирекцийӗ фестивалӗн ӗç площадки çине пысăк тимлӗхпе пăхать. Мӗншӗн тесен вăл регионăн киноиндустрийӗпе производствине аталанма пысăк майсем туса парать. Халăхсен хушшинчи питчингсенче Тутарстанăн режиссерӗсем паллă киностудисемпе пӗрлехи проектсем кăна çак хушăра мӗн чухлӗ пурнăçа кӗртрӗç. Ку вӗсен профессилле шайне самай çӗклеме пулăшать. «Хусанти культурăпа искусствăсен патшалăх институчӗ кинофестивалӗн тӗп партнерӗсенчен пӗри. Ахальтен мар. Кинофорумăн тӗп миссийӗсенчен пӗри – кадрсем хатӗрлесси, – терӗ министр çӗнӗлӗхпе паллаштарса. – Кăçал пуçласа кино шкулӗсен форумӗ иртет. Ун ӗçне Раççейӗн кино ӳкерессипе ӗçлекен учрежденийӗсем – патшалăхăн шутланакан – ВГИК, Санкт-Петербургри кинопа телевиденин патшалăх институчӗ пеккисем кăна мар, коммерцилле студисем те хутшăнаççӗ». 

«Кино шкулӗсен форумне ирттересси ахаль çуралмарӗ. Пирӗн вӗрентӳ заведенийӗсенче актерсене, режиссерсене, сценаристсене хатӗрлеççӗ. Киноиндустрие кирлӗ кадрсене – гримерсене, художник-постановщиксене, костюм енӗпе художниксене вара ниçта та вӗрентмеççӗ. Кинофорум хӳттинче çак ыйтусене çӗклесшӗн эпир», – калаçăва хутшăнчӗ Миляуша Айтуганова. 

Вăл пӗлтернӗ тăрăх, кинопроектсен халăхсен хушшинчи питчингӗн сумӗ çулран-çул ӳсет. «Заявкăсем 13 çӗршывран килчӗç, пурӗ 56 штук. Вӗсенчен 15-шӗ шорт-листа кӗчӗç. Питчинг сентябрӗн 9-мӗшӗнче культура институтӗнче иртӗ. Экспертсен комиссийӗ сумлă, 8 çӗршыв представителӗ кӗнӗ унта – Египет, Узбекистан,  Туркменистан, Казахстан, пирӗн яланхи туссем ӗнтӗ. Вӗсен хушшинче продюсерсем, дистрибьютор компанийӗсем, ыттисем», – терӗ Миляуша Айтуганова. 

Кинофестивалӗн ӗç тăвакан директорӗн сăмахӗпе, кинорынок енӗпе пӗлтӗр пуçланă ӗç ăнăçлă пулнă. Пӗлтӗр Раççейӗн 14 регионӗ хутшăннă пулсан, кăçал 28-ăн. Мӗншӗн тесен кинопрокат проблемисем пурне те хумхантараççӗ. Унсăр пуçне дирекци тăватă ют çӗршыва хăйсен продукцийӗпе паллаштарма чӗнсе илнӗ. Халӗ Раççей кинотеатрӗсем Голливуд, Европа киновӗсем пирӗн пата килменнипе пысăк çухатусем тӳсеççӗ. Çак проблемăна татса парас тесен урăх çӗршывсенчи дистрибьюторсемпе çыхăнма шутланă та. «Дистрибьюторсем Турцирен, Индирен, Иранран, СНГ çӗршывӗсенчен килеççӗ. Вӗсем япăх мар кино ӳкереççӗ. Ку Раççей прокатчикӗсене хăйсене килӗшекен кинова суйласа илме май парать», – ăнлантарчӗ Миляуша Айтуганова. Регион киновне проката тухма пулăшас тӗллевпе Раççейри киносен каталогне хатӗрлени çинчен те пӗлтерчӗ спикер. Хальлӗхе унта Тутарстан, Якути, Пушкăртстан киновӗсем кӗнӗ. 

Тутарстан киновне малалла аталантарас тӗллевпе инфраструктурăна аталантарасси, киностуди уçасси çинчен те ыйтмасăр хăвармарӗç журналистсем. Ку енӗпе ӗç пыманнипе ыйту тухса тăрать, паллах. Ирада Аюпова кирлех-ши вăл паян тесе иккӗленнине пытармарӗ. Паянхи технологисем кинона пӗр пӳлӗмрех ӳкерме, кайран цифра технологийӗсен пулăшăвӗпе хуть те мӗнле локаци те, антураж та тума пулăшаççӗ. Кино искусстви, тӗрӗссипе, цифра технологийӗсемпе чи малтан туслашнă сфера. Министр палăртнă тăрăх, миллиардшар тенкӗлӗх киностуди туса лартни нихăçан та хăй хакне кăлармӗ. Павильон, студи çукки, ун шучӗпе, паян лайăх режиссершăн пӗрре те чăрмав мар. «Хусана Раççейрен кăна мар, ытти çӗршывсенчен те кино ӳкерме килес текенсем йышлă. Анчах эпир пурне те кӗртместпӗр. Мӗншӗн тесен вӗсем кинора пуçарнă темăсем пирӗн культурăпа, пурнăçпа килсе тăмаççӗ. Тата çавăн йышши киносем ӳкерме май парса Хусанăн ыр ятне те ярас килмест», – вӗçлерӗ сăмаха министр. («Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗсем). 

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: культура