Йӗри-тавра цифра
Ҫынсене ятарлă приставкăсем мӗнле телевизорсем валли кирли, мультиплекса мӗнле каналсем кӗни, волонтерсене мӗнле чӗнтермелли пек ыйтусем хумхантараççӗ
План тăрăх, Тутарстана маларах Раççейӗн 55 регионӗпе пӗрле цифра телевиденийӗ çине куçмалли виççӗмӗш тапхăра кӗртнӗччӗ. Июнӗн 3-мӗшӗнче пулмаллаччӗ историлле пулăм. Анчах ТР Президенчӗ Рустам Минниханов çак процедурăна кӗркуннене хăварма ыйтса Правительствăна çыру ячӗ. Ураза-байрам праçникӗпе тӳр килнӗрен халăхшăн чăрмав пулассипе çыхăнтарнăччӗ вăл çакна. Çапла вара тутарстансем цифра телевиденийӗ çине октябрӗн 14-мӗшӗнче куçӗç. Паллах, çак вăхăтчен йăлтах хатӗрленсе çитмелле. Тӗрӗссипе, ку енӗпе республикăра йывăрлăхсем ялсенче те пулмалла мар. Волонтерсене ятарласа вӗрентнӗ. Вӗсем кирек хăш вăхăтра та пулăшăва çитӗç. Çапах та шикленекенсем пур иккен-ха пирӗн. РТРС компани филиалӗн ертӳçи Владимир Якимов «Татар-информа» пӗлтернӗ тăрăх, çынсене ятарлă приставкăсем мӗнле телевизорсем валли кирли, мультиплекса мӗнле каналсем кӗни, волонтерсене мӗнле чӗнтермелли пек ыйтусем хумхантараççӗ. Ертӳçӗн сăмахӗсемпе, хальхи тӗллев – телевещанин аналогне октябрӗн 14-мӗшӗнче чарса цифра çине куçассине республикăра пӗр çын та пӗлмесӗр юлмалла мар.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев