Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ытла та мăнаçлă-çке Иван Казанков пуçарăвӗпе тата тăрăшнипе çӗкленекен Сувар!

Сиктӗрме-Хусанкай ялӗнчен тухса Уяв лапамне çул тытрăмăр. Малтан пӗвесем умӗн иртрӗмӗр, шыв варрине акăшсем валли пӗчӗкçеç çурт евӗр йăвасем вырнаçтарнă. Паяна кунта тăватă мăшăр акăш пурăнать. Пӗвесен шучӗ те виççе çитнӗ. Тӗп пӗве урлă кӗçех президент кӗперӗ пулмалла – никӗсӗ хатӗр. Вăрман пуçланнă тӗлте таçтан инçетрен авалхи Сувар хулашӗн крепоçӗ мăнаçлăн курăнса ларать. Ăшра пӗр пăлхантарса, пӗр хăпартлантарса яракан туйăмсем çуралаççӗ. Ытла та мăнаçлă-çке Иван Казанков пуçарăвӗпе тата тăрăшнипе çӗкленекен Сувар! Çак крепоçпе пӗрле чăваш ячӗ те ӳссе, тӗрекленсе пынăн туйăнать.

Вăл чăннипе çапла пултăрччӗ. Чăрмантаракан кăна ан тупăнтăр çак çул çинче. Аслă Пăлхарти хамăрăн йӗре çухатрăмăр тесен те йăнăш мар. Хăй вăхăтӗнче авалхи хулана çӗнӗрен туса лартассине хутшăннă пулсан паян Пăлхарта иртекен экскурсисенче чăваш ятне те асăнӗччӗç. Паллах, ку ӗçе ЧР Правительстви шайӗнче пурнăçламаллаччӗ, шел, кирлӗ тесе шутламарӗç-ши? Иван Казанкова вара Турри пулăштăр пуçланă ӗçе вӗçне çитерме. 

Тен, Зюганов килӗ?

Майăн 8-мӗшӗнче Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялӗнче паллă мероприяти иртрӗ. Пуçаруçи, паллă ӗнтӗ, çак ялта çуралса ӳснӗ сумлă чăваш, «Звениговский» совхозăн генеральнăй директорӗ Иван Казанков. Ун сăмахӗпе, кунта СССР 100-çуллăхне халалланă парк тума пуçланă. «Парк варринче СССР гербне, ун ик айккипе Ленинпа Сталинăн палăкӗсене вырнаçтаратпăр. Унтан çулăн ик енӗпе СССР йышне кӗнӗ кашни союзла республикăн тата СССРăн ялавӗсене лартса тухатпăр. Парка уçнă çӗре, тен, Геннадий Зюганов та килӗ. Тӗл пулса калаçрăмăр унпа. Союзла республикăсен Компарти секретарӗсем пулаççӗ-и тесе те ыйтрăм. Пулаççӗ тесе шантарчӗ Геннадий Андреевич. Тата Андриян Николаев космонавта халалласа ракета та вырнаçтарасшăн», – плансемпе паллаштарчӗ Иван Иванович. Казанков юлташ пӗлтернӗ тăрăх, Уяв программинче чăвашсен тӗрлӗ вăхăтри пурнăçне кăтартассине те кӗртнӗ: авалтан пуçласа патша вăхăтӗнчине, çӗнӗ саманарине. 

Парк çумӗнчи пӗвере акăшсен шутне те ӳстерме плансем пур. Кӗçех страуссем те чупса çӳрӗç кунта, павлинсем пур ӗнтӗ. Сувар крепоçӗ хыçӗнчи заповедникра вара маралсем  ӗрчетме палăртнă. Вӗсене часах Чăваш Енрен кӳрсе килмелле. Кун çинчен Эдуард Бахмисов, Чăваш Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ интереслӗ каласа пачӗ. Чăваш Енре Петр Столяров предприниматель патӗнче вӗсем Иван Ивановичпа хăнара пулнă. Эдуард Константинович хуçана Казанковăн кӗçех çуралнă кунӗ пулассине пӗлтернӗ. Столяров юлташ савăнса кайса Иван Ивановича картишӗнче канса çӳрекен маралсене кăтартса (вӗсене вăл Алтай тăрăхӗнчен илсе килсе ӗрчетнӗ): «Хăшӗ килӗшет – суйла», – тенӗ парне сӗнсе. Казанков марал аçине суйласа илнӗ. Эдуард Константинович аçа пӗччен пурăнаймассине, ăна сахалтан та 5-6 ама кирлине пӗлтернӗ. Вашават хуçа сумлă хăнана пӗр шелсӗр маралсене çиччӗшпех парса яма пулнă. Вăт çапла истори.  

Кашни хăнан ятлă йывăç пулать

Уяв картине пăхса çаврăннă хыççăн эпир пулас парк умӗнче пуçтарăнтăмăр. Паян кунта пӗрремӗш йывăçсем лартмалла. Лартнă тӗпсен кашнин ăна кам лартнине кура ячӗ пулать.  Çапла паркра малашне Элкел район пуçлăхӗн Александр Никошинăн, культура пайӗн ертӳçин Расима Гайфуллинан, ЧНКА председателӗн çумӗн Константин Малышевăн, Хусанти Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗн директорӗн, «Тутарстан Чăваш пики»  конкурс дирекцийӗн ертӳçин Сильвия Чаркинан, Нурлатри Туслăх Çурчӗн директорӗн, ЧНКЦ ертӳçин Галина Терентьеван, Теччӗри ЧНКЦ ертӳçин Володар Тимофеевăн, Аксу районӗнчи ЧНКЦ ертӳçин Роза Чентаеван, Элметри ЧНКЦ ертӳçин, вăлах Элкел районӗнче иртекен «Уявăн» ӗç ушкăнӗн ертӳçин Инна Лисинан, Эдуард Бахмисовăн, Александр Тукмаковăн, Сергей Мастьяновăн тата манăн йывăçсем кашласа ӳсӗç. Парка илем кӳрсе лайăх кăна хунаса кайччăр ӗнтӗ вӗсем.  

Эдуард Бахмисов пӗлтернӗ тăрăх, йывăç тӗпӗсене Петр Столяров хăй шучӗпе Чăваш Республикин Хӗрлӗ Чутайри вăрман хуçалăхӗнчен илсе панă. Ӗçӗсене пула хăй килеймен ку мероприятие. Шупашкарти горзеленхозран йăмрасем кӳрсе килессипе Олег Скворцов пулăшнă. Чăваш Ен хăнисен шутӗнче Сӗнтӗрвăрри районӗн пуçлăхӗн çумӗ Сергей Мастьянов, Андриян Николаева халалланă Шуршăлти космонавтика музейӗн директорӗ Александр Тукмаков та килнӗччӗ. 

Мероприятире тухса калаçакансен шутӗнче Иван Казанковсăр пуçне Александр Никошин, «Хузангаевское» ЯХПК директорӗ Евгений Чугунов, Константин Малышев тата Чăваш Ен хăнисем пулчӗç. Мероприятин пӗлтерӗшӗ пирки нумай ырă сăмах каларӗç вӗсем.

Туризмăн пысăк комплексӗ ӳссе ларӗ

Район пуçлăхӗ Александр Никошин хӗрсех Уява хатӗрленнине пӗлтерчӗ. Ӗç ушкăнне пурӗ 150 çын кӗрет, çавсен шутӗнче Культура çурчӗсен, шкул, ача сачӗн ӗçченӗсем. «Вăхăт сахал юлчӗ, йăлт хăвăрт тумалла. Атту хăш-пӗри иккӗленме те пуçларӗ. Мана ку килӗшмест.  Ӗçлемелле. Уяв пӗлтерӗшӗ ăна ирттерсе çакăнпа кăна çырлахассинче мар. Малашне кунта туризмăн пысăк комплексӗ ӳссе ларӗ. Уявăн пӗлтерӗшӗ çынсене илсе килсе кăтартассинче те. Хусан пире Уявăн лапамӗнчи кашни çуртшăн пӗр-пӗр район е хула яваплă пулмалла тесе сӗнет. Эп хам хирӗç, кашни çуртшăн Элкел районӗнчи ял хутлăхӗсем яваплă пулччăр. Ку вӗт республика Сабантуйӗ мар, унта кашни çуртшăн епле те пулин район яваплă», – пӗлтерчӗ шухăшне район пуçлăхӗ. Ман шутпа, ку тӗрӗсех мар. Уяв – республика мероприятийӗ. Апла унта кашни районăн вырăнӗ пулмаллах. Александр Никошин каланă пек районсене сцена çинче кăна юрласа-ташлама ирӗк пани çителӗксӗр. Хăй каланă пек Нурлатпа Аксăва та тӗлӗнтерес тесен вӗсен опытне шута илмеллех. 

Пуçлăх планпа палăртнă тăватă сцена хатӗррине пӗлтерчӗ. Виççӗшне Чулхуларан илсе килнӗ ӗнтӗ, пуçтарса вырнаçтармалли кăна юлнă, хакӗ 7 миллион тенке яхăн. Александр Никошин пӗлтернӗ тăрăх, Уявра интернет çыхăнăвӗ лайăх ӗçлени кирлӗ. Район пуçлăхӗн шучӗпе Элкелӗнчи Уяв пирки хыпарсем МХХсенче оперативлă саланмалла. Çак тӗллевпе «Таттелекомпа», «Билайнпа», «Мегафонпа» та калаçса хунă. Вӗсем тухса çӳремелли станцисем илсе килме шантарнă. Малашне, паллах, стационарлă çыхăну тума план пур. 

Яла пӗтме памарӗ

Евгений Чугунов Иван Казанкова яла пӗтме паманнишӗн, кунта анлă ял хуçалăх комплексӗ туса лартса çынсене ӗçпе тивӗçтернӗшӗн тав турӗ.

«Эп ача чухне ват мăнаккасем: «Ял пӗтрӗ, ял вилчӗ, пирӗн ял иккӗмӗш Еряпкино пулӗ», – тетчӗç хурланса. Пӗр çӗнӗ çурт та тăвăнмастчӗ, çамрăксем хулана тухса кайрӗç. Вилеслӗх çураласлăхран 2-3 хут ытлаччӗ. Çавăнтанпа 22 çул иртрӗ. Тав Иван Ивановича. Ун патне вăхăтӗнче пирӗн малтанхи пуçлăх Фердинат Мидхатовичпа  Василий Мошков кайса килчӗç. Хăйсемпе пӗрле Валерий Юманова,  Сергей Мукусева илчӗç. «Иван Иванович, эсир хăвăр ӗçлетӗр, тăван ялăр вара вилет. Илӗр-ха пире хăвăрăн хӳтте», – тенӗ вӗсем. Çавăнтанпа мӗн чухлӗ улшăну пулнине хăвăрах куратăр», – терӗ Евгений Михайлович. Чугунов ялта 80 çӗнӗ çурт, 100 ытла ачалăх шкул, больница тунине пӗлтерчӗ. Çураласлăх шайӗ ӳснӗ май Президентран пысăкрах шкул туса лартма ыйтаççӗ халӗ сиктӗрме-хусанкайсем. «Хузангаевский» ЯХПК та аталанать. Ку вăхăтра унта 1000 яхăн çын ӗçлет. Вăтам ӗç укçи 30 пин тенкӗпе танлашать. Ӗç режимне пăсманнисене çиелтен 5 кг аш тата 4 кг кăлпасси параççӗ. «Пысăк тав сире, Иван Иванович, 100 çул ытла пурăнмалла пултăр сирӗн», – тав турӗ ентешне Евгений Михайлович.  

Хăнасене тӗлӗнтерчӗç

Сӗнтӗрвăрри районӗнчен килсе çитнӗ Сергей Мастьянов мӗн курнинчен питӗ тӗлӗннине пытармасăр, хавхаланса каларӗ: «Кунта пулма питӗ хавас эп. Пуçарнă ӗçсен масштабӗ тӗлӗнтерет. Мӗнлерех илем, тирпейлӗх тата кунта. Тăвăнакан ӗçсем пурте – халăхшăн, унăн историйӗшӗн пӗлтерӗшлӗ». 

Александр Тукмаков пуçтарăннисене Шуршăл çыннисен саламне çитерсе ырлăх-сывлăх сунчӗ. «Кăçал пирӗншӗн те юбилейлă çулталăк. 50 çул пулать музее. Сиктӗрмери паркра Андриян Николаевпа Юрий Гагарина халалланă палăксем лартасси калама çук пысăк паллă. Çӗршыв уçлăха спутник, космонавт кăларнипе пӗрремӗш пулнине астумалла пирӗн. Ун пирки калаçмалла, çамрăксене вӗрентмелле», – пулчӗç ун сăмахӗсем. 

Çакăн пек хавхалануллă та савăнăçлă лару-тăрура иртрӗ парк никӗсне хывасси Сиктӗрме-Хусанкайра. 

Ирина ТРИФОНОВА. 

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана Сувар

2
X