Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанти Акăш кӳллинче тутлă фестиваль пулать

Ку шăматкун, августăн 26-мӗшӗнче, Хусанти Акăш кӳлли хăнасене тутлă апат-çимӗç фестивальне кӗтет. Сабантуй иртекен лапамра «Смысловые галлюцинации» паллă ушкăн юрланине итленӗ май шаритленӗ мороженăй, буритто, тутар кукăль-пӳремечне тата ытти нумай-нумай тутлă апата тутанса пăхма пулать.

Кунта çав кун йăлари тутлă апат-çимӗç фестивалӗ – гастрофест – иртет. Поварсем мастер-классем кăтартаççӗ, 35 кафе хăйӗн тутлă ӗçми-çимине сӗнет. Çаплах узбексен пылак апатне, французсен сыррине, мексика, итальян кухнисен апачӗсене тутанса пăхма та май пулать. Нумай ачаллă çемьесене фуд-кортра 50 процентлă скидка кӗтет. Çавăнпа нумай çемьеллисем, удостоверение хăвăрпа илме ан манăр.

Тутлă апат-çимӗç фестивалӗнче çаплах хăйсене ӗçпе тивӗçтерекенсен ярмарккине те йӗркелеççӗ. Кăмăл пуррисене Акăш кӳлли çийӗн катамарансемпе ярăнтараççӗ. Концерт программи те интереслӗ пуласса шантарать: София Губайдулина ячӗллӗ хальхи музыка центрӗн оркестрӗ, Роман Плеханов, AYN Project, Taurus, Zakaria этно-ушкăн, Игнат Изотовпа София Перес солистсем тата «Смысловые галлюцинации», Drummatix паллă ушкăнсем юрă-кӗвӗпе савăнтарӗç.

Фестиваль ирхине 10 сехетрен пуçласа 19 сехетчен пырать. Уяв лапамне «Лебяжье» чарăнуран кӳлӗ хӗррипе çуран е «Ремплер» чарăнуран шатлсемпе çитме пулать. Çав кун №36, 36а, 46, 72 тата 116-мӗш автобуссем ытти чухнехинчен тăтăшрах çӳреççӗ. Харпăр транспортсем валли парковка пулать.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: фестиваль