Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ылтăн пулсан та хурах çав

Пӗкӗлмере нефть юхса тухнă.

Пӗкӗлмери иртен-çӳренсем нумай пулмасть хура ылтăна курма та, алăпа тытса пăхма та пултарнă, мӗншӗн тесен кунти пӗр автозаправка çывăхӗнче çӗр çине нефть юхса сарăлнă. ЧП çинчен Пӗкӗлмери çутçанталăк сыхлавӗн обществăлла инспекторӗ экологсене шăнкăравласа пӗлтернине хыпарлать ТР Экологи министерствин пресс-служби. Çийӗнчех йӗркеленӗ тӗрӗслевӗн çак факта çирӗплетмелли кăна юлнă, кунта юплӗ арматура пушаннине пула чăнах та нефть юхса  50,5 тăваткал метр лаптăкри тăпрана вараланă иккен. Кăлтăка хăвăрт юсанă-ха, анчах вараланнă тăпрана пурпӗр илме тивнӗ. Нефть ылтăн пулсан та хурах вӗт, тăпрана усă кӳмест.  Нефть юхса тухса çутçанталăк сыхлавӗн законодательствине пăснă тӗслӗхе çирӗплететекен материалсене экологсем çутçанталăк сыхлавӗн районсем хушшинчи прокуратурине янă. (Сăнӳкерчӗк ТР Экологи министерствин пресс-службин).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев