Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта Пӗтӗм Раççейри тутар предпринимателӗсен 12-мӗш пухăвӗ иртрӗ

Мартăн 6-мӗшӗнче Хусанти «Корстон» суту-илӳпе кану центрӗн площадкинче Раççейри тутар ялӗсенчи предпринимательсен ларăвӗ иртрӗ. Кăçал унта Раççейри 40 регионтан, çав шутра республикăри районсенчен те, 800 фермерпе харпăр хуçалăх тытакан пӗчӗк бизнес представителӗ пухăнчӗ.

 Чăваш Республикин ертӳçисем тăван халăха чикӗ лартса хамăрăннипе ютсем çине пайласа ларнă вăхăтра тутарсем йăхташӗсене Раççейӗпех пухса пӗрле чăмăртанаççӗ. Тăван чӗлхепе культурăна вӗсем пирӗн пек юрă-ташăпа мар, тӗрлӗ сфера çыннисене явăçтарса сыхласа хăварма тăрăшаççӗ. «Игры Будущего» пек тӗнче шайӗнчи мероприятисем ирттернӗ хушăрах ытти валли те вăхăт тупаççӗ. 

Форумăн виçӗ куна тăсăлнă программинче: ӗçлӗ калаçусем, культура мероприятийӗсем тата Кукмор районне кайса ял хутлăхӗн аталанăвӗн опычӗпе паллашасси.

ТР Раисӗ Рустам Минниханов лару пуçланас умӗн Раççейри тӗрлӗ регионта туса илнӗ продукцин (аш-какайран пуçласа кондитер изделийӗсем, наци тумӗпе сувенирӗ таран) курав-ярмарккипе паллашнă. Ларура наци ыйтăвӗ те тимлӗхсӗр юлман. Хальхи вăхăтра Раççейре пурӗ 4,2 пин тутар ялӗ иккен. «Ку форума эпир 12-мӗш хут ирттеретпӗр, çак вăхăтра вăл хамăра хумхантаракан ыйтусене сӳтсе явмалли площадкăна çаврăнчӗ. Тăван чӗлхепе культурăна, йăла-йӗркене эпир пӗрле тăрăшсан кăна сыхласа хăварма пултаратпăр. Эсир – пирӗн тӗревпе шанăç. Хăвăрăн бизнес-проектăрсене пурнăçласа тутар ялӗсене сыхласа хăваратăр. Сиртен нумай вӗренме пултаратпăр эпир», — тенӗ Рустам Нургалиевич предпринимательсен хастарлăхӗ тутар ялӗсене аталантарса, вӗсен хăйне евӗрлӗхне сыхласа хăварма пулăшнине палăртса.

Паянхи кун çӗршывра СВОри салтаксене, вӗсен çемйисене пулăшасси çине нумай тимлӗх уйăраççӗ. Ку тема та тимлӗхсӗр юлман. «Сиртен кашни хамăр салтаксене пулăшать. Ку вăл пире пӗрлештерет. Чи кирли паян — Çӗнтерӳ, Пирӗн çӗнтермеллех!» — тенӗ вăл паянхи кунăн тӗп тӗллевӗ çинчен. Унтан тутар культурине сыхласа аталантарас енӗпе нумай ӗçлекенсене ТР патшалăх наградисемпе чысланă. (Сăнӳкерчӗк agro.tatarstan.ru сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество