Ыран Тутарстанра пӗлтерӳ системин хатӗрлӗхне тӗрӗслеççӗ
Мартăн 5-мӗшӗнче республикипех 10.40 кӗске вăхăта электросирена тата телевиденипе радио урлă «Внимание всем! Проводится проверка готовности системы оповещения населения!» – пӗлтерӳ яраççӗ. Ку Пӗтӗм Раççейӗпе иртекен тӗрӗслевӗн пайӗ, çулталӑкра икӗ хут – çуркунне тата кӗркунне иртет.