Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ял ячӗсене мӗншӗн тутарла тата вырӑсла кӑна йӑнӑшсем пулмалла?

Енчен те ҫул вывески е указатель ҫинче тӗрӗс мар ҫырса хунине е ял ятне тутарла куҫарманнине асӑрхасан, тутарстансем "Народный контроль" системӑна ҫӑхав ҫырса яма пултараҫҫӗ

Обращение мӗнле тӗрӗс памаллине ТР Этем прависемпе уполномоченнӑй Сария Сабурская каласа панӑ.
"Малтан ТР Патшалӑх тата муниципаллӑ услугисен порталӗнче регистрациленмелле те" Народный контроль" мобильлӗ приложенипе усӑ курмалла. Усӑ куракан палӑртнӑ вырӑнсене ҫырса тултармалла", – тенӗ Сабурская.
Уведомлени хӑвӑрас тесен "Ошибки в названиях и надписях" категорине суйласа илмелле, фотоматерала кӗртмелле, ҫул палли вырнаҫнӑ координатсене кӗртмелле (адресне ҫырмалла), пулӑмӑн ятне, тулли информацине ҫырмалла. Унтан публикаци йӗркисемпе килӗшмелле, кӑмӑл пулсан, персоналлӑ даннӑйсен обработкипе килӗшмелле.
Омбудсмен палӑртнӑ тӑрӑх, заявкӑна колл-центр йышӑнать те яваплӑ ҫынсене ӗҫ валли ярса парать. Системӑра уҫӑ тата хупӑ уведомленисем пур. Уҫӑ уведомленисем системӑн интерфейсӗнче курӑнаҫҫӗ, хупӑ уведомленисене заявитель тата министерствосемпе вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен ӗҫченӗсем ҫеҫ кураҫҫӗ. 
Вунӑ кун хушшинче исполнитель мерӑсем йышӑнмалла. Вӑл обращение "запланировано" е уведомление ҫырнӑ ыйтӑва татса пама законлӑ мелсем ҫук-тӑк "мотивированный отказ" тесе палӑртать.
Сария Сабурская палӑртнӑ тӑрӑх, йӑнӑшсем ҫинчен системӑри тепӗр категорипе те пӗлтерме пулать, вӑл "Организация дорожного движения".
"Граждансем, тӗслӗхрен, ял ятне тутарла ҫырнинче йӑнӑш пур тесе пӗлтереҫҫӗ. Унсӑр пуҫне йӑнӑшсем адреса аншлагра, чарӑну павильонӗсенче, ҫул указателӗсенче тӗлпулаҫҫӗ. Республикӑра пурӑнакансене хастартарах пултарас килет. Енчен те йӑнӑша асӑрхасан, системӑна, эпир ятсене тӳрлетсе ӗлкӗрмелӗх, вӑхӑтлӑ обращени яччӗр", – тесе пӗтӗмлетнӗ Тутарстанра этем прависемпе ӗҫлекен уполномоченнӑй.
Кӑҫалхи октябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне "Народный контроль" Информаци системин "Ошибки в названиях и надписях" категорипе 183 обращени килнӗ.
Мӗншӗн ҫул ҫинчи паллӑсене вырӑсла тата тутарла кӑна ҫырмалла? Мӗншӗн, тӗслӗхрен, чӑваш ялӗн ятне тата чӑвашла ҫырса хумалла мар указатель ҫине?
Тутарстан Республикинчи "Чӗлхесем ҫинчен" законӑн VI главин 23-мӗш статйинче Географи ячӗсене, топографи палӑртнӑ вӗсене тата ҫул указателӗсене ҫырас чӗлхене палӑртасси пирки ҫапларах ҫырнӑ:
"В Республике Татарстан географические наименования и надписи, топографические обозначения, дорожные указатели оформляются на татарском и русском языках, а также на иных языках с учетом интересов местного населения."
Апла пулсан, Тутарстанра чӑваш ялӗн ятне хамӑр чӗлхепе ҫырма ирӗк пур. Йӑлтах ял халӑхӗнчен тата унӑн пуҫлӑхӗсенчен килет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев