Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ялта пурăнакансем активлăрах

Йӗркене пăсни хăш суйлав участокӗнче, унăн ертӳçи кам пулнине пӗлтермеллех. Унсăрăн тӗрӗс та таса суйлав пулмӗ.

Кăçал пӗрремӗш хут суйлава Сăнавçăсен уçă штабӗ хутшăнать. Ун шутне политологсем, экспертсем, социологсем, парти представителӗсем, обществăлла организаци пайташӗсем – пурӗ 3000 çын кӗнӗ. Кун пирки ТР Пӗрлехи информаци центрӗнче иртнӗ пресс-конференцире ТР Обществăлла палатăн ертӳçи Анатолий Фомин пӗлтерчӗ.

  • РФ Президенчӗн суйлав кампанийӗнче сăнавçăсен штабӗ, ăна закон шайӗнче йӗркелеме кирли палăрчӗ. Çапла ку ыйтупа Обществăлла палатăна явапларӗç те Сăнавçăсен уçă штабне йӗркелесе ятăмăр.  Ун шутӗнче должноçри пӗр çын та çук. Хуть кам та штаб пайташӗ пулма пултарать, – терӗ Анатолий Фомин.

ОП ертӳçи пӗлтернӗ тăрăх, суйлавсенче йӗркене пăсни пирки Хӗрӳ лини çине шăнкăравсем килме пуçланă, анчах пурте тенӗ пек анонимлă. Ята палăртмасăр шăнкравсемпе ыйтăва татса пама çуккине асăрхаттарчӗ спикер. Çавăнпа ята, йӗркене пăсни хăш суйлав участокӗнче, унăн ертӳçи кам пулнине  пӗлтермеллех. Унсăрăн тӗрӗс та таса суйлав пулмӗ.

Çамрăксем суйлава нумай килнине те палăртрӗ Анатолий Фомин. Вӗсен граждан позицийӗ çирӗп пулни хавхалантармасăр çук. Суйлав вӗçленнӗ хыççăн штабăн пӗтӗмлетӳ ларăвӗ иртмелле. Унта ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсен VI пухăвӗн суйлавне пӗтӗмлетсе хак пама тивӗç.

Аса илтеретпăр: паян, сентябрӗн 8-мӗшӗнче ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсен VI пухăвӗн суйлавӗ пырать. Пӗтӗмпе республикăра 2281 суйлав участокӗ ӗçлет. 2,9 миллион çынран 12.00 сехет тӗлне республикăра 29,56 процент сасăланă. Малти вырăнта Кайпăç районӗ пырать – 75,11 процент сасăланă. Ун хыççăн 71,74 процентпа Апас районӗ пырать, Атня – 67,87 процентпа виççӗмӗш вырăнта. Йăлана кӗнӗ тăрăх, яллă районсенче, хуласемпе танлаштарсан, суйлав активлăрах пырать.   

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 8 сентября выборы