Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ытти регионсенчен килнӗ пикесен те шанăç пур

Конкурса пӗрре мар хутшăннă Снежанăшăн пуринчен ытла хатӗрленӳ тапхăрӗ интереслӗ иккен. Ку ăна малалла аталанма пулăшать.

Иртнӗ эрнере, январӗн 24-мӗшӗнче, Хусанта «Мисс-Татарстан – 2020» конкурс çӗнтерӳçине палăртрӗç. Тӗп титула Хусанти патшалăх культура институчӗн студентки Анна Семеновых çӗнсе илчӗ. «Мисс-Казань – 2020»  медицина университечӗн студентки Снежана Корнева пулчӗ.
Кашни çул «Мисс Татарстан» дирекцийӗ конкурса епле те пулин темăна халаллать. Кăçал ăна пуласлăхпа çыхăнтарчӗç.
Ку эрнере, январӗн 27-мӗшӗнче, дирекци ертӳçи Изольда Сахарова мероприяти пӗтӗмлетӗвӗсене тума тата тӗп титулсене йышăннă пикесемпе çывăхрах паллаштарас тӗллевпе журналистсемпе тӗл пулчӗ. Пресс-конференци «Татар-информ» информаци агентствинче иртрӗ.

Изольда Сахарова пӗлтернӗ тăрăх, Анна конкурс историйӗнче, Снежанăпа танлаштарсан, нумай пулмасть кăна. «Эпир WorldSkills тӗнче чемпионатне волонтер пек хутшăнма кастинг пуçартăмăр.  Пӗрремӗш хут Аннăна çавăн чухне куртăм. Питӗ хăвăрт вăл конкурс историне кӗрсе кайрӗ. Ун чухне Анна самай нăкăрахчӗ, паянхи формăна кӗме ăна питӗ нумай ӗçлеме тиврӗ», – пикепе паллаштарчӗ конкурс ертӳçи.
Аннăпа Снежана илем конкурсне хутшăнас тесен чи малтан харпăр хăвăнпа ӗçлеме кирлине каларӗç. Çавăн пекех вӗсем ăмăртăва хутшăннă пикесемпе пуринпе те туслашнине, кун йышши мероприятисем тавра çӳрекен мифсем суя пулнине, пӗр хӗр те теприне чăрмантарма е ура хума тăрăшманнине пӗлтерчӗç.
Конкурса пӗрре мар хутшăннă Снежанăшăн пуринчен ытла хатӗрленӳ тапхăрӗ интереслӗ иккен. Ку ăна малалла аталанма пулăшать.
Тӗп титулсене çӗнсе илни савăнăçлă пулăмсăр пуçне пысăк яваплăх та, малашнехи ӗç те. Тутарстан пикин те, Хусанăн та малашне республикăра, Хусанта иртекен мероприятисене, культура пурнăçне активлă хутшăнма тивет. Çитӗнекен хӗрсемшӗн ырă тӗслӗх пулма та тăрăшмалла. Аслă шкулсенче вӗренекенскерсем çак темăпа çыхăннă журналистсен ыйтăвӗсене туллин хуравларӗç, çухалса каймарӗç. Калаçас пултарулăхпа ытларах Анна Семеновых палăрчӗ. «Тӗрӗссипе  январӗн 25-мӗшӗнчи ирхине 24-мӗшӗнчинчен ытларах та хумхантăм. Коронăна тивӗçлӗ йăтса çӳремелле-çке (кулать). Хăвшăн çеç явап тытма самай çăмăлрах. Республика пичӗ пулма вара питӗ пысăк яваплăх. «Мисс Россия» конкурс кастингне хутшăнасси те мана пит пăшăрхантармасть. «Мисс Татарстанпа» пӗрле пур йывăрлăха та çӗнтерӗпӗр. Общество умӗнче чыслă ята тивӗçлӗ упрасси самай кăткăсрах» – терӗ Тутарстанăн тӗп пики. Снежана Корнева та хăй Раççей шайӗнчи конкурса хатӗрленме пуçлассине пӗлтерчӗ.    
Мероприятин теми пирки. Изольда Сахарова пӗлтернӗ тăрăх, унăн шухăшӗ тӗлӗнмелле майпа  WorldSkills йӗркелӳçисеннипе пӗр килнӗ. Сăмах май, «Мисс Вселенная» та пуласлăх темине тӗпе хунă. «Тӗлӗнмелле пӗрпеклӗх, çак шухăшсем уçлăхран килсе сывлăшра вӗçеççӗ пулмалла. Хăш-пӗр çынсем вӗсене тытма пултараяççӗ тесен кăна. Ман идея хам ăна пурнăçа кӗртиччен маларах ыттисен проекчӗсенче кун курни кăштах кăмăла пăсать ӗнтӗ. Анчах ниме пăхмасăрах мӗн шутланине пурнăçлама ку чăрмантармарӗ», – терӗ Изольда Генриевна.
Дирекци ертӳçи хăйӗн командине палăртма манмарӗ. Çавсен хушшинче вăл мероприятин ертӳçине, режиссера Михаил Волконадские, костюмсен авторне, дизайнера Екатерина Тонюшкинăна, Султан Салиев модельера, организацин «Студия МТ» ертӳçине Татьяна Нухратовăна (сăмах май, вăл чăваш, Чистай районӗнчи Анат Кăтратаран. – Авт.), модельсен агентствин ертӳçине Ирина Николаевăна, Кристина Игнатьева хореографа палăртса тав турӗ. «Пӗччен кун чухлӗ ӗçе туса çитерейместӗн. Çак çынсемсӗр конкурса халӗ шутлама та пултараймастăп», – терӗ МТ дирекцин ертӳçи.
Сăмах май, «Мисс Татарстан» дирекци хутшăнăвӗсӗр паян Хусанта пӗр мероприяти те иртмест. Халăхсен хушшинчи спорт, культура мероприятийӗсен, Раççей шайӗнчисен награда церемонине организацин моделӗсем пурнăçласа пыраççӗ. Тутарстана килекен официаллă делегацисене чак-чакпа аэропортра е урăх çӗрте кӗтсе илекенсем те вӗсемех.
Журналистсенчен кăçалхи çӗнтерӳçӗ Удмуртирен пулни, вăл тутар хӗрӗ пулманни пирки йӗплӗ ыйтусем пулчӗç. Изольда Сахарова кунта республика нумай нациллӗ пулнине тепӗр хут аса илтерчӗ. «Урăх республикăран Хусана вӗренме е ӗçлеме куçса килнӗ хӗр конкурса хутшăнма пултараймасть-и вара? Çук, сирӗнпе килӗшместӗп. Пирӗн кун пек истори пулман та, пулмӗ те. Эпир нумай нациллӗ регионта пурăнатпăр. Анна Удмуртирен кунта вӗренме килнӗ, Хусанта пурăнать. Çӗнтерӳçӗ тутар хӗрӗ кăна пулмаллипе те килӗшместӗп. Çук, çук, çук. Пирӗн конкурса хуть мӗнле наципе тӗн çынни те хутшăнаять. Пирӗн республикăпа, Тутарстанпа çыхăну пур-тăк, вăл кунта вӗренет е ӗçлет-тӗк, тархасшăн, эпир йышăнма хавас», – татăклăн вӗçлерӗ сăмахне Изольда Сахарова.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев