Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЯВАПЛĂХ ÇИНЧЕН АН МАН!

Водитель правине илмелли экзамен йӗрки Раççейре апрелӗн 1-мӗшӗнчен улшăнчӗ

Палăртса хăварар, водителе вӗренмелли программа та, практика пайӗ те унчченхи пекех юлать, кунта нимӗнле улшăну та çук. Çӗнӗлӗх автошкулсен, пулас водителӗн яваплăхне ӳстерме хистет, мӗншӗн тесен ӳлӗмрен виçӗ экзамен (теори пайӗ тата автодромра, урамри çул çинче практика пайӗ) вырăнне иккӗ кăна юлать. Урăхла каласан, курсант ӳлӗмрен хупă площадкăра экзамен тытмасть, тӳрех урама тухать. Патшалăх автоинспекцийӗн сотрудникӗсем ăсталăхне, тимлӗхне чăн-чăн çул-йӗр çинче тӗрӗслесе хаклаççӗ.

Çитменнине экзамен хăш урамра, хăш тӗлте пулассине курсант маларах пӗлеймест, ăна экзамен панă кунхине кăна калаççӗ. Çавах та машинăна лартас, тăкăс вырăнта çаврăнас тата ытти çавăн пек йывăр маневрсене кăтартмалли вырăнсем юнашар çук пулсан,  хупă площадкăрах кăтартма пултарать. «Çул тăрăх пынă хушăра ют машина çине çитсе тăрăнас пулсан вара?» – тейӗ хăшӗ-пӗри. Хурав кунта пӗрре – руль умне лартăн-тăк, яваплăх çинчен ан ман, курсант пулсан та! Тăкака сан вырăнна никам та саплаштармасть. Эппин, лайăх автошкула суйла, тăрăшса вӗрен. Çакăн пек хуравларӗç «Татар-информ» агентствăра ку темăпа иртнӗ пресс-конференцие хутшăннă спикерсем.
Республикăри чи лайăх автошкулсене суйлама халӗ йывăр мар, вӗсен рейтингне Раççей Автошкулсен федерацийӗн тата РФ Çул-йӗр хăрушсăрлăх автоинспекцийӗн сайчӗсенче курма пулать. Отзывсем вулани те ытлашши пулмасть.
Тепӗр çӗнӗлӗх те пур: экзамен вăхăтӗнче машинăра ятарлă сăнавçă (экзамен пама хăйӗн черетне кӗтекен тепӗр курсант, автошкул, обществăлла организацисен представителӗ) ларса сăнаса пыма пултарать. Тавлашуллă самантсене татса пама тата экзаменăн хаклавӗн пахалăхне ӳстерме кирлӗ ку. Сăмах май, тавлашуллă самантсене аудио тата видеоинформаци тăрăх та тишкерсе уçăмлатӗç. Кун пек информаци çулталăкран кая мар упранать. Енчен те экзамена йышăнакан чăнах та йăнăшнă-тăк, курсанта тепӗр хут экзамен пама ирӗк параççӗ.
Экзамен вăхăтӗнче 1-3-шер баллă штраф пăхăннă йăнăшсен переченьне те улшăнусем кӗртнӗ. Вӗсене виçӗ ушкăна пайланă. Сăмах май, пулас водитель унчченхи пекех 5 балран ытла штраф пухрӗ-тӗк, экзамен тытайманнине пӗлтерет. Çул-йӗр хăрушлăхӗпе çыхăннă пысăк йăнăш турӗ пулсан вара, калăпăр, хăрушсăрлăх ременӗпе çыхăнмасан, пынă хушăрах телефонпа калаçсан, экзамена самантрах чарса пăрахăçлаççӗ.
Асăннă çӗнӗлӗхсем мотоциклистсене кăна пырса тивмеççӗ. Вӗсемшӗн экзамен условийӗсем, çав шутра «площадка» та, унчченхи пекех юлаççӗ.
 Малашне транспорт çӳретме ирӗк паракан водитель правине илмешкӗн  экзамена кӗртме заявлени парас процедура та çăмăлланать. Ăна халӗ курсант хăй те, автошкул (экзамен паракансен ушкăнне пухса) та пама пултарать.
Тин кăна вăя кӗнӗ çӗнӗлӗхсем обществăна ячӗшӗн кăна вӗренекен водительсенчен те, ячӗшӗн кăна вӗрентекен автошкулсенчен те тасатассăн туйăнать, тен, кун хыççăн çул-йӗр инкекӗсем сахалланӗç пирӗн?

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество