Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Яндекс-куçаруçăна» чăвашла куçарма мӗнле вӗрентеççӗ-ши?

Тӗрлӗ чӗлхесемпе çырнине чăвашла, чăвашла çырнине вара урăх чӗлхесем çине онлайн форматра куçарма май пулни пире питӗ савăнтарать

Тӗрлӗ чӗлхесемпе çырнине чăвашла, чăвашла çырнине вара урăх чӗлхесем çине онлайн форматра куçарма май пулни пире питӗ савăнтарать. Чăвашла онлайн-куçаруçă пулни пирӗн халăхшăн пысăк утăм тесе шутлатăп эпӗ, анчах та çак куçаруçă тӗрӗс ӗçлетӗр тесе тата питӗ нумай тăрăшмалла ха.

Яндекс роботне чăваш чӗлхинчен куçарма мӗнле вӗрентеççӗ-ши? Каласа паратăп.

Тӗслӗхрен, Толстойăн  «Война и мирне» тата унăн чăвашла куçарăвне илеççӗ. Çак икӗ произведенийӗн пӗр пек предложенисен чăвашла тата вырăсла варианчӗсене тупса, вӗсене мăшăрласа системăна кӗртеççӗ. «Яндексуçаруçă» вӗсене хăйӗн «полкине» вырнаçтарать. Мӗн чухлӗ нумайтарах мăшăр предложенисем – куçару çавăн чухлӗ тӗрӗсрех пулать.

Яндекс роботне чăвашла куçарма вӗрентекенсенчен пӗри Светлана Трофимова хăйӗн инстаграм аккаунчӗнче халӗ вăл питӗ нумай вырăсла произведенисен чăвашла варианчӗсене вулани пирки çырать. Халӗ вӗсем робота кашни омонима тӗрӗс куçарма вӗрентеççӗ. Специалистсем каланă тăрăх робота вӗрентме илемлӗ литература произведенийӗсем ытларах кирлӗ.

«Яндекс-куçаруçăна» вӗрентес енӗпе пынă ӗç пирки пӗлсе тăма питӗ кăсăклă. Эпир çак пысăк та çăмăл мар ӗç тăвакансене ăнăçу сунатпăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев