ЯЛ ХУÇАЛĂХ КĂНА МАР
Çӗпрел, тӗпрен илсен, ял хуçалăх районӗ. Çапах та юлашки çулсенче производство майпен аталанма тытăнни сисӗнет. «Цеолиты Поволжья» УАО цеолит тирпейлекен завод рынокра хăй вырăнне йышăнчӗ, вӗсен изделийӗсене, уйрăмах кушак наполнительне, ют çӗршывсене ăсатаççӗ. Район центрӗнчи «Çӗпрел» промплощадкăра (пурӗ 19,1 гектар йышăнать) полимер изделийӗсем кăларакан «Формпласт» Мускав компанийӗ ăнăçлă ӗçлет, нумай пулмасть килнӗ «Солнечный круг» тулли мар яваплăхлă обществăн та ӗмӗрӗ вăрăм пуласси сисӗнет. Асăннă икӗ организацин ӗçӗпе эпир вырăна кайса паллашрăмăр.
Капрон хупăсем
«Формпласт» компани «Çӗпрел» промпарка килнӗ пӗрремӗш резидент. 2017 çултанпа пластмасс хупăсем, контейнерсем кăларассипе ӗçлет. Производство ертӳçи Владимир Николаев каланă тăрăх, хальхи вăхăтра вӗсем хупăсене Белгород, Орлов облаçӗсене, Казахстана ăсатаççӗ. Чи пысăк заказчик – Алексеевка хулинчи (Белгород облаçӗ) сӗтпе консерв завочӗ. Лавккасенче сутакан, эпир юратса туянакан «Алексеевское» çăра сӗтӗн (сгущенка) капрон хуппине шăпах Çӗпрелӗнче кăлараççӗ иккен. Предприяти талăкӗпех пӗр чарăнмасăр ӗçлет. Коллективра хальлӗхе 12 çын. Виçӗ станок талăкне 60-шар пин хупă кăларать пулин те заказ пысăкран ӗлкӗреймест. Çавăнпа çитес вăхăтра тепӗр икӗ станок лартма шутлаççӗ. Кунсăр пуçне предприяти тата анлăланать, çумри тепӗр çурта хута яма хатӗрленеççӗ. Унта та 5 станок лартма планлаççӗ. Эппин, тата ӗç вырăнӗсем пулаççӗ.
Сăмах май, чӗртавар та хамăрăн, ăна «Казаньоргсинтез» ПАО тивӗçтерет. Хатӗр продукцие хумалли картон коробкăсене малтан Ульяновск хулинчен илнӗ пулсан, халӗ Хусантан кӳреççӗ. Хамăрăннисен йӳнӗрех, çитменнине хăйсемех кӳрсе те параççӗ.
Владимир Николаев каланă тăрăх, станоксем хупă, контейнерсене хуть мӗнле размерпа, тӗспе кăларма пултараççӗ. Кун валли кирлӗ размера суйласа кăна илмелле, тӗрлӗ тӗсли валли тӗс хушмалла. Йăлтах заказчик кăмăлӗнчен килет. Ӗç укçи мӗн чухлӗ ӗçленинчен килет, вăтамран 27 пин тенкӗрен кая тухмасть. Компанин хуçи Мускавра пурăнать пулин те, килсе кайкалать. Çӗпрелсен ӗçӗпе кăмăллă вăл. Çавах та кадрсен ыйтăвне вăл мар, вырăнта татса парасси йăлара кунта, калăпăр, станокран тухса пыракан капрон хупăсене хӗрсем вăр-вартарах шутласа коробкăсене тултарса пымалла пек, анчах практика арçынсен тӳсӗмлӗхӗ пысăкрах пулнине кăтартнă. Çавăнпа хут ӗçӗсене кăна хӗрсем тăваççӗ кунта, ыттине веçех арçынсем.
Таканкки, карусель...
Промплощадкăри тепӗр «Солнечный круг» тулли мар яваплăхлă обществăра (Ульяновск хулинчен килнӗ резидент, производствăна Çӗпрелӗнчен тухнă предприниматель Булат Иблямов йӗркеленӗ) та арçын алли ытларах кирлӗ пулать. Мӗншӗн тесен производство цехӗ кунта куçма хатӗрленет. Кун валли çурт хатӗрпе пӗрех, унта ăшă кӗртмелли кăна юлнă. Хальхи вăхăтра станоксене куçарнă ӗнтӗ. Фанерăран, тутăхман тимӗртен спорт тата ача-пăча валли комплекссем хатӗрлекен цех кăçал июль-августра тулли хăватпа ӗçлеме пуçламалла. Эппин, кунта столярсем, токарьсем, сварщиксем кирлӗ пулаççӗ. Хула, район центрӗсенчи ача сачӗсен, шкулсен, лагерьсен, çуртсен картишӗсенчи ача-пăча площадкисенчи куçа илӗртекен тӗрлӗ тӗслӗ таканккисем, карусельсем, ярăнмалли тусем тата урамри спорт инвентарьне ăсталаççӗ кунта. Сăмах май, «Солнечный круг» предприятин продукцине Кивӗ Çӗпрел район центрӗн «тӗп эксперчӗсем» – ача-пăча – тӗрӗслесе пăхнă та ӗнтӗ. Унчченхи шкул вырăнӗнчи ача-пăча площадкинче мӗн пурри йăлт «Солнечный круг» ăсталани иккен. Ача-пăча унтан кунӗпех татăлмасть. Таканкки-карусель таврашсем илемлӗ кăна мар, нумая та чăтаççӗ. Паллах, ача-пăчапа çыхăннă пулсан, производителӗн нумай япалана пăхăнмалла, урамра ларакан оборудованисен шăрăхпа сивве чăтнинчен ытларах пурнăçпа сывлăхшăн хăрушсăр пулмалла.
«Солнечный круг» тулли мар яваплăхлă обществăна Тутарстанра кăна мар, ытти регионсенче те лайăх пӗлеççӗ, потребителе вăл йӳн хакпа, пысăк пахалăхпа илӗртет. Комплекссене вӗсем хăйсемех вырнаçтараççӗ. Кунсăр пуçне комплекссен гаранти срокӗ те пур, виçӗ çул хушшинче ванчӗ-тӗк, тӳлевсӗрех юсаççӗ, кирлӗ-тӗк çӗннипе улăштараççӗ.
Ял хуçалăхӗпе пурăнакан районта производствăсем хута кайни питӗ савăнтарать, халăх ӗç шыраса юта çӳремӗ, налогӗ те бюджета кӗрӗ. «Çӗпрел» промплощадкăра хальлӗхе ытти предприятисем валли вырăн пур-ха, çавăнпа резидентсем килессе тата кӗтеççӗ. Мӗншӗн тесен кунта нумай çăмăллăхсем пур вӗсем валли.
Ирина КУЗЬМИНА.
К.Малышев сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев