Ыран Тутарстанра пӗлтерӳ системин хатӗрлӗхне тӗрӗслеççӗ
Мартăн 5-мӗшӗнче республикипех 10.40 кӗске вăхăта электросирена тата телевиденипе радио урлă «Внимание всем! Проводится проверка готовности системы оповещения населения!» – пӗлтерӳ яраççӗ. Ку Пӗтӗм Раççейӗпе иртекен тӗрӗслевӗн пайӗ, çулталӑкра икӗ хут – çуркунне тата кӗркунне иртет.
Сирена вӑрӑммӑн янранине илтсен, хӑраса ан ӳкӗр! Васкавлӑ пӗлтерӗве итлеме телевизор е радио ярӑр.
Раççей МЧСӗн Тутарстанри уйрăмӗ республика çыннисене лӑпкӑ пулма тата сиренăна илтмесен васкавлӑ службӑна шӑнкӑравлама тăхтама ыйтать. Пӗлтерӳ системине сакӑрвуннӑмӗш çулсенчех ӗçе кӗртнӗ, çак вăхăтра хуласемпе районсенче çӗнӗ пурӑнмалли кварталсем тунипе, унта сигнал вӑйсӑртарах пулма пултарнине пӗлтерет.
Çывăх вӑхӑтра Тутарстанра пӗлтерӳ системине анлӑн çӗнетме хатӗрленеççӗ.
Раççей МЧСӗн сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев