Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЯЛ ÇАМРĂКӖСЕМ ГЕРМАНИРЕН ТАВРĂНЧӖÇ

Республикăн ял хуçалăхӗнче ӗçлекен çамрăк специалисчӗсем, «Профессире чи лайăххи» конкурс çӗнтерӳçисем, Германире икӗ эрне стажировка иртрӗç.

Тутарстанăн агропромышленность комплексӗнче ӗçлекен çамрăк специалистсем (2016 тата 2017 çулсенче иртнӗ «Профессире чи лайăххи» ăсталăх конкурсӗн çӗнтерӳçисем) çак кунсенче Германири стажировкăран таврăннине хыпарлать ТР Ял хуçалăхпа апат-çимӗç министерствин пресс-служби.

 Çамрăксем икӗ эрне ял хуçалăх производствисенче -  Баварири «Этталь» сыр тăвакан предприятире (Этталь ялӗ), Обераммергау ялӗнче йывăçран каскалакан паллă мастерскойӗнче, Трисдорф ялӗнчи сӗт производствинче, вырăнти аграри университетӗнче пулса курнă. Баварири ял çамрăкӗсен  союзӗн представителӗсемпе тӗл пулса вӗсен проекчӗсемпе паллашнă.  Кунсăр пуçне Раштав ярмăрккисенче, Бавари королӗн II Людвиг Нойшванштайн замокӗнче, Моцарт çӗршывӗнче - Зальцбургра тата нумай çӗрте экскурсире пулса курнă. Европăн ял хуçалăхӗн ӗçӗпе çакăн пек çывăхрах паллашни республикăн ял хуçалăхӗнче тăрăшакан  çамрăк специалисчӗсене тата тухăçлăхрах ӗçлеме хавхалантарать.

 Аса илтеретпӗр, «Профессире чи лайăххи» конкурс 2018 çулта та малалла тăсăлчӗ. Çӗнтерӳçӗсене 9 номинаципе хаклаççӗ. Унта çамрăк агрономсем,  механизаторсем, ветеринарсем, зоотехниксем, пăру пăхакансем, сӗт сăвакансем тата ыттисем хутшăнчӗç. (ТР Ял хуçалăхпа апат-çимӗç министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство