Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанти халăхсен хушшинчи мăсăльман киновӗн фестивалӗ ку эрнен тӗп культура мероприятийӗ пулса тăчӗ

Кăçал Раççей, Иран, Сири, Инди, Ирак, Марокко, Таджикистан, Турци, Греци, Оман, Кăркăсстан, Тунис, Пакистан, Бангладеш, Сауд Аравийӗ, Великобритани, Сенегал, Непал, Казахстан, Египет, Алжир киновӗсем кӗнӗ конкурс программине.

XIX Хусанти халăхсен хушшинчи мăсăльман киновӗн фестивалӗ ку эрнен, тӗрӗсрех каласан, хулан тӗп культура мероприятийӗ пулчӗ. Сентябрӗн 5-мӗшӗнче пуçланчӗ те ыран, сентябрӗн 9-мӗшӗнче хупăнать. Çак хушăра «Мир», «Киномакс-IMAX», «CINEMA KORSTON» кинотеатрсенче фестивале хутшăннă хамăрăн тата ют çӗршыв режиссерӗсен киновӗсемпе паллашма май пулчӗ. Палăртса хăварар, кăçалхи кинофестивале пурӗ 44 çӗршывран 712 заявка çитнӗ. Çавсенчен суйлав комиссийӗн пайташӗсем – киновед, философипе искусствоведени докторӗ «Евразия Глобал Коннектинг» агентствăн генеральнăй директорӗ Светлана Слапке, истори наукисен кандидачӗ, Культурологин çӗнӗ институчӗн директорӗ, ВГИКăн ертӳçӗ наука сотрудникӗ Нина Кочеляева тата филологи наукисен докторӗ, педагогика наукисен кандидачӗ, Раççей Ислам институчӗн филологипе çӗршывсен енӗпе кафедра заведующийӗ Тимур Шайхуллин 21 çӗршывăн 44 кинофильмне суйласа илнӗ. 

Раççей, Иран, Сири, Инди, Ирак, Марокко, Таджикистан, Турци, Греци, Оман, Кăркăсстан, Тунис, Пакистан, Бангладеш, Сауд Аравийӗ, Великобритани, Сенегал, Непал, Казахстан, Египт, Алжир киновӗсем кӗнӗ конкурс программине.

Çăлтăрсем камсем?

Кинофестивале килнӗ паллă артистсемпе, кинематографи ӗçченӗсемпе тата ытти чаплă хăнасемпе хусансен мероприятие уçнă кун паллашма май пулчӗ. Церемони хальхинче Г.Камал ячӗллӗ Тутар патшалăх академи драма театрӗнче иртрӗ.

Яланхи пек вăл хӗрлӗ кавир çулӗнчен пуçланчӗ. Кинофестиваль хăнисен шутӗнче Раççейӗн паллă артистки Равшана Куркова, РФ тава тивӗçлӗ артистки, Молдова Республикин халăх артистки Светлана Тома, Раçейӗн кино тата театр актриси Ольга Калашникова, Даниэль Ковачевич (Серби), Раççей тата ют çӗршывсен режиссерӗсем, сценарисчӗсем, киноиндустри ӗçченӗсем пулчӗç. Республикăн власть органӗсен тата тӗн представителӗсенчен ТР Премьер-министрӗн çумӗ Василь Шайхразиев, РФ мăсăльмансен тӗн управленийӗн тата Раççей муфтийӗсен канашӗн председателӗн çумӗ Рушан Аббясов, культура министрӗ Ирада Аюпова, паллах, «Татаркино» пуçлăхӗ тата Хусанти халăхсен хушшинчи кинофестивалӗн директорӗ Миляуша Айтуганова  пулчӗç.

Кинофестивале уçиччен кашнин хăйшӗн интереслӗ çынпа курса калаçма, сăн ӳкерӗнме май пулчӗ.

Церемоние Раççейӗн паллă артистки Ирина Лачина (Светлана Томан хӗрӗ) тата ТР тава тивӗçлӗ артисчӗ Амир Ахмадишин ертсе пычӗç.

Вӗсем РФ культура министрӗн Ольга Любимован саламлă сăмахне вуласа пачӗç. Культура министрӗ Хусанти кинофестивале пӗлтерӗшлӗ пулăмсен шутне кӗртсе вăл малашне те çӗршывсен хушшинчи культурăлла çыхăнăва аталантарса пырасса шаннине пӗлтернӗ.

Василь Шайхразиев ТР Раисӗ Рустам Миннихановран, Правительство ятӗнчен нумай ырă сăмах каларӗ. Йӗркелӳçӗсем Гейдар Алиевăн 100-çуллăхне палăртса ятарлă курав хатӗрленине ырларӗ. Кӗскен 2024 çулта Тутарстан кинематографӗ 100  çул çитнине халалланă мероприятисем çинчен каласа хăварчӗ. Çитес çул кинофестиваль 20-мӗш хут пулассине палăртса ăна сентябрӗн 7-11-мӗшӗсене куçарма пултарассине пӗлтерчӗ. Капла çынсене канмалли кунсенче киносене кайса курма меллӗрех.  

Ретроспективăра Андрей Кончаловскийӗн киновӗсем

Кинофестиваль программинчи ретроспектива кăтартăвне кăçал РСФСР халăх артистне Андрей Кончаловские халалланă. Ăнсăртран мар, кино мэтрӗ 85 çул тултарнине палăртса. Андрей Сергеевич хăй килеймен, çавăнпа видеоçыхăну урлă пурне те мероприяти пуçланнипе саламласа чуна витерекен сăмахсем каларӗ. Ун шучӗпе Хусан кинофестивалӗ Раççей кинематографийӗн аталанăвӗшӗн çеç  мар тӗнчеришӗн те пӗлтерӗшлӗ. Искусство наука пекех пурнăçа ăсламалли мел пулни çинчен шутлама ыйтрӗ. Наука фактсемпе матери çине таянса тӗпчет пулсан, искусство туйăмсем, çынпа çын хутшăнăвӗсем, илемпе килпетсӗрлӗхе çын мӗнлерех йышăнни çине.

Церемони вăхăтӗнче конкурс программине кӗнӗ фильмсемпе кӗскен паллашма май пулчӗ. Паллах, 15-20 çеккунтра тем курса ӗлкӗрейместӗн, çавах ăс-тăна тыткăнлакан кадрсем сахал мар пулчӗç.

Концерт программи пирки те пӗр-ик сăмах каласа хăварас килет. Тутарстанăн хăйевӗрлӗ культурине, менталитетне кăтартаканнисен шутӗнче «Казань» юрăпа ташă ансамблӗ, Ильсия Бадретдинова, Алина Шарипжанова, Ильгиз Шайхразиев юрăçсем пулчӗç. Пуринчен ытла Саха Якути Республикин тава тивӗçлӗ артистки Валентина Романова наци колоричӗллӗ хăйне евӗр вокалпа тыткăнларӗ. Итленӗ май çак тăрăхăн тавралăхӗ, çыннисем – йăлт куç умне тухрӗç.

Хусана чӗнессе кӗтнӗ

Жюри председателӗ те сцена çине тухса хăй кăмăлне палăртрӗ. Сенегалри паллă режиссер Мусса Туре француз чӗлхипе пит илемлӗ, юрланăн калаçать. Хăйне Хусана чӗнессе питӗ кӗтнӗ иккен вăл, анчах жюри председатлӗ пулма сӗнессе ӗмӗтленме те пултарайман. Çавăнпа хăйшӗн ку пысăк чыс пулнине каларӗ. Юлашкинчен жюри пайташӗсене пурне те сцена çине чӗнсе кăларса хисеп турӗ.

Ислам çӗршывӗсенчи кинематограф мӗнлерех йывăрлăхсемпе куçа-куçăн пулнине Иракран килнӗ режиссер Саад Аль-Эссами каласа хăварчӗ. Ун шучӗпе вӗсене пӗлтермеллех, унсăрăн аталану пулаймӗ. Мӗнле сăлтавсене пула Иракра кино ӳкерме хӗн пулнине пурте пӗлетпӗр. 

Светлана Тома вара пурне те хитре юрăпа савăнтарчӗ.

Харăсах икӗ премьера

«Казанские премьеры» конкурса кӗмен программăпа харăсах Раççейӗн икӗ кинокартинине кăтартасси халиччен пулман. Хусансен пуринчен малтан Юрий Суходольскин «Тут все свои» (Раççей – Серби) тата Ольга Акатьеван «Я делаю шаг» киновӗсене пăхма пултараççӗ. Равшана Куркова шăпах Ольга Акатьеван киновӗнче тӗп ролье вылять. «Тут все свои» комедире – Даниэль Ковачевич». Çак киносем кӗркунне анлă проката тухаççӗ, пирӗн вара халех пăхма май пулчӗ.     

Палăртса хăварар, кăçалхи кинофестивалӗн теми – çемье хаклăхӗсем,  çынсен хутшăнăвӗсем. Тӗнчери лару-тăру лăпках мар чухне çынсем ытларах ырри патне туртăнаççӗ, мирлӗ, позитивлă киносем кӗтеççӗ.

Кино мероприятийӗн программи анлă, кино кăтартăвӗсемсӗр пуçне ӗç площадки йӗркеленнӗ, Хусан Кремлӗн Йышăну вырăнӗсенче тӗрлӗ куравсем, кинопроектсен халăхсен хушшинчи питчингӗ, кино ӳкерессипе мастер-классем, паллă артистсемпе, режиссерсемпе творчествăлла тӗлпулусем, шоу-программа иртеççӗ.

Салават Камалетдинов, «Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗсем.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: кинофестиваль