Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЯЛТА ХАЛӖ ТАЙГАРИ ПЕК, ПӖЧЧЕН ЮЛМА ХĂРАМАЛЛА...

Кун пек курăну пӗр Раккассинче (Пăвар районӗ) кăна мар халӗ, юлмаççӗ çамрăксем яла. Çав вăхăтра ТР Ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗ 2019 çулта ялсенче шутсăр нумай ача çураласса шанать. Ун шучӗпе, республика ялти аннесене пӗр хутчен укçа пани пулăшать. Çулсем хушши вăйланса кăна пыракан миграцие чарӗ-ши ку?

Хусанта 2019 çулхи çӗнӗ вӗренӳ çулӗнче пӗрремӗш класа каякансем пӗлтӗрхинчен 2,5 пин ытла пулать. Çапла вара тӗп хулари шкулсенче пӗтӗмпе 19 пин ача пуçласа пӗрремӗш хут парта хушшине ларать. Кун çинчен январӗн 21-мӗшӗнче Хусан мэрийӗн ӗçлӗ тунтикунӗнче пӗлтернӗ. Хусанти вӗрентӳ уйрăмӗ çакăн чухлӗ ачана мӗнле вырнаçтарасси пирки халех пуçа ватма тытăннă ӗнтӗ. Çумри шкулсенче пурин валли те вырăн çитменни каламасăрах паллă. Çав вăхăтрах хăш-пӗр ял шкулӗнче çил ачисем выляççӗ, çук унта вӗренекенсем. Пăва районӗнчи Раккасси шкулне те акă текех чупакан çук. 25 ачана пӗлтӗр сентябрь  уйăхӗн çурринче кӳршӗллӗ Элшел шкулне вӗренме куçарнăран шкула хупнă.

– Эпир инçе пурăнмастпăр шкултан. Эх, ача сассисем илтӗнеççӗ: кӗр-кӗр ахăраççӗ, шавлаççӗ, выляççӗ, кулаççӗ – шкултан килеççӗ. Çак савăнăçлă сасă пирӗн паталлах илтӗнсе тăрать. Халӗ çак касăсем пӗтрӗç, урама тухатăп та пахчана пăхатăп, наçмӗх, пӗр шкул ачи сасси илтӗнмест вӗт. Шкул хупăнни Раккасси ялне веç пӗтерчӗ. Питӗ шел. Шкулти доска çине сентябрӗн 11-мӗшӗ тесе çырнă. Юлашки кун и вçо, тухрӗç те кайрӗç Элшел шкулне. Каламан-туман... тăрук хупăнчӗ шкул. Ачасем вӗренчӗç те икӗ урок, 12-мӗшӗнче лартса кайрӗç. Куççуль тухать. Эх, çав ачасене пăхса савăнаттăмăр: çуркунне пулать, пӗри вылять шывпа, унтан тепри, хӗлле йӗлтӗрпе чупатчӗç. Эх, Раккасси ялӗ мӗскӗне юлчӗ. Эп астăвасса, ялта пирӗн 1200 çынччӗ, халӗ –  300. Ача çуралакансем сахал, 2018 çулта Ракассинче пӗр ача, Павловсен пӗчӗк Макар çуралчӗ те урăх çук, йывăрлисем те çук ялта. Куç умӗнче ял пӗтет, кам турӗ ӗнтӗ çакна, халăха ӗçсӗр хăварчӗç. Яла халӗ тайгана пырса кӗнӗ пек, çуллахи кун пӗччен юлма хăрамалла, – хурланса пӗлтерчӗ Раккассинче пурăнакан Нина Петровна Фадеева шкул хупăнни пирки. Ял çыннисемшӗн ку пысăк трагеди. Юрать-ха, Валентин Урташ çыравçă вӗреннӗ шкул хупă тăрса чӗрене ыраттармасть, унта халӗ клуб. 

Кун пек курăну пӗр Раккассинче кăна мар халӗ, юлмаççӗ çамрăксем яла. Çав вăхăтра ТР Ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗ 2019 çулта ялсенче шутсăр нумай ача çураласса шанать. Ун шучӗпе республика ялти аннесене пӗр хутчен укçа пани пулăшать. Çулсем хушши вăйланса кăна пыракан миграцие чарӗ-ши ку? Темӗн, иккӗленетӗп. Çӳлтисем хăйсен çемçе пуканӗ çинчен анса ял урамӗсем тăрăх пӗрре те пулин утса çаврăнсанччӗ хуть, урăхларах калаçнă пулӗччӗç. (Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество