Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Ял çынни уйрăлсассăн çӗртен ялсем çухалӗç çӗр çинчен».

Кашни юптару – халăх ăслăлăхӗн çӳпçи. Пӗр сăмахпа каласан, çӗнӗ кӗнекере лайăххи, усăлли туллиех.

Алексеевски районӗнчи Чăваш Майни ялӗнче пурăнакан Лидия Угахина хайлавӗсемпе «Сувар» вулаканӗсем паллашсах тăраççӗ. Унăн сăввисем, калавӗсем, таврапӗлӳ очеркӗсем, статйисем хаçат тухма пуçланăранпах пичетленеççӗ.
 
Пулас çыравçă Аксу районӗнчи Унтакшăра 1942 çулта кун çути курнă.  Ашшӗ вăрçăра пуç хунă. Амăшӗ тăватă ачине пӗчченех ӳстернӗ, пурне те тивӗçлӗ пӗлӳ пама тăрăшнă. Лидия  Григорьевна Иванова 1961 çулта Чистай районӗнчи Чăваш Ялтан ялӗнче учительте ӗçлеме тытăннă. Унтан Алексеевски районӗнчи Вырăс Майни ялӗнче кӗçӗн класри ачасене вӗрентнӗ. Чăваш патшалăх университетӗнче аслă пӗлӳ илнӗ. 1966 çулта Чăваш Майни каччипе С.Угахинпа çемье çавăрнă. 40 çул ытла учительте тăрăшнă, ачасене чăваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. Учитель, çыравçă, сăвăç тата публицист, таврапӗлӳçӗ нумай çул район, республика хаçачӗсемпе çыхăну тытать, сăввисемпе калавӗсене, таврапӗлӳ материалӗсене пичетлесе пырать. Тăван тавралăх çинчен калакан сăвăсен ярăмӗшӗн Эмине ячӗллӗ премие тивӗçнӗ, «Хисеплӗ таврапӗлӳçӗ» ята илнӗ.
Л.Угахина 2009 çултанпа Раççей Писательсен союзӗн пайташӗ, 2013 çултанпа ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗнче тăрать, «Сувар» хаçат çумӗнчи «Сунтал» литпӗрлешӳ ӗçне хастар хутшăнать.  Халиччен «Тутарстанри Чăваш Майни» (2007), «Çавраçил» (2010), «Çунатлă шанчăк» (2013) кӗнекисем пичетленсе тухнă.  
Кăçал акă çыравçă çӗнӗ, черетлӗ кӗнекине пичетлесе кăларчӗ. «Самана кустăрми» ятлăскере сăвăçăн юлашки вăхăтра çырнă сăввисемпе юптарăвӗсем кӗнӗ. Лидия Григорьевнăн 30 яхăн сăввипе, 60 ытла юптарăвӗпе, «Ту пуçӗнчи ял» поэмипе паллашма пулать кунта.
Поэмăра автор хăйӗн тăван ялӗн – Унтакшăн – вăрçăчченхи пурнăçне, вăрçă вăхăтӗнчи паттăрлăхне, тылри хурлăхлă пурнăçне сăнласа кăтартнă. Хальхи вăхăтра çирӗпленнӗ сăвă техникине çирӗпех пурнăçласа пымасан та хăйне евӗрлӗхӗпе, чӗлхе çемçелӗхӗпе, ансатлăхӗпе илӗртеççӗ поэмăри йӗркесем, вырăнӗ-вырăнӗпе куççульпе çăвăнтараççӗ, вырăнӗ-вырăнӗпе ахăлтатса култараççӗ. Пирвайхи тӗнче вăрçи, ун хыççăнхи выçлăх ӗненмелле сăнарланнă кунта:
«Выçлăх çави çак çуртран,
Çулса кайнă тват виле.
Куштансем ытла кăра,
Çур пăт тулăшăн хӗссе,
Пурпӗр вилетӗр тесе,
Илсе кайнă ӗнине,
Çавах курман уссине.
Вӗсене те тиф вара,
Илсе кайнă масара», – тет поэт.
Поэма тăршшӗпех ялта «Самана кустăрми» хуçаланнине, таптанине, лапчăтса хăварнине сăнарлать çыравçă, вӗçӗнче çавах инкек-синкек иртсе каясса, телейлӗ пурнăç çитессе шаннине палăртса хăварать:
«…Самана кустăрми халь,
Улăштарнă тет çулне,
Тупӗ-ши хăй телейне?»
Кӗнекери сăвăсем те ялти кулленхи пурнăçа сăнлаççӗ, вăл тата лайăхланасса шантараççӗ:
«…Ати-ани пехилӗпе,
Кин кунта эп 50 çул.
Ачасен пӗрлӗхӗпе,
Тӗп çурт, ялан телейлӗ пул!» – тет сăвăç «Ан сӳнтӗр çемье вучахӗ» сăввинче.
Кӗнекери юптарусем те кулленхи пурнăçа  çывăх, умри кăлтăксене уçса параççӗ, çитменлӗхсене сивлеççӗ. Кашни хайлав хыççăнах чăваш ваттисем ӗмӗртенпех ăса хывнă мораль:
«Пӗр пус сыхлать тенкӗне,
Пӗлсен ун перекетне».
(Енчӗк).
«Ырă çыннăн вăрăм ӗмӗр,
Усал ӗмӗрӗ кӗске».
(Ӳпрепе Вирӗм).
«Пуçра пулмасан ăстаçă,
Пулăшаймӗ икӗ хачă».
(Рак – çӗвӗçӗ).  
«Туслашсассăн эрехпе
Пурнăç мухмăрпа пӗтет».  
(Автан).
«Ял çынни уйрăлсассăн çӗртен,
Ялсем çухалӗç çӗр çинчен».
(Упа саккунӗ).
«Вăхăтра сисейсен ултава,
Лайăха пурнăç улшăнмалла».
(Тӗве).
Кашни юптару – халăх ăслăлăхӗн çӳпçи. Пӗр сăмахпа каласан, çӗнӗ кӗнекере лайăххи, усăлли туллиех. Лидия Григорьевнăна творчествăра малашне те çитӗнӳсем тума сунатпăр.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Комментарии

  • аватар Без имени

    0

    0

    Тавтапус пите аван