Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта Парад та, салют та пулать

Аслă Çӗнтерӗве 79 çул çитнине халалланă уявăн программинче кăçал Парад та, салют та пур. Йăлари «Вилӗмсӗр полк» кăна пулмасть. Сăлтавӗ паллă — хăрушсăрлăх.

Парадăн тӗп площадки хальхинче те Хусан 1000 çуллăхӗн тӳремӗ, кун çинчен паян Хусан Ӗçтăвкомӗн ертӳçин çумӗ Гузель Сагитова ӗçлӗ тунтикунра пӗлтернӗ.

Тӳремре ирхине 10:00 сехетре Хусан çар гарнизонӗ, историлле çар техники (Т-34 танк, СУ-100 артиллери установки, ишекен ПТ-76 танк, бронетранспортерсем, «Катюша» БМ-13) иртет. Мероприятие Раççей халăх артисчӗ Дмитрий Певцов патриотизмла музыка программипе хутшăнать. Çӗнтерӳ кунӗн уявӗ 22:00 сехетре уяв салючӗпе вӗçленет.

Çӗнтерӳ кунне халалласа Хусанта 130 мероприяти иртет. Вӗсем апрелӗн 25-мӗшӗнчех пуçланаççӗ. Кашни объекта çынсене тӗрӗслесе кăна кӗртеççӗ.

Сагитова пӗлтернӗ тăрăх, Хусанта апрелӗн 30-мӗшӗнче ирхине 9 сехетрен пуçласа 12-ччен Майăн 1-мӗшӗ тӳремре, майăн 3-мӗшӗнче — 18-23, майăн 7-мӗшӗнче 16-22 сехетсенче Хусан 1000 çуллăхӗн тӳремрен пуçласа, çав шутра Право-Булачная, Лево-Булачная урамӗсенчен пуçласа Чернышевский урамӗ таран çулсене хупаççӗ.
Хусан 1000 çуллăхӗн тӳремӗнче майăн 8-мӗшӗнче 16 сехетрен пуçласа майăн 10-мӗшӗнче 2:00 сехетчен, майăн 8-мӗшӗнче 18:00 сехетрен пуçласа майăн 9-мӗшӗнчи 22:00 сехетчен Бондаренко урамӗсене хупаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество